Чăтма çук асаплантарсан та çĕр-шыва сутман

10 Ака, 2014

Вĕсем ахаль арçын ачасемпе хĕр ачасем кăна пулнă. Анчах йывăр та хăрушă вăхăтра çурални кашнин шăпине палăрмаллах витĕм кÿнĕ. Çакă вĕсене паттăр ĕç туса çĕр-шыва хÿтĕлеме те хистенĕ. Çавăн пек ачасенчен пĕри – Зина Портнова – вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ...

Зинаида Мартыновна Портнова – Ленинград хулинче çуралнă белорус хĕрĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл Белоруссири Витебск облаçĕнчи «Оболь» станци çывăхĕнче вырнаçнă Зуя ялĕнче çуллахи каникулта пулнă. Тăшман вăхăтлăха ярса илнĕ çĕре çакланнă. 1942 çулта «Çамрăк тавăруçăсем» организацие (ертÿçи – Совет Союзĕн Геройĕ Е.С. Зенькова) кĕнĕ, фашиста хирĕç листовкăсем салатас ĕçе хастар хутшăннă.

1943 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа Зина Портнова комсомол – К.Е. Ворошилов ячĕллĕ партизан отрячĕн разведчикĕ. Çав çулхи раштав уйăхĕнче ăна «Çамрăк тавăруçăсем» организацин ăнăçусăрлăх сăлтавне тĕпчеме тата çыхăнăва йĕркене кĕртме хушса янă. Отряда каялла таврăннă чухне Зинăна нимĕçсем арестленĕ. Ыйтса тĕпченĕ вăхăтра харсăр хĕр сĕтел çинче выр-такан пистолета илнĕ те фашист следовательне тата икĕ пулăшуçине персе пăрахнă, хăй тарма хăтланнă. Анчах ăна тытнă та хăрушла нушалантарса 1944 çулта Белоруссири Витебск облаçĕнчи Шумилинск районне кĕрекен Горяны ялĕнче персе пăрахнă.

Фашистпа кĕрешсе паттăрлăх кăтартнăшăн СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1958 çулхи утă 1-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Зинаида Мартыновна Портновăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Ленин орденĕпе те чысланă. Зина Портнова 1941-1943 çулсенче пурăннă пÿрт çине 1969 çулта Асăну хăми çапнă. «Витебск-Полоцк» шоссе çинчи Комсомол мухтавĕн музейне тата шкула, Белоруссири нумай отрядпа дружинăна паттăр хĕрĕн ятне панă. Оболь поселокĕнчи шкул та, Ленинград урамĕ те, теплоход та Зина Портнова ячĕпе хисепленет.

 

***

 

Гестаповец чÿрече патне пычĕ. Çак самантпа усă курса Зина сĕтел енне ыткăнчĕ те пистолет ярса илчĕ. Офицер сасă илтĕннипе каялла çаврăнчĕ, анчах кая юлчĕ – хĕç-пăшалĕ партизан-хĕр аллинче ĕнтĕ. Вăл пăшал автанне пусрĕ, анчах темĕншĕн сассине илтмерĕ, гестаповец кăкăртан тытса урайне тĕшĕрĕлсе аннине кăна курчĕ. Тепĕр сĕтел хушшинче лараканни вара сиксе тăчĕ те чĕтрекен аллипе револьверне шырама тытăнчĕ. Ăна та хĕр самантрах персе пăрахрĕ.

Çак хăрушă пÿлĕмрен тарнă май Зина часовой тĕлне пулчĕ, ăна та кĕрслеттерчĕ. Комендатура çуртĕнчен тухсан сукмак тăрăх юхан шыв хĕрне çил пек ыткăнчĕ. Хыçалта хăвалакансен сасси илтĕнме пуçласан вăл: «Мĕншĕн пемеççĕ-ха?» – тесе тĕлĕнчĕ.

Шыв инçе те мар ĕнтĕ. Юхан шыв тепĕр енче хура вăрман сарăлса выр-тать.

Зина автомат сассине илтрĕ, çав вăхăтрах урине темĕн çивĕчскер тăрăннине туйрĕ те хăйăр çине ÿкрĕ. Пистолетăн юлашки пульлине упраса хăварнă вăл. Унпа фашистсен аллине çакланас мар тесе хăйне хăй персе пăрахасшăнччĕ... Анчах ăнăçсăр. Тăшман хĕрĕн вăйсăрланма пуçланă аллинчи пистолета çапса ывăтрĕ.

Обольри партизан-хĕр ĕçне çÿл- лĕрех вырăн йышăнакан гестаповецсене параççĕ. Зинăна тÿрех Полоцка куçараççĕ. Ăна чи ирсĕр палачсем ыйтса тĕпчеççĕ, уйăх ытла хĕнесе пурăнаççĕ, чĕрни айне йĕп чиксе кĕртеççĕ, шăраннă тимĕрпе çунтараççĕ. Асап тÿснĕ хыççăн аран-аран тăна кĕнĕскере каллех ыйтса тĕпчеме пуçлаççĕ. Ку асаплантару çĕрлесерен пулса иртет. Енчен те çамрăк партизан пĕтĕмпех каласа парсан, хамăрăннисене сутсан унăн пурнăçне сыхласа хăварма шантараççĕ. Анчах çирĕп кăмăллă хĕре нимĕнпе те ÿкĕте кĕртеймĕн. Протоколсенче те ăна «совет хурахĕ» тесе çырнă.

