Комментари хушас

2 Пуш, 2017

Чăваш ачисене хĕвел пайăркипе танлаштарнă

Петĕр Хусанкай 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсен Хусанти чăваш педтехникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта унăн «Ирĕк тимĕрçĕ» сăвви пичетленсе тухнă. 1925 çулта Хусанкай Шупашкара пурăнма куçнă. Вăл «Сунтал» журнал редакцийĕнче те ĕçленĕ. Поэт Туркменире, Узбекистанра, Азербайджанра пулнă, Грузие те çитнĕ. 1927 çулта Петĕр Хусанкай Тухăç халăхĕсен педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1928 çулта Шупашкарта çамрăк поэтăн «Уяртсан» ятлă пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă. 1937 çулта Петĕр Хусанкая «халăх тăшманĕ» тесе арестленĕ. 18 уйăх асаплантарнă хыççăн, ăна айăпсăрскере, суд тÿрре кăларнă, ырă ятне тавăрнă. 1942-1944 çулсенче поэт Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. 1944 çулта сăвăç Польшăна ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçура аманнă. Госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн вăл 1945 çулта киле таврăннă. Петр Петровича 1950 çулта «Чăваш АССРĕн халăх поэчĕ» ята панă. Тĕрлĕ çулта вăл РСФСР тата Чăваш АССРĕн халăх депутачĕ пулнă, пĕр хушă Чăваш çыравçисен пĕрлĕхне ертсе пынă. Петĕр Хусанкай — Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. Поэт 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă йĕркисен авторĕ, тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа кăçал 110 çул çитрĕ. Унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. «Тăван çĕршыв», «Таня», «Магнит ту» поэмăсем, «Аптраман тавраш» сăвăлла роман, «Тилли юррисем», «Хура пĕркенчĕк», «Инçе вĕçев» сăвă ярăмĕсем — халăх кăмăлласа йышăннă хайлавсем. Çĕр-çĕр чăвашăн юратăвĕпе хисепне тивĕçнĕ поэтăмăр тус-юлташĕн, пĕлĕшĕсен асĕнче мĕнле юлнă? Петĕр Хусанкайпа пĕрре мар тĕл пулса калаçнă ентешĕмĕрсем асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.