Archive - 1 Ака, 2015 - Хресчен сасси
Ĕçлемесĕр çăкăр çиеймĕн
Тар тăкса тунă укçа перекетлĕ
Сочине чăваш ялĕпе улăштарнă
Унăн амăшĕ - Кубань казакĕсен таса йăхĕнчен, ашшĕ - Сочи таврашĕнчи грек. Йышлă çемьере паян тĕрлĕ наци çыннисем. Тĕслĕхрен, пĕр пиччