Archive - 2 Ноября, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

Date
  • All
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
  • 27
  • 28
  • 29
  • 30
Type

Крым Республикинчи Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче çак кунсенче шкул ачисен хушшинче Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи фестивалĕ иртет. Ăна РФ Спорт тата РФ Вĕрентÿпе наука министерствисем йĕркелеççĕ. Фестивале Раççей регионĕсенчи 85 команда хутшăнать. ГТО фестивалĕн программин зачечĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 85 регион йышĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ялĕнче пурăнакан Нина Петровăн шăпи çăмăлах килмен пулсан та ÿпкелешмест вăл. Çур ĕмĕр хыçа хăварнăскер виçĕ ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать.

Пĕр кунхине упăшки киле таврăнман…

Ялта ăна Саид тесе чĕнеççĕ. Çук, «Клон» сериала курнă хыççăн мар, çак хушма ят ун çумне салтака кайса килсен çыпăçнă. Мароккăра мар, Кавказ тăрăхĕнчи Карабахра çарта тăнă вăл. «Сериалти Жади упăшки мар-çке эпĕ.

Людмила Алексеева пахчара кăштăртататчĕ. Алексеевсем Муркаш районĕнчи Автанкассинче çырма хĕрринчи пÿртре çут çанталăк илемĕпе киленсе пурăнаççĕ. Мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен Людмила Варфоломеевнăн сăнĕ çуталчĕ. Пире тахçанах кĕтнĕ пек туйăнчĕ — унăн куçĕ шанчăк çуралнăн çиçме тытăнчĕ. 38 çула çитнĕ хĕрарăм пĕртăванĕсемпе нихăçан та тĕл пулман. «Виличчен вĕсене куç хÿрипе те пулин курасчĕ», — терĕ Людмила Алексеева.

Водителе ĕлĕкренех хисепленĕ, ялта питĕ кирлĕ çын шутланнă. Мĕн те пулин турттармалла-и, леçмелле-и — тÿрех кам патне чупатăн? Çапла, шофер патне. Халĕ, килĕрен тенĕ пекех машина-трактор пулнă май ялти пурнăç çăмăлланчĕ.

Ольга Портнова тантăшĕсенчен çÿллĕрех пулнишĕн çав тери пăшăрханнă, вăтаннă. Куçăм тапхăрĕнче — пушшех те. Хĕр пĕрчин юлташĕсенчен уйрăлса тăрас килмен.