Archive - 18 Кăрлач, 2018 - Çамрăксен хаçачĕ
Самделова туй кĕпи тăхăннă, Думилин ашшĕ пулса тăнă
Урая вараласран çветкесене кĕртмеççĕ
Раштавран Кăшарниччен çветке чупнă, кучченеçсем хатĕрленĕ, капăрланнă, шÿтленĕ. Килĕрен киле çÿрекенсем ырлăх-сывлăх, тулăх пурнăç сунса такмакланă. Хĕрсем улаха пухăнса юмăç пăхнă.
Крым кĕперне çĕклеççĕ, сĕтел-пукан ăсталаççĕ… журналистсем
Йăмрасем çине тинкерсе куççуль тăкать
Данила Плужников — Çĕмĕрлере
Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче «Пулăшма вăхăт» ыр кăмăллăх марафонĕпе килĕшÿллĕн концерт иртнĕ. Куракансене «Голос. Дети 3» телепроект çĕнтерÿçи Данила Плужников юрласа савăнтарнă.
Зала сусăр ачасем чылаййăн пуçтарăннă. Вĕсем Данила юрласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кайран çамрăк юрăç хăйĕн пултарулăхне кăмăллакансемпе калаçнă, сăн ÿкерĕннĕ, автограф панă.