Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе килĕшӳллĕн çамрăк çемьесен регионти пĕрремĕш онлайн форумĕ иртнĕ. Ăна Вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви тата Çамрăксен пуçарулăх центрĕ йĕркеленĕ.
Владимирпа Татьяна Петровсем Шупашкар районĕнчи Сархурăнта пурăнаççĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн тăван ялтах юлас тенĕ çамрăк мăшăр. 6 çул каялла хăйсен вăйĕпе çĕнĕ çурт хăпартнă. Виçĕ çултан пурăнма кĕнĕ унта. Çирĕп çемьерен пуянни мĕн пултăр! Владимирпа Татьяна ытти чылай ашшĕ-амăшĕ пекех ывăлĕпе икĕ хĕрне тĕрĕс- тĕкел, çĕршыва юрăхлă çитĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ, тĕп- ренчĕкĕсемшĕн — ырă тĕслĕх.
«Ют çĕршыв çыннине качча тухса урăх патшалăхра пурăнма-и? Ку — ман пирки мар», — çапла пĕрре мар каланă Марианна Вашурова юлташĕсене. Унăн чунне çывăх Шупашкар хулинчен ниçта та каяс килмен. Анчах хĕрĕн пурнăçĕ пач урăхла çаврăнса тухнă.