Archive

январь 29th

29 Кăрлач, 2014

Ялтан – Çурçĕр полюсне

Ял çынни уттине те çулать, вуттине те çурать, Çурçĕр полюсне те çитсе килет. Унта виçĕ сехет çурă пулнă хушăра шур упасенех курма тÿр килмен Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче пурăнакан Николай Егорович Николаева, анчах тĕлĕнмелле çул çÿрев çинчен вăл сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Инçе çула тухнăранпа кăçалхи ака уйăхĕнче çичĕ çул çитсе пырать. Никама та манман, нимĕн те манăçман. Тепĕр тесен, епле манăн-ха паллă ентешĕ, Раççей паттăрĕ Николай Гаврилов, ĕмĕр асра юлмалла сума сунине? Çурçĕр полюсне çитни кăнтăрта канса килни мар.

29 Кăрлач, 2014

Чăваш юрри-ташшипе - Олимпиадăна

Сочире Олимп вăййисем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Иртнĕ эрнере Чăваш Енри волонтерсен пĕр ушкăнĕ тĕнче ăмăртăвĕн тĕп хулине тухса кайрĕ. Вĕсем - Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем. 26 çамрăк Сочири вокзалсемпе аэропортсенче хăнасене кĕтсе илĕ, спортсменсене ăмăрту вырăнĕсене çитме пулăшĕ, транспорт юхăмне йĕркелĕ. Аслă шкул студенчĕсен тепĕр ушкăнĕ (50 волонтер) Паралимп вăййисене йĕркелеме пулăшĕ.

29 Кăрлач, 2014

Ырă тĕслĕх

2013 çул пирĕн республикăри физкультурăпа спорт аталанăвĕн историне яланлăхах кĕрсе юлĕ. Раççей Федерацийĕн регионсен хушшинче пĕлтĕр ирттернĕ конкурсра Чăваш Ен пуçласа пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Раштав уйăхĕн варринче РФ физкультурăпа спорт министрĕ В.Мутко «Раççей регионĕ» кубока тата ытти наградăна Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева пачĕ.

Пĕлтерĕшлĕ çак çитĕнÿре республика ертÿçисен - Михаил Игнатьевпа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн - тÿпи çав тери пысăк. Иккĕшĕ те вĕсем ачаранах спортпа туслă. Çитĕнекен ăрăва халĕ те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

29 Кăрлач, 2014

«Вăрттăн» тупăш сиенĕ пирки

Конвертпа илекен ĕç укçи, хваттере тара парса тăвакан тупăш - вĕсем вăрттăн пулнипе, çав усламран çынсем налук тÿлеменнипе сăлтавланнă сиен пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ Правительство çуртĕнче ĕнер иртнĕ пресс-конференцире. Унта çак сферăсемшĕн яваплă темиçе ведомство представителĕсем хутшăнчĕç.

29 Кăрлач, 2014

Программăна пурнăçа кĕртнĕ

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта граждансене ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе 2013 çулăн малтанхи пĕтĕмлетĕвне тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама регион тытăмĕсем йĕркелессине сÿтсе явнă.

29 Кăрлач, 2014

Мунча хыççăн, е Воронковăн туйăмлă пуканисем

Чăваш йăли-йĕркине, культурине, аваллăхне çутатакан çĕнĕ ярăма эпĕ Культура çулталăкне халаллатăп. Техника вăйлă аталаннă тапхăрта та, компьютер, Интернет ĕмĕрĕнче те пур-ха чăваш ялĕсенче «ахах-мерчен». «Аваллăх утравĕ» ярăма вара пукане теминчен пуçлăпăр.

29 Кăрлач, 2014

Тĕллев - тепĕр çĕрте ĕçлĕ тăвасси

Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунĕн 7.1-1 статйипе килĕшÿллĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ĕçсĕр граждансене тата вĕсен çемйисен членĕсене служба органĕсем янипе ĕçе вырнаçма тепĕр çĕре куçса каймашкăн пулăшаççĕ.

29 Кăрлач, 2014

«Культура валли - 129,5 млн тенкĕ нумайрах»

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Никам тĕкĕнмен Раççей» çут çанталăк фестивалĕ уçăлнă, ăна Федераци Канашĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Ку мероприятие Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне уçнине халалланă.

29 Кăрлач, 2014

Ăтăр - юхан шыв илемĕ

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин тата сунар хуçалăх ĕçченĕсем 2012-2013 çулсенче юхан шыв ăтăрĕ /выдра речная/ Чăваш Енре еплерех ĕрченине тĕпченĕ.

Ăна пĕлтĕр - 26, вăл шутра Пăрачкавпа Йĕпреç районĕсенче 11 тата 9 шута илнĕ. Кăштах хушăннă. Ÿсĕме шыв-шур маларахринчен тасараххипе, ăтăр апачĕ - пулă, çурăм шăммисĕр чĕрлĕх - ытларах хунанипе, этем таврари çемçе йывăçа сахалрах каснипе, хăнтăр пĕвеленчĕкĕсем хушăннипе ăнлантарчĕ.

Pages