Комментари хушас

29 Кăрлач, 2014

Ăтăр - юхан шыв илемĕ

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин тата сунар хуçалăх ĕçченĕсем 2012-2013 çулсенче юхан шыв ăтăрĕ /выдра речная/ Чăваш Енре еплерех ĕрченине тĕпченĕ.

Ăна пĕлтĕр - 26, вăл шутра Пăрачкавпа Йĕпреç районĕсенче 11 тата 9 шута илнĕ. Кăштах хушăннă. Ÿсĕме шыв-шур маларахринчен тасараххипе, ăтăр апачĕ - пулă, çурăм шăммисĕр чĕрлĕх - ытларах хунанипе, этем таврари çемçе йывăçа сахалрах каснипе, хăнтăр пĕвеленчĕкĕсем хушăннипе ăнлантарчĕ.

Йĕпреçпе Пăрачкав тăрăхĕнчи чăтлăх-вĕтлĕхри вун-вун çăл куçран вăй илекен юхан шывсем нумай районти лапраллă-йăлмакаллă, ăшăх шыв-шуртан тасарах. Çав районсенчи вăрмана этем те сахалрах кĕрсе çÿрет. Ăтăр пулă лайăх ĕрчекен, хĕлле шăнман, вăрманти тăрă та тарăн юхан шыва килĕштерет. Юшкăн пăтранса варалаканнинче, йăлмалли-йÿлекеллинче нумай тăмасть.

Çăвăрсем çемьерен уйрăлсан апатлă, ирĕклĕ çĕнĕ хăтлăх шыраççĕ. Хăнтăрсемпе кÿршĕллĕ пурăнма та хирĕç мар. Лешсем ăвăса, хăвана, хурăна е йăмрана вуллинчен кăшласа тÿнтереççĕ, шыв тăрăх сĕтĕрсе пĕр çĕре пуçтараççĕ, пĕвеленчĕк умне юшкăн хăпартса майлаштараççĕ. Кусем кÿлленчĕк шывпа туласса кĕтсех тăраççĕ. Пĕр-пĕринпе хирĕçмеççĕ, вырăн е апат пайламаççĕ. Вĕсен хирĕлме йÿтĕм çук. Хăнтăр - чĕрĕ турат-тĕретпе, ăтăр пулăпа, çурăм шăммисĕр кусан-çÿренпе тăранать. Вашмăк çыранри çемçе йывăçсене касса е выльăха таптаттарса пĕтерсен, таврара этем сасси куллен тенĕ пек янраса тăрсан, çывăхра шапа-калта таврашĕ те пулмасан ăтăрсем хăтлăх, апат шырама урăх çĕре куçаççĕ.

Çурăмĕпе хÿри сăрă-хура çăмпа çÿхен те пĕр тан витĕннĕ йăпăрка тирлĕ. Хырăмĕпе ăмăрĕ çеç кĕмĕл тĕслĕ. Çитĕнсе çитнин тăршшĕ пуç тÿпинчен хÿри вĕçĕ таран 1,38 метр, 13,6 килограма яхăн таять. Ăтăрăн пурнăç тăршшĕ 10 çула яхăн. Хăлхисем кĕске, çăмĕнчен кăшт кăна вăрăмрах. Шыва чăмсанах сăмса тата хăлха шăтăкĕсене пĕрсе хуплать. Мăшăр виç-тăват çура çитĕнтерет.

Аçипе ами шыв айĕнчен çыран еннелле шăтăк чавса хăпараççĕ, нÿртен çÿлерехре, тăпра шăнман вырăнта, йăва тăваççĕ. Кĕме-тухма шыв хупламан çĕртен те шăтăк алтса унпа çыхăнтараççĕ. Шала тип курăк тултараççĕ. Яра куна йăвара ирттереççĕ. Çĕр каçиччен хăйсем пурăнакан тĕлтен юхан шыв тăрăх 2-18 çухрăма каяççĕ, çыранран тип çĕрпе 100 метр таран çитсе тĕрĕслеççĕ. Çĕнĕ шыв-шур шыраса хыçала 10-20 çухрăм хăвараççĕ, апат нумайрах тытсан пурăнма унтах юлаççĕ.

Ăтăр республикăра кăна мар, Раççейре те сахал. Чăваш Енре 1980 çулсенче - 10, 2007 çулта 30-35 шута илнĕ. Йывăç-тĕмсĕр, шыв-шурпа çыран чĕрлĕхĕ сайра пурăнакан лаптăк куллен вăтамран 2-5 килограмм пулă тата ытти апат çиекенскере тивĕçтермест. Вăл Улатăр, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Куславкка районĕсенчи апатпа тулăх юхан шывсенче, этем хăйне хăратман хутлăхра, çеç ĕрчеет. Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче те çынна савăнтарнă.

Пирĕн юхан шывсем пурте тенĕ пекех хĕлле пăрпа витĕнеççĕ. Вĕсенче ăтăр пурăнаймасть. Хăнтăр çемйи сивĕре кунĕн-çĕрĕн йăвара тĕлĕрет пулсан ăтăр шывра пулă тытать, çыранра апат шырать. Хĕлле çывăрма выртмасть. Çавăнпа та ăна Чăваш Енре ĕрчеме йывăр.

Ăна валли апат çителĕклĕ шыв-шур сахал мар республикăра. Ĕрчеме чăрмантаракан тĕп сăлтав этемпех çыхăннă: тирĕшĕн браконьерсем тытаççĕ - йăх тăсма памаççĕ. Ăтăра хÿтĕлесен хĕлле шыв шăнман вырăнта час-часах куратăн. Иртнĕ ĕмĕрте ăна патшалăхăн Пăрачкав районĕнчи сунар саккаслăхĕнче ĕрчеме самай пулăшнă. Ăна салатрĕç те - ку ыйтупа ятарласа никам та ĕçлемерĕ. Чĕр чуна республикăра лайăхрах сарассишĕн ытти регионтан те кÿместпĕр. Çапла вара йыша çывăх çулсенче нумай ÿстереймĕпĕр.

Хунаттармалли вырăн чылай: «Сăрçи» заповедникăн Улатăр вăрманĕпе хÿтĕлев унки, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, çут çанталăкăн Йĕпреç районĕнчи Пăкăян, Куславкка хули тĕлĕнчи, Атăл леш енчи, Илет юхан шывĕн саккаслăхĕсем, çут çанталăк палăкĕ шутланакан Паснапа Люля юхан шывĕсем. Шута ÿстерессишĕн пĕринче те ятарласа вăй хумастпăр. Ĕрчетме тĕллев те лартман. Хунама тĕрев парассишĕн хăш-пĕр шыв-шура кирлĕ пек гидромелиорацилемелле, Пăрачкав районĕнчи сунар саккаслăхне тавăрмалла. Ăтăра браконьертан хÿтĕлемелле, вăл пурăнакан шыв-шура шута илмелле, хăнтăр пĕвеленчĕкĕсене татса яма чармалла.


Владимир НИКИТИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.