Тинĕс тĕслĕ стена килĕшмен, е Ишлей шкулĕнчи шăв-шав çинчен

21 Авăн, 2017

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова авăнăн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Ишлей библиотекинче ял халăхĕпе тĕл пулнă хыççăн çав кунах Ишлейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитнĕ. Ахальтен мар, 7-мĕш «и» класра вĕренекен пĕр ачан ашшĕ депутатпа курнăçсан ашшĕ-амăшне пăшăрхантаракан ыйтăва çĕкленĕ: авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкул ертÿçисем вĕсене класс пÿлĕмне хăйсем тĕллĕн юсама ыйтнă-мĕн. Арçын шкул вĕренÿ çулĕ тĕлне хатĕр марри çинчен, çавна май ачасен тĕрлĕ пÿлĕмре хĕсĕнсе вĕренме тивни пирки каласа кăтартнă.

Депутат халăхпа курнăçсан

«Ашшĕ-амăшĕн пăшăрханăвне лайăх ăнланатăп. 7-мĕш «и» класс пÿлĕмĕпе паллашрăм: унта юсав ĕçĕсем ирттермеллех, чÿречесене сăрламалла, çĕмрĕк кантăксене улăштармалла, партăсемпе лам-пăсене çĕнетмелле. Ăнланмастăп: комисси шкула çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне мĕнле йышăннă-ши? Ертÿлĕх пÿлĕмсем çитменнине епле майпа авăнăн 1-мĕшĕнче çеç ăнкарнă-ха? Директор мĕн ĕçлет-ши?

Мĕн пур çитменлĕхпе йăнăша ачасен ашшĕ-амăшне явăçтармасăрах тÿрлетмелле. Ыйтăва çитес вăхăтрах татса парасса шанатăп, çакна эпĕ сăнасах тăрăп», — çапла çырнă Алена Аршинова «Контактра» социаллă сетьри хăйĕн страницинче.

Унтанпа пĕр эрне ытла иртнине шута илсе авăнăн 18-мĕшĕнче Ишлейри шкула ятарласа çитсе курма тĕв турăмăр, директорпа Юрий Шляхинпа тĕл пулса калаçрăмăр.

«Авăнăн 1-мĕшĕнче, уяв хыççăн, манпа 7-мĕш «и» класра вĕренекен ачасен амăшĕсем тĕл пулчĕç. Вĕсем класри тинĕс тĕслĕ стена тата ун çинчи хумлă-хумлă йĕрсем пачах килĕшменни, çакă пÿлĕме тĕттĕмлетни, ăна урăх тĕспе, çутăраххипе, сăрласси пирки пĕлтерчĕç. «Халь мар, пĕрремĕш чĕрĕк хыççăн, кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче, ĕçе пуçăнăр», — терĕм. Манпа килĕшмерĕç, çине тăрсах юсав ирттересшĕн пулчĕç. Эпĕ хирĕç каймарăм. Завхоз мĕн кирлине йăлтах уйăрса пачĕ. Эрнекунпа шăматкун пÿлĕме персик тĕслĕ сăрăпа сăрларĕç. Халĕ класс питĕ илемлĕ, анчах темшĕн кун пирки маларах, çуллахи каникул вăхăтĕнче, никам та шухăшламан», — каласа кăтартрĕ Юрий Варсонофи-евич. Сăмах май, Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕ шкула кашни çулах сăрăпа тÿлевсĕрех тивĕçтерет.

«Алена Аршинова депутата питĕ лайăх ăнланатăп, вăл пур çĕрте те йĕрке, тирпейлĕх пултăр тесе тăрăшать. Пирĕн пата килнĕшĕн савăнтăмăр. Асăрхаттарусене яланах йĕркеллĕ йышăннă эпир. Ача-сене вĕренме лайăх условисем туса памалла. Шкул — лăпкăлăхпа савăнăç утравĕ. Çыннăн пурнăçĕнчи чи илемлĕ вăхăтсем çакăнта иртеççĕ. Шел те, чылайăшĕ çакна вĕрентÿ учрежденийĕпе сыв пуллашсан çеç ăнланать», — калаçăва тăсрĕ шкул директорĕ.

Хăтлă та çутă пÿлĕмре вĕренеççĕ

7-мĕш «и» класра 21 ача вĕренет. Ытти класпа танлаштарсан, йышлах мар, çавăнпа вĕсене çак пысăках мар пÿлĕме уйăрса панă та. Вĕрентекенсем каланă тăрăх, чи ăшă пÿлĕмсенчен пĕри вăл. Тăхтав вăхăтĕнче класс ертÿçипе Татьяна Олаевăпа калаçма 2-мĕш хута хăпартăм. Шел те, вăл пÿлĕмре çукчĕ, урока чĕнсе шăнкăрав янăрасан çеç çитрĕ. «Манăн халĕ урок, сирĕнпе калаçма, класа кайса кăтартма вăхăт çук. Юлашки кунсенче тĕрĕслевпе ывăнтарса, йăлăхтарса çитерчĕç, террористсем пекех çÿреççĕ», — Татьяна Леонидовна кăмăлсăрланни тÿрех палăрчĕ, хăйне чăрмантармалла маррине систерсе алăка хыттăн хупрĕ. Унпа сăмах хушмасăрах пăрăнса утма тиврĕ. Мĕнех, тем мар, çав класа шкулти социаллă педагогпа кĕрсе куртăм.

Çав вăхăтра унта 5-мĕш «б»-сен акăлчан чĕлхи урокĕ пыратчĕ. Любовь Сергеевна вĕрентекен класа хаваспах кăтартрĕ. Йăрă ачасем хăна ăçтан килнине пĕлсен «Çамрăксен хаçатне» ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ юратса вуланине вăрттăн систерме ĕлкĕрчĕç. Чăн та, класра юсав ĕçĕсене ну-маях пулмасть ирттерни сисĕнет. Сăрă шăрши сăмсана кăтăклать. Пÿлĕмре çап-çутă та таса. Паллах, кун пек условире вĕренме те кăмăллă. Стенана сăрланă, чÿречесене улăштарнă, шап-шурă чÿрече карри çакнă. Партăсем те йĕркеллехчĕ. Урайне линолеум сарнă.

Шкул çĕнех мар пулин те /ăна 1978 çулта хăпартнă/ пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Кивĕ, çапах таса. Çитес çул вĕрентÿ учрежденине тĕпрен юсама 18 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. «Ку укçапа малтан никĕсе, стенасене çирĕплетесшĕн, пластик чÿречесем лартасшăн, çĕнĕ сĕтел-пукан туянасшăн. Халĕ çине тăрсах проектпа смета документацийĕсене хатĕрлетпĕр», — каласа кăтартрĕ Юрий Варсонофиевич.

Телее, шкул картишĕнчен тухсан 7-мĕш «и» класс ачисен ашшĕ-амăшĕпе курса калаçма май килчĕ. Хăйсен ятне-хушаматне асăнма килĕшмерĕç вĕсем. «Кĕтесре пулнипе çыхăннă-ши — пирĕн класра чăннипех те тĕттĕмрехчĕ. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕ ăна çутăрах тĕспе сăрлама калаçса татăлчĕ. Камăн пушă вăхăт пур — çавсем юсав ĕçĕсене хутшăнчĕç. Эпир сăрă туянса кĕсьери укçа-тенке тăкакламан, шкул хăех тивĕçтерчĕ», — терĕ икĕ амăшĕ. Тĕплĕнрех...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.