Мăн куна хатĕрленер-и?

10 Ака, 2014

Мăн кун – чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ праçник. Уяв умĕн кил-çурта тĕплĕн тирпейлеççĕ, чÿрече каррисемпе сĕтел çиттисене çăваççĕ, кил картишне, çурт йĕри-таврашне те çÿп-çапран тасатаççĕ. Ĕлĕк Мăн куна ятарласа çĕнĕ кĕпе-йĕм çĕлеттерсе е мĕн пуррине сапласа, çуса тăхăннă. Чăвашсем кун пирки: "Саплăклă пултăр та таса пултăр", – тенĕ. Çак йăлана çирĕп пăхăннă вĕсем.

Мăн кун ыран тенĕ каç çынсем çăмарта хĕретсе чиркĕ-ве кайнă та çĕрĕпех кĕлĕ итленĕ, пĕрле юрланă. Ирхи шуçăмпа киле таврăннă, турăш умне çурта çутнă, кукăль-çăмах пĕçернĕ.

Аслă типĕ вĕçленнĕ май тутлă апат-çимĕç çиме те юранă. Уяв валли хатĕрленĕ пысăк та илемлĕ сĕтел çине тĕрлĕ çимĕç лартса тултарнă.

Чиперуксем, атьăр-ха эпир те тутлă куличпа пÿремеч пĕçерсе хăнасене сăйлар.

Тăпăрчă куличĕ (пасха)

Çак çимĕçе хатĕрлеме çур кило тăпăрчă, 3 çăмарта, 100 грамм услам çу, 1 стакан хăйма, 150 грамм сахăр песокĕ, çур стакан вăрринчен уйăрнă иçĕм, 1 лимон хуппи тата ваниль кирлĕ пулать.

Тăпăрча çăнăх алламалли ала витĕр кăлармалла та çăмартапа, хăймапа тата çупа хутăштарса хулăн тĕплĕ кастрюле хумалла. Савăта вăйсăр çулăм çине лартса тăпăрча вĕрилениччен пăтратса тăмалла. Хыççăн кастрюле газ çинчен илсе сивĕниччен пăт-ратмалла. Унтан пулнă хатĕре сахăр песокĕ, лимон хуппи тата иçĕм ярса лайăх хутăштармалла. Салфеткăпа чĕркесе формăна хумалла. Ăна пĕр талăк йывăр япалапа пусарса тăратмалла. Кайран çимĕçе турилккене хурса хăвăра килĕшнĕ пек илемлетмелле.

 

Шăккалатпа, мăйăрпа

1 килограм тăпăрчă, 150 грамм мĕнле те пулин мăйăр, 150 грамм йÿçĕ шăккалат, 200 грамм хăйма, 250 грамм сахăр çăнăхĕ, 70 грамм ирĕлтернĕ услам çу, 1 лимон хуппи (цедра) кирлĕ.

Шăккалата теркăламалла та сахăр çăнăхĕпе хутăштармалла. Мăйăра вĕтетмелле.

Тăпăрча ала витĕр кăларса малтан услам çупа, кайран хăймапа, шăккалатпа, лимон хуппипе тата мăйăрпа лайăх пăтратмалла.

Кулич формине ятарлă хутаç сармалла та пулнă çимĕçе хумалла. Хутаçăн усăнса тăракан хĕррисемпе тăпăрча витмелле те çиелтен йывăр япалапа пусармалла. Унтан 6-8 сехетлĕхе сивĕтмĕше лартмалла. Вăхăт иртсен формăна турилккене ÿпĕнтермелле те хутаçа çимĕçрен уйăрса çиелтен мăйăр тата шăккалат сапмалла.

Тутлă кулич

1-мĕш меслет:

Çак техĕмлĕ Мăн кун кулачне хатĕрлеме 1 стакан ăшă сĕт, 1 кашăк типĕ е 50 грамм ахаль çĕпре, 4 çăмарта, 1 стакан сахăр песокĕ, 100 грамм ирĕлтернĕ услам çу, 2 кашăк тип çу, 4 стакан çăнăх, кăштах ванилин, иçĕм илĕр.

Сĕте 1 кашăк сахăрпа, унтан çĕпрепе пăтрататпăр та 15 минутлăха хăваратпăр. Çăмартана сахăр песокĕ ярса лăкатпăр, ирĕлтернĕ услам çу, тип çу, ванилин, çĕпре хушатпăр. Иçĕм те яма юрать. Пулнă хатĕре ала витĕр кăларнă çăнăха майĕпен хушса пăтрататпăр. Кулич пĕçермелли формăна çу сĕрсе ятарлă хут хуратпăр. Чустана пĕчĕккĕн уйăрса формăсене вырнаçтаратпăр. Вăл хăпарсан икĕ-виçĕ хут пысăкланнине шута илмелле. Çавăнпа та ытла нумай уйăрмалла мар. Савăтсене ал шăллипе витсе 3-4 сехет тытатпăр. Унтан 180 градус таран хĕртнĕ духовкăна лартатпăр. Хатĕр кулича глазурь е помадка сĕретпĕр те çиелтен кондитер "шăрçи" сапса илемлететпĕр.

2-мĕш меслет:

Çур апат кашăкĕ типĕ çĕпре, çур кило çăнăх, 150 грамм сахăр песокĕ, 150 грамм тип çу, 3 çăмарта, 250 грамм сĕт, 1 чей кашăкĕ тăвар, 150 грамм иçĕм, 100 грамм мĕнле те пулин мăйăр, пĕр чĕптĕм ванилин, сахăр çăнăхĕ кирлĕ.

Çĕпрене, çăнăхăн çур пайне илсе ăшă сĕтпе хутăштармалла та чуста çăрмалла. Ăна хăпариччен пĕр сехет тытмалла. Хыççăн сахăр песокне, çупа пăтратнă çăмарта, ванилин, юлнă çăнăха хушса çăрмалла та хăпариччен кĕтмелле. Вăл унчченхинчен икĕ хут нумайрах пулать. Кайран вĕтетнĕ мăйăрпа иçĕм ярса тата 15-20 минут тытмалла. Унтан çу сĕрнĕ кулич формин пĕрре иккĕмĕш пайне чустапа тултармалла. Чуста хăпарса çитсен хĕртнĕ духовкăна лартмалла.

Тăпăрчă пÿремечĕ

Чуста валли 400 грамм çăнăх, 1 çăмарта, 1 стакан сĕт, çур чей кашăкĕ тăвар, 1 апат кашăкĕ услам çу, 2 кашăк сахăр песокĕ, çур кашăк типĕ çĕпре кирлĕ.

Çиеле хума 300 грамм тăпăрчă, пĕр апат кашăкĕ услам çу, икĕ-виçĕ кашăк сахăр песокĕ, 2 çăмарта сарри, 2 кашăк хăйма илмелле.

Çĕпрене пĕр кашăк сахăр песокĕпе пăтрататпăр та ăшă сĕт ярса кăпăкланиччен кĕтетпĕр. Çăмартана, сахăр песокне, тăвара, ирĕлтернĕ услам çăва, çăнăха унтан хатĕр çĕпрене хушса чуста çăратпăр. Вăл алăран çăмăллăнах хăйпăнма пуçласан ăна ăшă çĕре лартатпăр. Пĕр сехет-сехет çурăран хăпарнă чустана пуса-пуса антаратпăр та тепĕр хут хăпариччен кĕтетпăр. Унтан ăна çăрса чăх çăмарти пысăкăш çаврашкасем тăватпăр та тимĕр ывăса хуратпăр. Çаврашкасем кăшт хăпарсан вĕсене стакан е кружка тĕпĕпе варринчен лапчăтатпăр.

Тăпăрча çăмарта саррипе, сахăр песокĕпе, çемçетнĕ услам çупа е хăймапа лайăх пăтрататпăр та чуста çине хурса тухатпăр. Вунă минут иртсен пĕр кашăк сĕтпе лăканă çăмартана пÿремечсене сĕретпĕр. 180 градус таран хĕртнĕ духовкăра çур сехете яхăн тытатпăр.

