Чăваш хăмлин чапĕ çĕкленĕ-ши?

18 Юпа, 2017

Вăрмар районĕнчи «АгроРесурсы» пĕрлешÿ хăмла туса илет кăна мар, ăна тирпейлет, пĕрчĕлесе сутать. Предприяти «симĕс ылтăн» пулăшнипе аталанать, тупăш илет. Анчах мĕншĕн çак культура чылай хуçалăхшăн хушма çĕклем пулса тăчĕ? Çивĕч ыйтăва «АгроРесурсы» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕпе Юлия Кисенкăпа хускатрăмăр.

— <...> Республикăра хăмла сорчĕпе ĕçлекен институт пуррине пăхмасăр пĕрлешÿре питомник йĕркелесе хунав, сапан хатĕрлеме пуçлани мĕнпе çыхăннă?

— Пирĕн «подвязный», «истринский», «московский ранний», «флагман», «фаворит» сортсем пур. Унччен вĕсен хунавĕсене институтранах туяннă, анчах юлашки вăхăтра ку енĕпе чăрмавсем сиксе тухрĕç. Çитменнине, лартмалли материалсем палăрмаллах хакланчĕç. Тăкаксене чакарма хамăр çак ĕçе тытăнтăмăр. Пĕр гектар çинче питомник йĕркелерĕмĕр. Кăçал йăлтах хамăрăн хунавпа усă курнă. Ăна валли пĕрлешĕвĕн лаборатори, специалистсем пур. Ĕçлекенсем те çителĕклех. Хĕрÿ тапхăрта йыш 120 çынна çитет. Вĕсене шалу вăхăтра паратпăр. Çавăнпа 30 гектар çинчен хăмлана икĕ эрнерех татса пĕтертĕмĕр. Тĕлĕнмелле, çамрăк хунавсем те гектар пуçне 13-15 центнер тухăç пачĕç. Лаптăка татах ÿстересшĕн. Нумай пулмасть районта тинех 11 гектар çĕр уйăрса пачĕç.

— Иртнĕ çул хăмла татмалли комбайн ют çĕршывран туянма хаклăран ăна республикăрах хатĕрлесе кăларма йышăнчĕç. Пĕрремĕш техника «АгроРесурсы» пĕрлешĕве тивĕçмеллеччĕ. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме май килчĕ-и?

— Комбайна Чехирен туянма 30 млн тенкĕ тăкакламалла. Хуçалăхсемшĕн пысăк укçа. 2016 çулта черетлĕ ларура хăмла ыйтăвне çĕклесен ертÿçĕсене вырăнтах комбайн хатĕрлесе кăларма сĕнтĕм. «Туянаканни эсир пулатăр», — терĕç мана. «Юрать», — хуравларăм эпĕ. Яваплă ĕçе «Текстильмаш» пĕрлешĕве шанса пачĕç. Комбайн хакĕ — 10 млн тенкĕ.

Туянакана тăкакăн 50 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарма пулчĕç. Çавăнпа пулас проектшăн хаваспах укçа хывма килĕшрĕм. Анчах сăмахпа каланине кăçалхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче кăна документпа çирĕплетрĕç. Унсăр эпир те тÿлеме тăхтарăмăр — тăкака саплаштарасси иккĕлентерчĕ. Çавна май предприяти ĕçе тытăнаймарĕ. Илтнĕ тăрăх — комбайн хатĕрлесе кăлармашкăн бюджетран укçа уйăрма пăхнă. Шел, документсем вăхăтра йышăнманни ырă пуçарăва хупларĕ. Çитес çул çак ĕçе вĕçне çитерессе шанас килет. Мĕншĕн тесен хуçалăхсенче техника кивĕ, ăна тахçанах çĕнетме вăхăт. Енчен республикăра хăмла отрасльне çĕклесшĕн пулсан ку ыйтăва татса памаллах. 15 çул каялла Чулхула облаçĕнчи «Буревестник» пĕрлешÿ 20 комбайн хатĕрлесе кăларнăччĕ. Анчах çĕршывра лару-тăру улшăннă май вăл никама та кирлĕ мар пулса тăчĕ. «Текстильмаш» пĕрлешĕвĕн шăпах вĕсен проекчĕпе ĕçлемелле.

Пĕрлешĕвĕн виçĕ комбайн, пурте кивĕ. Усă курас вăхăт тахçанах тухнă. Кăçал «Текстильмаш» пĕрлешÿ комбайнсене юсаса, саппас пайĕсене улăштарса панипе кăна хăмлана чăрмавсăр пуçтарса кĕртрĕмĕр. Ĕç пĕтсенех комбайнсене юсама тытăнтăмăр. <...>

— Патшалăх пулăшăвне туятăр-и?

— Хăмла пахчи хывнăшăн тата пăхса тăнăшăн субсиди илетпĕр. Çав хушăрах юпашăн субсиди çук. Çĕнĕ пахча йĕркелеме чи малтан юпа кирлĕ. Вăл вара кĕсьене самай пушатать. Пĕр хăмла пахчине /2 гектара/ тимĕр-бетон юпасем лартма 1,5 млн тенкĕ кирлĕ. Малтанхи çулсенче юпапа хунавшăн чылай тăкакланма тивет. Çавăнпа ĕçе пуçăнакансене уйрăмах пулăшу памалла.

— Районсенче пушанса юлнă хăмла пахчисенче тăлăххăн ларакан юпа пайтах. Вĕсемпе усă курма май çук-ши?

— Вĕсем пурте тенĕ пекех уйрăм çын аллинче. Халĕ сутса укçа тăваççĕ. Анчах 40-50 çул ларнăскерсем кивелнĕ ĕнтĕ. Çиелтен кăна çирĕп пек курăнаççĕ. Кăларса çĕнĕ вырăна лартма тăрсанах ванма-тĕпренме тытăнаççĕ, усă курма та юрăхсăр.

— Чăваш хăмлине чĕртсе тăратма условисем пур темелле. Çак отрасле патшалăх енчен пулăшасси те палăрмаллах ÿсрĕ. Анчах çав-çавах пĕр вырăнта тăпăртатса тăнăн туйăнать.

— Хальхи вăхăтра çанă тавăрса ĕçлес текенсем сахал. Ытларах янтă укçа — субсиди — илессишĕн ăшталанаççĕ. Çавна май кăтартусене суйса ÿстерекенсем те пур. Хута ĕненес пулсан республикăра тахçанах хăмла пахчи вăрман пек кашласа лармалла. Чĕр таварпа та çителĕклех тивĕçтермелле. Анчах ăçта вăл? Ман шутпа, субсидие тĕллевлĕ памалла. Унпа мĕнле усă курнине, тăкакланнине туллин отчет тăратмалла. Çакăн хыççăн, тен, йĕрке пулĕ-и? Халĕ бюджетран уйăракан укçа хăмла отрасльне сахалрах тивет. Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.