Archive - 9 Нарăс, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ
Выльăха чунран хĕрхенеççĕ
Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан пĕртăван 76-ри Клавдия Матросовăпа 82-ри Ольга Ендеровăран чылайăшĕ тĕлĕнет-тĕр. Мĕншĕн тетĕр-и? Тивĕçлĕ канури икĕ хĕрарăм картиш тулли выльăх усрать. Килсе курман пулсан çын сăмахне хам та ĕненес çукчĕ. Кинемейсем икĕ ĕне, пăру, 20-е яхăн сурăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытаççĕ. Эпир пынă вăхăтра картишре никам та курăнмарĕ. Кил хуçисене шыраса алăк хыççăн алăк уçрăмăр. Пÿртри пĕр пÿлĕмре чăхсем кăтиклетрĕç, тепринче диван çумĕнче пăру выртатчĕ. Сасă паракан çуккипе картише тухрăмăр. Кинемейсем витере пулнă иккен. Пире курсан иккĕшĕ те тухрĕç: пĕрин аллинче — мăлатук, теприн — пăчкă. Тивĕçлĕ канурискерсем вите алăкне юсама тухнă-мĕн. Пĕчĕкех мар хуçалăха тытса тăма арçыннăн çирĕп алли кирлĕ. Ватăсем иккĕн çеç пурăнаççĕ, кил-тĕрĕшри мĕн пур ĕçе хăйсенех пурнăçлама тивет. Малалла вулас...