Асап тÿссе халтан кайнă Зина пĕр ыйтăва та хурав памасть, сăмах чĕнмесен фашистсем хăйне хăвăртрах вĕлерессе шанать. Вилĕмре çеç çăлăнăç курать вăл.

Пĕррехинче тĕрмере ларакансем картишре çÿ-ренĕ чухне асаплантарма илсе каякан кăвак çÿçлĕ хĕр ача грузовик ураписем айне ыткăннине асăрхаççĕ. Чунсăр фашистсем машинăна чараççĕ, хĕр ачана туртса кăлараççĕ те каллех ыйтса тĕпчеме илсе каяççĕ.

Кăрлач пуçламăшĕнче Полоцк тĕрминче çамрăк партизана персе пăрахма йышăннине пĕлтереççĕ. Хăйĕн юлашки каçне Зина ĕнтĕркесе ирттерет. Вăл суккăр, гестаповецсем унăн икĕ куçне те чавса кăларнă, хăлхисене касса илнĕ, аллисене пăрса лартнă, пÿрнисене ватнă... Çак асапланусен те вĕçĕ пулĕ-ши вара? Ыран пĕтĕмпех пĕтмелле.

Пур пĕрех çав палачсем Зинăран нимĕн те ыйтса пĕлеймен. Вăл Тăван çĕр-шыв умĕнче тупа тунă, сăмахне тытнă. Совет çыннисене хур кăтартнăшăн тăшмана вăй çитнĕ таран тавăрнă.

Йăмăкĕ çинчен шухăшланă май Зинăн чĕри вăйлăрах та вăйлăрах ыратнă. «Юратнă Галочка! Эсĕ пĕчченех юлтăн... Вăрçăран чĕррĕн хăтăлатăн пулсан мана асра тыт... Анне, атте, хăвăр Зинăна ан манăр». Асапланса пĕтнĕ хĕрĕн сусăр куçĕсенчен юнлă куççуль тумланă...

Шартлама сивĕ те хĕвеллĕ ир... Персе пăрахма йышăннисене, ултă çынна, тĕрме картишне илсе тухаççĕ. Юлташĕсенчен тахăшĕ Зинăна алăран тытса утма пулăшать. Виçĕ ретлĕ йĕплĕ пралукпа çавăрнă стена çумĕнче стариксем тата хĕрарăмсемпе ачасем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Пĕрисем арестленисене мĕн те пулин парса пулăшасшăн, теприсем тĕрмере ларакансем хушшинче çывăх тăванĕ-сем курăнмĕç-ши тесе кĕтеççĕ. Çав çынсем хушшинче кивĕ çăматăллă, çĕтĕлсе пĕтнĕ фуфайкăллă арçын ача çÿрет. Ăна хăйне те, çумра документ пулманран тĕрмене хупнăскере, çак кунсенче кăна ирĕке кăларнă.

Шурă юр вĕçтерсе лартнă урампа пичке турттарса килчĕç – тĕрмене шыв илсе кĕреççĕ. Темиçе минутран хапха каллех уçăлать те конвоир-автоматчиксем ултă çынна илсе тухаççĕ. Кăвак çÿçлĕ те куçсăр хĕрте арçын ача... хăйĕн аппăшне палласа илет. Хуралса ларнă çара урисемпе юр тăрăх такăна-такăна утать вăл, хура мăйăхлă ар çын ăна хул пуççирен тытса пулăшать.

«Зина!» – тесе кăшкăрасшăнччĕ Ленька, анчах сасси путланчĕ.

Зинăна тепĕр пилĕк çынпа пĕрле 1944 çулхи кăрлачăн вуннăмĕшĕнче ирхине тĕрме çывăхĕнчи лапамра персе пăрахаççĕ...

***

Çамрăк тавăруçăсен паттăрлăхĕ пирки çĕр-шыв вун пилĕк çултан кăна пĕлет. Вăрçăри хастарлăхшăн çак организацире тăнисенчен чылайăшне çĕр-шыв орденпа наградăланă. Ертÿçине Ефросинья Савельевна Зеньковăна вара Совет Союзĕн Геройĕн Ылтăн Çăлтăрĕ- пе чысланă. Çак чаплă наградăна Ленинградăн харсăр хĕрĕ, "Салтак тÿми" ятпа çÿренĕ Зина Портнова та тивĕçнĕ...

Оболь патĕнчи автострада çывăхĕн-че, çамрăк йывăçсемпе чечексем хушшинче пысăк гранит палăк лартнă. Ирсĕр вăрçăра пуçне хунă çамрăк тавăруçăсен ячĕсене унта ылтăн сас паллисемпе çырнă:

Зинаида Портнова
Нина Азолина
Мария Дементьева
Евгений Езовитов
Владимир Езовитов
Мария Лузгина
Николай Алексеев
Надежда Дементьева
Нина Давыдова
Федор Слышенков
Валентина Шашкова
Зоя Софончик
Дмитрий Хребтенко
Мария Хребтенко

Çулсем иртеççĕ пулин те çамрăк паттăрсем халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.