Пăшал вырăнне – сĕрме купăс

8 Çу, 2014

Муся Пинкензон Молдавири Бельцы хулинче çуралнă. Арçын ача пиллĕк тултарсанах хула хаçачĕ вăл епле ăста сĕрме купăсçă пулни çинчен çырса кăтартнă. 1941 çулта ашшĕне, Владимир Борисович тухтăра, Усть-Лабинскри çар госпитальне куçараççĕ. Пинкензонсен çемйи Полина Ивановна Каленова патĕнче вырăн тупать. Фронт Усть-Лабинск патнех çывхарать ĕнтĕ. Госпитале эвакуацилеме хатĕрленеççĕ. Нимĕç çа- рĕсем ытла та ăнсăртран пырса кĕнĕрен нумайăшĕ тарса ĕлкĕреймест. Часах Мусик çемйине арестлеççĕ. Станицăра пурăнакан халăха хăратас тесе нимĕçсем арестленисене вĕлерме палăртаççĕ, Пинкензонсем те çав телейсĕрсен шутĕнчех.

***

Мусик амăшне япалисене чăматана пуçтарма пулăшать.

– Анне, эпир каялла таврăнатпăр-и?..

– Паллах, таврăнатпăр! – Феня Моисеевна ывăлĕ çине пăхать те вăл епле ÿссе çитнине асăрхать. Пĕррехинче ашшĕпе уçăлса çÿренĕ чухне Мусик пĕр пÿрт чÿречинчен сĕрме купăс сассине илтнĕччĕ. Паганини пьесине уйăрса илнĕ ача пĕр вăхăт хытса тăнă, кĕвĕ тыткăна илнĕ ăна. Киле çитсенех вăл икĕ патак тупнă та ас туса юлнă кĕвве евĕрлеме хăтланнă. Шăпах çак самантра асăрханăччĕ ăна амăшĕ. Ашшĕ сĕрме купăс илсе парсан вăл мĕн тери савăннăччĕ! Музыка вĕрентекен Эккельринг маэстро арçын ачан пултарулăхне туйса унпа нумай ĕçлетчĕ. Пилĕк çулта Мусик пĕрремĕш хут концертра кĕвĕ каланăччĕ...

Халĕ Феня Моисеевна ывăлĕ çине пăхать те шывланнă куçне шăлать. Хуларан тухса каймалла-çке. Бельцы çийĕн фашист самолечĕсем кĕрлесе иртеççĕ. Таçта Прут хĕрринче чи хаяр çапăçусем пыраççĕ...

– Анне, мĕншĕн йĕретĕн?

– Эпĕ йĕместĕп, – Феня Моисеевна каллех япалисене пуçтарать.

Амăшĕ асăрхиччен арçын ача чăматанран çывăрмалли тумне кăларать те ун вырăнне сĕрме купăсне тата нота тетрачĕсен тĕркине кĕртсе хурать. Çÿлĕк çинче вара Сен-Санс, Дворжик, Моцарт пьесисем юлаççĕ... Моцарт... Унăн Иккĕмĕш концертне вĕренме мĕн чухлĕ вăй кирлĕ пулчĕ-çке. Çак кĕвве Кишиневри олимпиадăра выляса пама мĕн тери ĕмĕтленнĕччĕ вăл. Анчах Моцарт концертне лартма май килмерĕ. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Молдавири шкул ачисен пĕрремĕш олимпиадине савăнăçлăн уçма пулмарĕ. Çав ирхине вăрçă пуçланчĕ.

Поездпа нумай кайма тиврĕ. Çимелли те пĕтсе çитрĕ ĕнтĕ.

– Анне, сĕрме купăс пар-ха... Выляса илем... – халтан кайнă Муся кĕвĕ инструментне тытса унăн хĕлĕхĕсене асăрханса перĕнчĕ. Вăрах сасă илтĕнсе кайрĕ. Хăйĕн вăйсăрлăхне çĕнсе арçын ача тепĕр хут хĕлĕхсене тĕкĕнчĕ. Акă сĕрме купăс юрласа та ячĕ. Çынсем чарăна-чарăна пĕчĕк музыкçăна итлеççĕ. Вĕсем халĕ йывăр çул çинчен те манчĕç тейĕн. Çак кĕвĕ çутă та савăнăçлă тĕнчене чĕнет. Мусик вĕçлерĕ. Анчах никам та каймасть. Пурте шăп. Кашниех шухăш авăрне путнă.

– Арçын ача! – илтĕнет сасартăк. Юнашарти çар эшелонĕнчи пĕр салтак ăна хăйĕн патне кăчăк туртать. – Кĕвĕ каласа пар-ха, шăпăрлан! Фронта каятпăр!..

Мусик пуçларĕ. Сĕрме купăс Сулико хĕр, анлă уй-хир е савăнăçлă çил çинчен юрлать. Сасартăк паровоз кăшкăртса сĕрме купăс сассине пăсрĕ.

– Вагонсем тăрăх! – янăрарĕ команда.

– Пурăн, шĕвĕркке! Выля, – терĕ те пĕр салтак арçын ачана çăкăр тата сахăр катăкĕ тыттарса хăварчĕ. Акă станцин кирпĕч çурчĕ хыçĕнче юлашки вагон та курăнми пулчĕ. «Хăвăртрах таврăнăр, – шухăшларĕ Мусик. – Çĕнтерсе килĕр!»

Çирĕм кун кайсан поезд Усть-Лабинск станцийĕнче чарăнать. Эвакуациленисене станицăра пурăнакансем патне вырнаçтараççĕ. Владимир Борисович çав каçах госпитале каять. Авăн уйăхĕ. Мусик вырăнти шкула пиллĕкмĕш класа çÿрет. Пĕрре ачасем пуçтарăнса гос-питале аманнисене концертпа хавхалантарма каяççĕ. Муся сĕрме купăс калать. Юрă хыççăн юрă янăрать. Çамрăк музыкçăран вара татах та татах ыйтаççĕ. Пĕр палатăран теприне çÿресе сусăррисен кăмăлне çĕклеççĕ ачасем. Кайран ывăнса çитнĕскерсем килне кăмăллăн таврăнаççĕ. Çапла çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ.

Пĕррехинче Владимир Борисович килне каçа юлса çеç таврăнчĕ. Мусьăна хăйĕнпе пĕрле пыма ыйтрĕ.

– Ывăлăм, санăн пулăшăву кирлĕ. Паян пирĕн пата йывăр аманнă летчика илсе килчĕç. Ыратнипе вăл хыт кăшкăрать. Кĕвĕ каласа пар-ха ăна.

Чăнах та, Мусик сĕрме купăс хĕлĕхне перĕнсе сасă кăларсанах летчик йынăшма чарăнса ун енне çаврăнчĕ. Кĕвĕ хыççăн кĕвĕ янăрать. Сĕрме купăс чарăнсан лĕтчик ачана хăйĕн патне чĕнсе илчĕ те:

– Тавах сана, ывăлăм. Эпĕ чăтăп. Эпĕ пурăнăп! Эпĕ пурăнăпах, фашистсене çапса аркатăп...

Фронт Усть-Лабинск станици патнех çывхарчĕ. Кубань енчен снаряд çурăлни илтĕнме пуçларĕ. Госпитале эвакуацилеме хатĕрленеççĕ. Владимир Борисович илсе тухса ĕлкĕреймен сусăрсене операци тăвать.

Нимĕç çарĕсем станицăна кĕтмен çĕртен çитрĕç, вырăнтисенчен нумайăшĕ тарса ĕлкĕреймерĕ, çав шутра Пинкензонсен çемйи те.

Палатăна салтаксем кĕнĕ вăхăтра Владимир Борисович операци тăватчĕ. Вырăсла калаçакан офицер ăна:

– Чарăнăр, тухтăр, – терĕ хаяррăн. – Пациентăра пур пĕрех персе вĕлерĕпĕр. Аманнисем пирĕн хамăрăн та нумай, вĕсене сирĕн пулăшу кирлĕ.

– Эпĕ операцие чарма пултараймастăп, – терĕ хирург. – Сире вара палатăран тухма ыйтатăп...

Офицер салтаксене паллă кăтартсан лешĕсем тухтăр патне пыраççĕ те ăна операци тумалли сĕтел патĕнчен тĕртсе тухаççĕ... Владимир Борисович килне тухтăр халачĕпе тата перчеткисемпех таврăнать.

– Халĕ темĕн те кĕтме пулĕ, – тет вăл арăмне ассăн сывласа. Тепĕр куннех ун патне салтаксем килеççĕ. Офицер каллех тухтăртан пулăшу ыйтать. Владимир Борисович сутăнчăк мар, хăйне халĕ мĕн кĕтессе пĕлсе вăл тÿрех алăк патне утать. Муся ашшĕ хыççăн ыткăнать, анчах амăшĕ ăна чарса ĕлкĕрет.

– Феня, ывăла сыхла, – тесе хăварать ашшĕ.

Персе пăрахассипе хăратсан та Владимир Васильевич тăшмансене пулăшма килĕшмест. Çавăнпа ăна арестленĕ ытти çынсемпе пĕрле окоп чавма яраççĕ. Ĕçрен таврăннă чухне офицер каллех Пинкензона хăйĕн патне чĕнсе госпитальте ĕçлеме сĕнет, анчах тухтăр хирĕçлесе пуçне сулать кăна. Часах Феня Моисеевнăпа Мусьăна та арестлеççĕ. «Феня, эпĕ вĕсемшĕн тухтăр пулма килĕшеймĕп!» – тет ашшĕ ывăлне.

