Archive - 21 Авăн, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

21 Авăн, 2017

«Вăрттăн вырăнта» ярса тытнă

18-ти тата 19 çулти каччăсем Шупашкарти пĕр «вăрттăн вырăнтан» тепĕр арçын хурса хăварнă 55 грамм гашиша илнĕ те тепĕр кунхине йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине лекнĕ. Ку кăçалхи çу уйăхĕнче пулнă.

21 Авăн, 2017

Тинĕс тĕслĕ стена килĕшмен, е Ишлей шкулĕнчи шăв-шав çинчен

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова авăнăн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Ишлей библиотекинче ял халăхĕпе тĕл пулнă хыççăн çав кунах Ишлейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитнĕ.

21 Авăн, 2017

Трак ен каччине яваплă должноç шаннă

Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн пайне çĕнĕ çын ертсе пырĕ. Çак яваплă тивĕçе малашне Станислав Трофимов пурнăçлĕ.

21 Авăн, 2017

Китайра чăваш ташши ташланă

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Татьяна Кучерова каникул вăхăтĕнче корея чĕлхине хăй тĕллĕн вĕренме шухăшланă. Ăна лайăхрах ăса хывас тесен çак халăх пурăнакан çĕршыва çитмеллине ăнланнă вăл.