Archive - Юпа 2017 - Хресчен сасси

юпа 18th

18 Юпа, 2017

Чăваш хăмлин чапĕ çĕкленĕ-ши?

Вăрмар районĕнчи «АгроРесурсы» пĕрлешÿ хăмла туса илет кăна мар, ăна тирпейлет, пĕрчĕлесе сутать. Предприяти «симĕс ылтăн» пулăшнипе аталанать, тупăш илет. Анчах мĕншĕн çак культура чылай хуçалăхшăн хушма çĕклем пулса тăчĕ? Çивĕч ыйтăва «АгроРесурсы» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕпе Юлия Кисенкăпа хускатрăмăр.

юпа 11th

11 Юпа, 2017

Ют ялта пурăнма вăтантăм

Сăрă кирпĕчрен хăпартнă çурта çÿллĕ хÿмепе тытса çавăрнă. Картишĕнче ирĕклĕ — хуралтăсем çук-ха. «Ĕçĕ пайтах: çурта тул енчен илемлетмелле, вите-сарай çĕклемелле, — ăнлантарчĕ Тăвай районĕнчи Кармалти Наталья Кириллова. — Майĕпен вĕсене те тăвăпăр-ха».

11 Юпа, 2017

Хуçасăр çĕр – хăр тăлăх

Республикăра пушă выртакан пулăхлă çĕр самай. Р а ç ç е й ял хуçалăх надзорĕн регионри управленийĕн инспекторĕсем кашни р а й о н т а тенĕнех çум курăк пусса илнĕ лаптăксем тупса палăртаççĕ. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ял тăрăхĕн территорийĕнче 231,4 гектар çинче хыт хура ашкăрса ларать. Хирте йывăç-тĕм те тымар янă ĕнтĕ. Инспекторсем кун пек пысăк лаптăк юхăнса выртнине текех асăрхаман. Çапах тĕрĕслев вĕçленмен-ха.

юпа 4th

4 Юпа, 2017

Штраф тÿлени пулăшрĕ

Çеменпе Укахви Карповсен тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕррехинче уяв сĕтелĕ хушшинче ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлас умĕн кил-çуртне кама халалласа хăварас пирки сăмах хускатрĕ.

— Эпĕ малтан кашнин патне хăнана çитсе килем-ха. Хăшĕ лайăхрах сăйлать — çурта ăна халаллатăп, — терĕ кил хуçи.

— Халала черккепе çыхăнтарни килĕшÿллех мар, — хирĕçлерĕ арăмĕ, упăшкинчен вунă çул кĕçĕнрехскер.

4 Юпа, 2017

«Пурнăç суха пуç тытма хăнăхтарчĕ»

«Эпир, вăрçă ачисем, çултан-çул сахалланса пыратпăр. Ара, пирĕн пурнăç йывăр саманара иртрĕ-çке. Хам та çак çула çитессе шухăшламан», — калаçăва пуçларĕ Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче кун кунлакан Мария Викторова.

4 Юпа, 2017

Йăнăш палăртнă чикĕ

Эткерлĕхпе ялта çурт-йĕр куçрĕ. Çĕр лаптăкĕсен чиккине палăртнă чухне кÿршĕ пахчи пирĕн çине те кĕни палăрчĕ. Вĕсем вара ăна маларах виçтернĕ. Пирĕн мĕн тумалла? Чăн та, кÿршĕ ыйтăва вырăнтах татса пама хирĕç мар.

Евгений СМИРНОВ.

Куславкка районĕ.

4 Юпа, 2017

Черет пур-ха

ЧР Юстици министерствинче Патăрьел, Муркаш, Етĕрне районĕсен представителĕсемпе черетлĕ лару иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту — нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕпе вăхăтра тивĕçтересси.

Ыйтăва татса пама районсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн категорине улăштарса çемьесем валли лаптăксем хатĕрлеççĕ. Уйрăм çурт-йĕр çавăрма 288 участок йĕркелемелле, çав шутра Патăрьел районĕнче — 76, Муркаш енче — 150, Етĕрне тăрăхĕнче — 62. Ларура çак ĕçе хăвăртлатма ыйтнă.

Pages