Çăмарта сăрлатпăр

Уяв умĕн çăмарта сăрласа илемлетесси те ĕлĕкрен пыракан йăла. Малтан ăна сухан хуппи ярса вĕретнĕ шывпа хĕретнĕ пулсан халĕ лавккара тем тĕрлĕ ятарлă сăрă та, ÿкерчĕк те пур. Хуть те мĕнле илемлетме пултаратăр. Эпир те тĕрлĕ меслетпе усă курса çăмартасене эрешлер-ха.

1. Пĕçернĕ çăмарта çине скотчран е изолентăран касса кăларнă тĕрлĕ фигурăна (чечек, виç кĕтеслĕх, чĕр чун тата ытти те) çыпăçтарăр. Унтан хатĕрлесе хунă сăрă савăтне чăмтарăр. Хăвăра кирлĕ чухлĕ тытăр та савăтран кăларса типĕтĕр. Кайран скотча хăйпăтса илĕр. Хĕрлĕ е симĕс çăмарта çинчи шурă тĕслĕ лĕпĕш е чечек питех те илемлĕн курăнĕ.

2. Çавăн пекех çăмартана фломастерпа, акварель сăрăпа е маркерпа тунă ÿкерчĕксемпе хитрелетме пулать. Хăвăра мĕн килĕшет çавна сăнлама пултаратăр.

3. Сухан хуппине тата шурă хута хачăпа вĕтететпĕр, унпа йĕпе çăмартана йăвалатпăр. Кашни çăмартана марльăпа е капрон чăлхапа çирĕп чĕркесе çыхатпăр. Сухан хуппи тата тăвар янă шывра 20-30 минут пĕçеретпĕр. Унта темиçе тумлам зеленка та хушма юрать. Вăхăт иртсен савăта хуплатпăр та сивĕниччен кĕтетпĕр, кайран çăмартасене кăларса марльăран уйăратпăр. Тăрă шывра чÿхесе типĕтетпĕр те йăлтăртатмашкăн çупа сĕретпĕр. Ку меслетпе илемлетнĕ çăмарта мрамор евĕр курăнĕ.

4. Сăрланă çăмартана хăюпа çыхма та юрать, вĕçне пĕчĕк бантик тăвăр. Кайран вĕтĕ шăрçапа е йăлтăрккасемпе эрешлесе çыпăçтарăр. Квиллинг мелĕпе илемлетсен те хитре курăнĕ уяв çимĕçĕ.

5. Лавккари сăрă вырăнне сухан хуппипе, хĕрлĕ кăшман сĕткенĕпе е кофепе усă курма пулать:

– сухан хуппине кастрюле хурса тин çеç вĕренĕ шыв ямалла та икĕ-виçĕ сехетрен унта çăмартасене хумалла. Савăта çулăм çине лартса вĕреме кĕртмелле, унтан çулăма чакарса 10 минут пĕçермелле. Хыççăн çимĕçе кашăкпа кăларса ал шăлли çине хумалла

– хĕрлĕ кăшмана теркăласа сĕткенне сăрăхтармалла. Унта пĕçернĕ çăмартана ярса хăвăра кирлĕ чухлĕ тăратмалла

– 4-5 кашăк кофене шывпа хутăштармалла та газ çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен çулăма чакармалла та тата 10 минут лартмалла. Унтан ăна сăрăхтарса сивĕтмелле. Хыççăн лайăх çуса тасатнă çăмартасене кофене ямалла. Вăйсăр çулăм çине лартса 7-10 минут пĕçермелле.

Сĕнÿ

Çăмартана тăвар е уксус хушнă шывра пĕçерĕр, ун чухне вĕсем çурăлмĕç, хуппи те çăмăллăнах тасалĕ.

Пĕçериччен сехет е сехет çурă маларах сивĕт- мĕшрен кăларса хурăр. Тÿрех шыва ярсан çăмартасем çурăлма пултараççĕ.

Сăрă тикĕс те яка лартăр тесен малтан çăмартана спиртпа е апат содине ирĕлтернĕ шывпа сăтăрмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.