Archive - 8 Çу, 2014 - Тантăш

8 Çу, 2014

Раççей шайĕнче çĕнтерессе шанман

Вĕрентекенсем тăрăшнипе, ачасем хăйсем пулăшнипе хальхи вăхăтра чылай шкул хăйĕн хаçатне кăларать. Редколлегире ытларах вăтам, аслă классенче вĕренекенсем. Вĕсемех кирлĕ информацие пухса тусĕсене çĕнĕ те кирлĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Шкулти хаçат ĕçĕ мĕнлерех йĕркеленет-ши? Вăл вулакансене тивĕçтерет-и? Çак тата ытти ыйту хуравне пĕлмешкĕн Комсомольски районĕнчи Комсомольскинчи 1-мĕш шкула çитрĕм. Кунта вĕренекенсем тÿрех икĕ хаçат кăлараççĕ. Вĕсенчен пĕри Раççей шайĕнче иртнĕ конкурсра призерсен шутне те кĕнĕ.

8 Çу, 2014

Елчĕксенчен тĕслĕх илер!

Кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Тин кăна пурнăçа хăнăхса пыраканскерсем çав тери çивĕч туйăмлă та, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине çийĕнчех евĕрлеме хăтланаççĕ. Ача тĕкĕр пекех-çке. Çавăнпа вăл мĕнле çынсем хушшинче ÿсни унăн кăмăлне, тавра курăмне йĕркеленме май парать.

8 Çу, 2014

Пăшал вырăнне – сĕрме купăс

Муся Пинкензон Молдавири Бельцы хулинче çуралнă. Арçын ача пиллĕк тултарсанах хула хаçачĕ вăл епле ăста сĕрме купăсçă пулни çинчен çырса кăтартнă. 1941 çулта ашшĕне, Владимир Борисович тухтăра, Усть-Лабинскри çар госпитальне куçараççĕ. Пинкензонсен çемйи Полина Ивановна Каленова патĕнче вырăн тупать.