- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш юрри-ташшипе - Олимпиадăна
Сочире Олимп вăййисем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Иртнĕ эрнере Чăваш Енри волонтерсен пĕр ушкăнĕ тĕнче ăмăртăвĕн тĕп хулине тухса кайрĕ. Вĕсем - Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем. 26 çамрăк Сочири вокзалсемпе аэропортсенче хăнасене кĕтсе илĕ, спортсменсене ăмăрту вырăнĕсене çитме пулăшĕ, транспорт юхăмне йĕркелĕ. Аслă шкул студенчĕсен тепĕр ушкăнĕ (50 волонтер) Паралимп вăййисене йĕркелеме пулăшĕ.
Хăнасене вара культура программипе «Çавал» фольклор ансамблĕ савăнтарĕ. Вăл нарăсăн 14-мĕшĕнче çула тухать. Лилия Прокопьева ертÿçĕ каланă тăрăх - асăннă ушкăн куракана чăваш юрри-ташшипе савăнтарĕ. «Олимпийски» паркра тата «Волонтерсен ялĕнче» концерт кăтартĕ. «Программăра чăваш юрри-ташши çеç, - терĕ вăл. - Ытларах юрă-ташăран пухнă кăшăл. Сăмахран, «Тăвансем патне, ай, килсессĕн», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать», «Юрлăр кăна, юрлăр тееççĕ», «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă». Купăс, балалайкăсăр пуçне шăкăрмапа та усă курăпăр. Кашни артист аллинче кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕ пулĕ. Кунне икшер концерт лартма тивет. Ку тĕлĕшпе халĕ йĕркелÿçĕсемпе телефонпа çыхăнсах тăратпăр. Улшăнусем тупăнсан вĕсем пире систерĕç».
- Çак чыса тивĕçни савăнтарать, паллах. Халĕ программăпа хĕрсех ĕçлетĕр ĕнтĕ. Сирĕн пултарулăхăра тĕнче шайĕнчи куракан хаклать-çке.
- Тĕрĕсех. Çавăнпах савăннинчен ытларах хумханатпăр. Пĕтĕм тĕнче умĕнче республика чысне хÿтĕлеме тивет. Пите хĕретес мар, чăваш ятне ярас мар тесе тăрăшатпăр. Ара, Олимпиадăна 140 ытла çĕр-шывран пуçтарăнасса пĕлтерчĕç пире. Савăнăç туйăмĕ концерт хыççăн, куракан алă çупса саламланă чухне çеç «пиçсе çитĕ». Хальлĕхе чунра хумхану-пăлхану хуçаланать. Пушă вăхăт тупăнсан ăмăртусене кайса курма ĕмĕтленетпĕр.
«Çавал» ушкăн республикăра иртнĕ спартакиадăсенче савăнтарнă: спорт уявĕсене чăваш юрри-кĕввипе илемлетнĕ. Унсăр пуçне «Нарспи» мюзиклпа Самар, Ĕпхÿ, Чĕмпĕр хулисене çитсе килнĕ. Йăхташăмăрсем ăшшăн кĕтсе илнине палăртрĕ ертÿçĕ.
ЧР Президенчĕн гранчĕпе «Авалхи сас», «Чăваш халăхĕн чи лайăх юррисем» программăсем лартнă. Çитес вăхăтрах куракан умне «Юрлăр кăна, юрлăр» программа тухĕ. Ăна чăваш халăх юррисенчен, такмакĕсенчен хатĕрленĕ.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас