Чăвашлăх уявĕн эрни
Ака уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн шкулта Чăваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ.
Вăл тунти кун пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем савăнăçлă линейкăра лартса панă «Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» литературăпа музыка композицийĕнчен пуçланчĕ. Чăваш тумĕллĕ маттур ачасем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвă вуларĕç. Лида Храмовăпа Александра Шавикова чăвашла çепĕç юрă шăрантарчĕç. Уроксем хыççăн вара саккăрмĕшсемпе тăххăрмĕшсем кăсăклă çул çÿ- реве тухрĕç. Çамрăк чĕлхеçĕсем «Пуплев пайĕсем», «Ваттисен сăмахĕсем», «Тĕрĕс куçар», «Шÿтлĕ ыйтусем», «Чĕлхе наукин пайĕсем» станцисенче чарăнчĕç, тĕрлĕрен ыйтăва хуравларĕç. Ку экскурси-вăйăра туслăх çĕнтерчĕ.
Ытти классенче те ĕçлĕ шав хуçаланчĕ. Пĕрисем Анна Козлова вĕрентекен ертсе пынипе хаçат кăларчĕç, теприсем Нина Тихонова вĕрентекен патне юрлама васкарĕç...
Ытлари кун та кичем пулмарĕ ачасене. Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене вĕрентекенсем ытти чухнехинчен кăсăклăрах ирттерме тăрăшрĕç. Ачасем И.Я. Яковлева халалланă «Чăваш Улăпĕ» тата «Пирĕн ентешсем» хаçатсемпе паллашрĕç. «Мăн кун çăмарти» экспонатсен куравĕ те ĕçлеме пуçларĕ. Хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекен пилĕк çулти Артем Тихонов, виççĕмĕш класри Рома Павлов, саккăрмĕшĕнчи Коля Белов, вуннăмĕшĕнчи Ирина Анисимова ĕçĕсем питĕ илĕртÿллĕ.
Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем «Чăваш çыравçисене кам лайăхрах пĕлет?» викторинăра тупăшрĕç. Вăтăр балл пухса Мария Макаровăпа Алина Кузьмичева мала тухрĕç. Анатолий Чебоксаров иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшне Кольăпа Василий Тукмаковсем пайларĕç.
Юн кун ачасен пĕр ушкăнĕ районти «Сарпи вулавĕсем» конкурса хутшăнма кайрĕ. Пиллĕк-мĕш класри Ксения Чернова вара 5-8 класс ачисем хушшинче Р.Сарпи сăввине вуласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, саккăрмĕшĕнчи Даша Ивановăпа тăххăрмĕшĕнчи Люба Мешкова – виççĕмĕш вырăнта. Вуннăмĕш класри Мария Козловăпа Валентина Соснова вара Сарпи сăвви тăрăх Анатолий Никитин кĕвĕленĕ «Чăваш Ен» юрăпа виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.
Уроксем вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ улттăмĕшпе çиччĕмĕш классем «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» хаваслисемпе тавçăруллисен конкурсĕнче тĕл пулчĕç. Вуннăмĕш класра вĕренекен Раиса Никитинăпа Анюта Выросова ертсе пыракансем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăларчĕç вĕсене. Улттăмĕшсем маттуртарах пулни палăрчĕ.
Конкурс хыççăн вуннăмĕш класс ачисем Федор Павлов çырнă «Ялта» драмăн сыпăкĕсене выляса пачĕç. Елюкпа Ванюк сăнарĕсене Анюта Выросова тата Василий Реймов калăпларĕç. Çавăн пекех Ульяна Платонова, Раиса Никитина, Владимир Козлов, Станислав Хомуткин тата ыттисем те хăйсен ролĕсене ăста вылярĕç, чăн-чăн артист пекех.
Кĕçнерни кун 3-4-мĕш класра вĕренекенсем районти Культурăпа кану центрĕнче Шупашкар артисчĕсем лартнă «Пÿрнескепе унăн тусĕ-сем» юмаха курса савăнчĕç. Спектакль хыççăн вĕрентекенсем ачасемпе калаçу та ирттерчĕç.
Культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2014» акцие те шкул хапăлласах хутшăнчĕ. Чăваш Ен наци радиовĕн 72.41 УКВ хумĕсем çинче диктант текстне вулама пуçласса ачасемпе вĕрентекенсем чăтăмсăр кĕтрĕç. Хамăр ентеш Марина Карягина çырнă текстра мĕн çинчен калани те, ăна Лидия Кузьмина уçăмлă, чуна витермелле вулани те кăмăла кайрĕ. Автор чĕнĕвне шута илсе пирĕн ачасем малашлăха çул тупма пулăшакан вăрттăнлăхсене уçма хатĕррине пĕлтерчĕç. Тепĕр çул диктанта тата пысăкрах йышпа çырма шухăшларĕç.
Уроксем хыççăн «Чăваш пики» илемпе пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. 8-11-мĕш класс пикисем хутшăнчĕç унта, малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Куракансене «Вăрăм çивĕт» конкурс та питĕ килĕшрĕ. «Çивĕч ăслă пике» конкурсра хĕр ачасем чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен культурипе, историйĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Кашниех чăваш апат-çимĕçĕпе сăйларĕ. Уйрăмах чăкăтпа хуплăва килĕштернĕ хĕрсем. Пултарулăх конкурсĕнче вара пĕри тепринчен маттуртарах. «Чи хÿхĕм пике» ята çĕнсе илнĕ, кăçал шкул пĕтерме хатĕрленекен Алина Кузьмичева ташлама ăста. Саккăрмĕш класри тепĕр Алина Кузьмичева, «Чи çепĕç пике» номинацире çĕнтернĕскер, юрлама юратать. Вуннăмĕш класс хĕрĕ Мария Козлова «Чи тавра курăмлă пике» ята тивĕçрĕ. Вăл гитара калама ăста, çак конкурсра та куракансене илемлĕ юрă парнелерĕ. Жюри тăххăрмĕш класра вĕренекен Люба Мешкова «Чăваш пики-2014» ята çĕнсе илнине пĕлтерсен пурте хыттăн алă çупрĕç. Конкурсра Люба хăйĕн юратнă поэчĕн Г.Айхин сăввине чуна пырса тивмелле вуларĕ. Конкурс вĕçленсен тăххăрмĕш класри Настя Куртмина та хăй çырнă сăввипе паллаштарчĕ.
Эрне кун шкулта питĕ пысăк уяв кĕрлерĕ. Пур класс та Культура çулталăкне халалланă концерта хастар хутшăнчĕ. Нина Тихонова музыка вĕрентекенĕ, класс ертÿçисем ĕçлени харама кайман. Çамрăк артистсем юрлама та, акăш пек шума та, сăвă вулама та, шÿтлеме те, кĕвĕ инструменчĕпе калама та – темĕн тума та пĕлеççĕ.
Шăмат кун вара шкулта «Калăм – каялла, Мăн кун – малалла» йăла-йĕрке уявĕ хуçаланчĕ. Столовăйра та ачасем çĕр улми нимĕрĕпе тунă тутлă пÿремечпе, çăмартапа, ытти пылак çимĕçпе сăйланчĕç.
Эрне тăршшĕпех «Савнă енĕм – Чăваш Ен» викторина ыйтăвĕсене хуравлама та вăхăт тупрĕç ачасем. Уйрăмах улттăмĕш, çиччĕмĕш, тăххăрмĕш классем хастар пулнине палăртмалла. Чи нумай балл пухаканни вара – улттăмĕш класра вĕренекен Ольга Гордеева. Иккĕмĕш вырăна çав класрах вĕренекен Таня Васильевăпа пиллĕкмĕшĕнчи Сергей Мешков тухрĕç, виççĕмĕшĕнче – вуннăмĕш класри Мария Козловăпа улттăмĕшĕнчи Сергей Кондратьев.
Çавăн пекех çиччĕмĕш класра Анна Козлова вĕрентекен «Çăлтăр сехечĕ» вăйă урокĕ, улттăмĕш класра «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» викторина урок ирттерчĕ.
Кăсăклă та пуян иртрĕ эрне. Мероприятисене çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсемпе класс ертÿçисене тав.
Патăрьел районĕ,
Пăлапуç Пашьел шкулĕ.