Вăй патăр
Ĕçпе вĕренÿ – пĕр тĕвĕре
Красноармейски районĕнчи Упири вăтам шкул ытти пĕлÿ çуртĕнчен теплица тата пĕчĕк ферма пуррипе уйрăлса тăрать. Теплицăра тĕрлĕ чечек калчи ÿстереççĕ. Вĕсене хăйсем валли çеç мар, сутмалăх та çитĕнтереççĕ.
Тупăш кÿретех
«Кăçал фермăра 6 сысна. Маларах 40 пуç тытни те пулнă, – терĕ шкул директорĕ Юрий Федоров. – Хăш-пĕр çул вăкăрсем тытатпăр. Выльăх апачĕ валли виçĕ гектар çĕр пур. Унта нумай çул ÿсекен курăк акнă. Ăна пуçтарса кĕртме техника çителĕклĕ».
Сысна ашĕпе столовăйĕнче усă курмаççĕ. Какая ял халăхне, вĕрентекенсене сутаççĕ.
Чăваш юрри-ташшипе - Олимпиадăна
Сочире Олимп вăййисем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Иртнĕ эрнере Чăваш Енри волонтерсен пĕр ушкăнĕ тĕнче ăмăртăвĕн тĕп хулине тухса кайрĕ. Вĕсем - Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем. 26 çамрăк Сочири вокзалсемпе аэропортсенче хăнасене кĕтсе илĕ, спортсменсене ăмăрту вырăнĕсене çитме пулăшĕ, транспорт юхăмне йĕркелĕ. Аслă шкул студенчĕсен тепĕр ушкăнĕ (50 волонтер) Паралимп вăййисене йĕркелеме пулăшĕ.