Ют ялта пурăнма вăтантăм

11 Юпа, 2017

Сăрă кирпĕчрен хăпартнă çурта çÿллĕ хÿмепе тытса çавăрнă. Картишĕнче ирĕклĕ — хуралтăсем çук-ха. «Ĕçĕ пайтах: çурта тул енчен илемлетмелле, вите-сарай çĕклемелле, — ăнлантарчĕ Тăвай районĕнчи Кармалти Наталья Кириллова. — Майĕпен вĕсене те тăвăпăр-ха».

Пÿртре çутă, илемлĕ, типтерлĕ. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Шыв, ванна, газ… — мĕн кирли йăлтах пур. «Ялта та хуларинчен кая мар пурăнас килет», — терĕ хĕрарăм йăл кулса. Кĕçĕн çулти Никитăпа Катьăн уйрăм пÿлĕм. Çемçе кавир çине вырнаçнăскерсем сенкер экрана куç илмесĕр сăнаççĕ. Кил хуçи Николай Кириллов, Мускавра вахтăпа тăрăшаканскер, ĕçрен таврăннă кăна-мĕн. Анчах канас вырăнне пахчара курăк çулма тытăннă.

Наталья ку ялтанах иккен. Пулас мăшăрĕпе Тăвай районне хĕр тантăшĕн туйне кайсан паллашнă. Çамрăк çемье Кавалтах тымар янă. «Ют яла кайса пурăнма вăтантăм, шиклентĕм пулас. Юрать, упăшка ăнланчĕ, хирĕçлемерĕ», — терĕ вăл. Уйрăм кĕтес пулманран хуняшшĕ-хунямăшĕпе пĕрле пурăнма тивни те хăратман мăшăрне. Икĕ ăру пĕр чĕлхе тупнă. Ĕçчен те лăпкă çамрăка ватăсем кăмăлласах йышăннă.

— Малтанхи тапхăрта Канашра пурăнтăмăр, строительствăра ĕçлерĕмĕр. Иккĕмĕш ачапа йывăр çын пулсан тăван яла, уçă сывлăша куçса килтĕмĕр те кунтах юлтăмăр. Валерий Грачев фермер хуçалăхне дояркăна вырнаçма сĕнсен — килĕшрĕм. Çĕнĕ фермăра ĕç, кану условийĕсем тивĕçтерчĕç, — калаçăва тăсать хĕрарăм.

Ашшĕ-амăшĕн хÿттинче лайăх пулсан та çамрăксене уйрăм çурт-йĕрлĕ пуласси канăç паман. «Çемьепе хамăрăн çуртра пурăнас килетчĕ. Икĕ ачапа атте-анне килĕнче хĕсĕкрех. Ывăлпа хĕр ÿснĕ май вĕсене те уйрăм пÿлĕм кирлĕ», — терĕ вăл.

«2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси» патшалăх программипе пурăнмалли условисене лайăхлатма Кирилловсем Тĕмер ял тăрăхĕнче черете тăнă. Анчах «Çамрăк çемье» хушма программăпа субсиди илес текен нумай-мĕн, 300 ытла çемьене шута илнĕ.

— 2014 çулхи çурла уйăхĕнче «Çамрăк специалист» хушма программăпа усă курма черете тăратрĕç. Çулталăкранах 600 пин тенкĕ ытларах субсиди илме тивĕçрĕмĕр. Çийĕнчех ĕçе тытăн-тăмăр. Унччен ку вырăнта кивĕ çуртпа хуралтăсем кăна пулнă. Ватăсем вилнĕ хыççăн темиçе çул пушă ларнă. Тăванĕсем пире сутрĕç. Ăна çĕршĕн кăна илтĕмĕр темелле. Пурăнма юрăхсăртан çурта йăлтах сÿтрĕмĕр. Лаптăка тасатнă хыççăн никĕс ятăмăр. Пÿртре тăвансемпе, ял-йышпа нимелле хăпартрăмăр. Субсиди, амăшĕн капиталĕ, хамăр пуçтарнă укçа строительство материалĕсем туянма кайрĕ. Килĕшÿ тăрăх субсиди илсен ултă уйăхра çурт туса чÿречепе алăксем лартмалла. Çавăнпа васкавлăрах ĕçлеме тиврĕ. Чăн та, йывăрлăх ытларах упăшка çине тиенчĕ. Хам та вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшрăм, — каласа пачĕ Наталья Витальевна. — Çĕнĕ çулта çĕнĕ çурта пурăнма куçрăмăр.

Наталья Кириллова ĕçре те маттур. Ăна кăçал коллектив Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тăратнă. «Ку маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Ĕçтешсем мана шанни савăнтарать, — терĕ вăл. — Фермăра килĕшет, ĕçе йăлтах механизациленĕ. Çапах сăвăма ирхине 4 сехетрех кайма тивнине хăнăхма йывăр. Фермăра таса, çăвăнма душ, канма хăтлă пÿлĕм, юнашарах столовăй пур. Коллективра çамрăк нумай».

Вите-сарай тусан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме палăртать çемье. Унсăрăн ялта мĕнле-ха? Хальлĕхе икĕ вăкăра ашшĕ-амăшĕн хуçалăхĕнче тытаççĕ, пахча çимĕç те унтах туса илеççĕ. Строительство ĕçĕсем вĕçленсенех хушма хуçалăха аталантарма тытăнасшăн.

— Ялта çамрăк çемьесем нумай-и? — кăсăклантăм эпĕ.

— Пур, анчах пурăнма уйрăм кĕтес, ĕç çуккипе нумайăшĕ хулана е район центрне тухса каять. Кавалта шкул та, ача сачĕ те çук. Вĕсем кÿршĕ ялта 7 çухрăмра вырнаçнă. Çавăнпа хĕрĕм 5 çула çитсе те ача садне йĕркеллĕ çÿреймест. Транспорт çукран садике çÿрейменнисем пайтах, — пăшăрханать хĕрарăм. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.