Качака сĕчĕ тутлă та сиплĕ

29 Ака, 2015

Фермер хуçалăхĕсенче ĕне выльăх, сурăх ĕрчетнине курма хăнăхнă ĕнтĕ. Комсомольски районĕнчи Тĕвенешри Николай Васильев вити-сарайĕнче вара качакасем хуçаланаççĕ.

Качакаран, ĕнепе танлаштарсан, тонни-тоннипе сĕт суса илеймĕн. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕн вăл сиплĕ. Чирлĕ çыншăн пĕр-пĕр эмелрен те усăллăрах. Ахальтен мар хаклă пулнине пăхмасăрах ăна хапăлласа туянаççĕ.

Фермер унчченех ăратлă качакасем ĕрчетме ĕмĕт-леннĕ, анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе ĕмĕтне çийĕнчех пурнăçа кĕртеймен. Вырăнти ăратран пысăк тухăç илеймессине те аван ăнланнă вăл.

Иртнĕ çул Николай Васильев «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăннă. Комиссие унăн пилĕкçуллăха хатĕрленĕ бизнес планĕ кăмăла кайнă. Сĕтлĕ качакасем ĕрчетессине ырласа йышăннă.

Грант илни фермер ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнă. Лайăх ăратлă выльăх шыраса Ставрополь крайнех çитнĕ. Кунти качака ферминчен «зааненски» текеннине туянса килнĕ.

Швейцарире ĕрченĕ ăрат сĕт нумай антарать-мĕн. Выльăхĕ шултра, лайăх аталанать, çирĕп. Чир-чĕр те ытлашши çулăхмасть. Тата ĕмĕрĕ те вăрăм, йĕркеллĕ пăхсан 15-18 çулчченех пурăнать.

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ. Качакан та çаплах, малтанах талăкра 5 литр сĕт парать. Кайран, апатлантарнине кура, кăтарту 7-9 литрах çитет.

Ăратлă качакана хакне пăхмасăр хаваспах туяннă. Кăнтăрта ÿснĕскерсем Чăваш Енре те хăйсене килти пек туяççĕ. Николай Иванович кашнине пĕлсе-палласа çитнĕ темелле. Лешсем те ăна курсанах сырса илеççĕ: хуçи пушă алăпа кĕменнине, яланах мĕн те пулин тутли çитернине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ.

- Тирпейлĕскерсем вараланнă апата çиесшĕн мар, - тет арçын. - Паха утă кăна кăмăллаççĕ.

Выльăх апатне те вырăнтах туса илесшĕн. Хуçалăхăн усă куракан çĕр - 400 гектар. Унта ĕçлеме трактор, комбайн, ытти техника пур.

Качакасем витере ирĕклĕнех çÿреççĕ. Ферма территорийĕнче вĕсене уçăлтармалли ятарлă вырăн пур.

Сĕт юр-варĕ лайăх сутăнасса иккĕленмеççĕ. Путекĕсене вара ĕрчетмелĕх сутма пулать. Вĕсемпе кăсăкланакансем пур ĕнтĕ.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.