Archive - Ака 2014 - Тантăш

апреля 10th

10 Ака, 2014

Чăтма çук асаплантарсан та çĕр-шыва сутман

Вĕсем ахаль арçын ачасемпе хĕр ачасем кăна пулнă. Анчах йывăр та хăрушă вăхăтра çурални кашнин шăпине палăрмаллах витĕм кÿнĕ. Çакă вĕсене паттăр ĕç туса çĕр-шыва хÿтĕлеме те хистенĕ. Çавăн пек ачасенчен пĕри – Зина Портнова – вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ...

10 Ака, 2014

«Wake me up» пĕрлешÿ сирĕнте хаваслăх вăратĕ

Çак пĕрлешÿ ячĕ акăлчан чĕлхинчен «вăрат мана» тесе куçать. Ăна Людмила Анатольевна Пантелеймонова вĕрентекен ертсе пырать. Кунта çÿрекен ачасем ыттисенчен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе тата пуçару- лăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çавна пула вĕсем хăш чухне уроксене те сиктереççĕ.

10 Ака, 2014

Мăн куна хатĕрленер-и?

Мăн кун – чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ праçник. Уяв умĕн кил-çурта тĕплĕн тирпейлеççĕ, чÿрече каррисемпе сĕтел çиттисене çăваççĕ, кил картишне, çурт йĕри-таврашне те çÿп-çапран тасатаççĕ. Ĕлĕк Мăн куна ятарласа çĕнĕ кĕпе-йĕм çĕлеттерсе е мĕн пуррине сапласа, çуса тăхăннă.

Pages