Станицăна пурăнакансене хăратас тесе фашистсем арестленисене вĕлерме шут тытаççĕ. Пинкензонсен çемйине те çак хаяр шăпа кĕтет. Телейсĕрскерсене Кубань хĕрне илсе тухаççĕ, çавăнтах фашистсем станицăра пурăнакансене те хăвалаççĕ. Муся пĕр аллипе амăшĕнчен çавăтăннă, тепринпе сĕрме купăс тытнă. Арестленисене кăшкăра-кăшкăра пĕр рете тăратаççĕ. Салтаксене паллă пама офицер аллине çĕклет, ăна каялла антарма вара васкамасть-ха.

– Офицер господин... – Владимир Борисович маларах тухса тăрать. – Ывăла хĕрхенĕр, вăл... – пуля ăна каласа пĕтерме памарĕ. Амăшĕ ашшĕ патне ыткăнчĕ, анчах автомат черечĕ ăна та çитрĕ. Çак самантра офицер патне пĕчĕк Муся çывхарчĕ. Аллинче – сĕрме купăс.

Хумханнипе арçын ачан сасси çĕте-çĕте ларать:

– Вилес умĕн... мана... юратнă кĕвве... каласа пама... ирĕк парăр...

Офицер пистолет вуллине Муся енне çавăрчĕ. Пинкензон тепĕр хут ыйтрĕ. Офицер арçын ача çине кăсăк-ланса пăхрĕ те салтаксене пăшалĕсене антарма хушрĕ.

– Кала!.. Кала! Килĕшсен – пурăнăн!

Муся футлярне çĕр çине хучĕ, васкамасăр уçрĕ те пĕчĕк сĕрме купăсне кăларчĕ. Ăна асăрханса янахĕ çумне тытрĕ, хĕлĕхĕсене перĕнчĕ. Малтан вăйсăртарах, кайран вара ирĕккĕнрех янăраса кĕвĕ Кубань çийĕн саланчĕ. Муся юрри хăватлăн илтĕнме пуçларĕ: «Çĕклен выçлăхрисемпе тарçăсен ылханпа хуралнă тĕнчи»... Фашист офицерĕ тарăхнипе тилĕрсе кайрĕ.

– Чарăн! – кăшкăрчĕ вăл сĕрме купăсçă умĕнче пистолечĕпе сулкалашса. Муся ун çине пăхмарĕ те, вăл хыпаланчĕ. Ĕлкĕрмелле, тата кăштах...

Пистолетран пенĕ сасă илтĕнчĕ, ун хыççăн теп-ре... Муся чĕркуçленсе ларчĕ, сĕрме купăсне пĕрех вĕçертмерĕ, юрă кĕввине каласа пĕтерме хăтланчĕ. Автоматран урисене персен вăл тĕшĕрĕлсе анчĕ. Сĕрме купăс та ачан вĕçленнĕ пурнăçĕпе пĕрлех шăпланчĕ. Анчах пуçтарăннă çынсем çак юрра малалла тăсрĕç, юлашки çынна персе пăрахичченех юхан шыв çийĕн янăрарĕ вăл.

...Чарджоу хулинчи 21-мĕш чугун çул шкулĕн 7 «б» класĕнче вырăс чĕлхи урокĕ пырать. Ачасем диктант çырма хатĕрленеççĕ. Вĕрентекен портфельтен хаçат кăларать те Рузя Гендлер ларакан парта патне пырать.

– Ачасем, паян эпир ытти чухнехинчен урăхларах диктант çырăпăр. Ку текстра Усть-Лабинск пионерĕн Мусик Пинкензон паттăрлăхĕ çинчен каланă.

Рузя хăйне йăнăш илтнĕн туйрĕ. Мусик! Пинкензон! Чăнах-ши? Иккĕмĕш çул ĕнтĕ унăн ашшĕпе амăшĕ Пинкензонсен çемйи çинчен мĕн те пулин пĕлесчĕ те канăçне çухатнă. Вĕрентекенрен тепĕр хут ыйтма аван мар. Текста тимлĕ итлесе хĕр ача кашни сăмахне çырса пычĕ. «Мусик сĕркĕче юлашки хутчен сулса ячĕ. Пăшалтан пени илтĕнсе кайрĕ. Юнпа вараланнă пĕчĕк сĕрме купăсçă тĕшĕрĕлсе анчĕ», – тенине илтсен вара Рузя кăранташне ÿкерсе хыттăн йĕрсе ячĕ.

– Рузя, мĕн пулчĕ? – терĕ вĕрентекен. – Лăплан, кун пек юрамасть-çке...

Куççульне аран чарса хĕр ача:

– Муся Пинкензон – манăн икĕ сыпăкри шăллăм... – терĕ. Класри ачасем тÿрех ура çине тăчĕç. Вĕрентекен те çухалса кайрĕ.

– Ларăр, ачасем, ларăр. Рузя часах лăпланĕ...

Çиччĕмĕш класс ачисем вара ларма васкамарĕç, харсăр та паттăр тантăшне хисепленине палăртса чылайччен шăп тăчĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.