Çĕнĕ çул каçĕнчи ĕмĕчĕ пурнăçланнă

7 Раштав, 2017

Владимирпа Татьяна Петровсем Шупашкар районĕнчи Сархурăнта пурăнаççĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн тăван ялтах юлас тенĕ çамрăк мăшăр. 6 çул каялла хăйсен вăйĕпе çĕнĕ çурт хăпартнă. Виçĕ çултан пурăнма кĕнĕ унта. Çирĕп çемьерен пуянни мĕн пултăр! Владимирпа Татьяна ытти чылай ашшĕ-амăшĕ пекех ывăлĕпе икĕ хĕрне тĕрĕс- тĕкел, çĕршыва юрăхлă çитĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ, тĕп- ренчĕкĕсемшĕн — ырă тĕслĕх.

«Лайăх хĕр тупса пар»

Хăнана хаçатран килессине пĕлсен Аньăпа Настя амăшне пицца пĕçерме ÿкĕтленĕ, хăйсем те пулăшнă: пĕри кăлпасси-сыр туранă, тепри ăна чуста çине хунă. «Хистемесĕр ĕç патне туртăнаççĕ. Урай е япала çăватăп-и, çи-пуç якататăп-и — хĕр пĕрчисем яланах пулăшма хатĕр. Çитĕнсен мана пĕр ĕç те тутарас çук пуль…» — йăл кулчĕ Татьяна Валерьевна.

Татьянăпа Владимир — кÿршĕ ялсем. Иккĕшĕ те пĕр шкултах вĕреннĕ, анчах та ун чухне пĕр-пĕрне пачах палламан. Владимир шкулпа сыв пуллашнă, Татьяна вара тин çеç пиллĕкмĕш класа кайнă. Паллашу питĕ кăсăклă пулса иртнĕ вĕсен. «Кăрлачăн 1-мĕшĕ — пирĕн шăпа», — терĕç иккĕшĕ те ха-рăс. 12 çул каялла пулнă ку. Хулара ĕçлекен Владимир хĕрсем çине тарăхнă та пĕчченех Çĕнĕ Çул кĕтсе илес тенĕ. Ăнăçсăр юрату пулнă темелле-ши? Хайхискер телевизор умне вырнаçнă та Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламлама тухсан: «Лайăх хĕр тупса пар мана кăçал, тек нимĕн те кирлĕ мар», — тенĕ Владимир Владимировичăн куçĕнчен тинкерсе. Ун хыççăн выртса çывăрнă, тепĕр кунне Сархурăна кайма тухнă. Татьяна çав каç аппăшĕ патĕнче Çĕнĕ Çула уявланă. Тепĕр кунне, кăрлачăн 1-мĕшĕнче, пурте пĕрле интереслĕ фильм курнă, анчах та çав вăхăтра унăн тăрук питĕ яла каяс килнĕ. «Темле вăй туртрĕ-ши, кино курса пĕтермесĕрех, никама итлемесĕр тухса вĕçтертĕм. Çулпа утаттăм, ман хыççăн пĕр каччă пырать. Часах хăваласа çитрĕ, паллаканскерех иккен. Володьăпа тăвана салтака ăсатнă чухне паллашнăччĕ, анчах та калаçса курман. Унăн манран уйрăлса тÿррĕн те кайма май пурччĕ, вăл вара пĕрлех утрĕ. Çулсем юплениччен шăкăл-шăкăл калаçкаласа пытăмăр. Кайран аппан упăшки урлă салам каласа янăччĕ ăна. Çавăн хыççăн пĕр-пĕринпе икĕ уйăх юратуллă СМС-çыру çÿретрĕмĕр, анчах та вăл та, эпĕ те пĕртте шăнкăравламан. Тĕлĕнмелле вĕт! Вăл çырусене тÿрех хуратман. Пĕрремĕш хут пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче тĕл пултăмăр, çур çултан пĕрлешрĕмĕр. «Мĕншĕн çапла хăвăрт?» — тĕлĕнчĕç тăвансем. Хăвăртрах пĕрле пурăнас килетчĕ, эпĕ ăна часах хăнăхрăм, пĕр иккĕленмесĕр, ним шикленмесĕр унпа пурнăç çулĕпе юнашар утма хатĕрччĕ. Манăн та каччă çукчĕ, Володьăн та савнă хĕрĕ пулман, эпир никам юратăвне те вăрламан», — терĕ телейпе çиçекен Татьяна. «Пире те Турă, те Путин пĕрлештерчĕ ĕнтĕ», — шÿтлесе хушса хучĕ Владимир. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.