Хуçасăр çĕр – хăр тăлăх

Республикăра пушă выртакан пулăхлă çĕр самай. Р а ç ç е й ял хуçалăх надзорĕн регионри управленийĕн инспекторĕсем кашни р а й о н т а тенĕнех çум курăк пусса илнĕ лаптăксем тупса палăртаççĕ. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ял тăрăхĕн территорийĕнче 231,4 гектар çинче хыт хура ашкăрса ларать. Хирте йывăç-тĕм те тымар янă ĕнтĕ. Инспекторсем кун пек пысăк лаптăк юхăнса выртнине текех асăрхаман. Çапах тĕрĕслев вĕçленмен-ха.

Темиçе çул сухаласа акман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме çăмăл пулмĕ. Тăкакĕ те пысăк. Тĕлĕнмелле, ĕлĕк хресчен çĕршĕн çапăçнă, вăрçăннă. Кашни тăваткал метрĕпе туллин усă курнă. Вăл вăхăтра çĕр ĕçне ытларах алă вĕççĕн пурнăçлама тивни те хăратман. Халĕ çĕр çителĕклĕ, анчах ял çынни уншăн хыпса çунмасть. Хăшĕ-пĕри хăйĕн анинче те ĕçлесшĕн мар. Çĕртен писнипе, вăй-хал çитерейменнипе çыхăннă-ши ку, калама йывăр. Чăн та, ялта пĕччен пурăнакан ватăсене ĕçлеме çăмăл мар. Анчах вăй питтисем те лаптăкпа йĕркеллĕ усă курманни, ăна çум курăк айне туни шухăшлаттарать. Патшалăх надзорĕн инспекторĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче саккуна пăснă 83 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Кунта сăмах 1014,2 гектар пирки пырать.

Юлашки çулсенче çĕрпе тĕллевлĕ усă курманшăн хывакан штраф виçи палăрмаллах ÿсрĕ. Çавна май тĕрĕслев вăхăтĕнче е ун хыççăн хăшĕ-пĕри çĕр лаптăкне сутма пикенет, патшалăха тавăрма хăтланать. Кунашкал тĕслĕх сахал мар. Кăçалхи 8 уйăхра кăна 107,26 гектара тавăрнă. Палăртмалла: хуçалăхсем мар, ял çыннисем нумай чухне çĕре патшалăха парас кăмăллă. Ун пеккисем кăçал Çĕрпÿ, Канаш, Улатăр, Красноармейски, Куславкка, Тăвай районĕсенче ытларах пулнă.

 

Надежда Васильева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.