Петĕр Хусанкай 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсен Хусанти чăваш педтехникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта унăн «Ирĕк тимĕрçĕ» сăвви пичетленсе тухнă. 1925 çулта Хусанкай Шупашкара пурăнма куçнă. Вăл «Сунтал» журнал редакцийĕнче те ĕçленĕ.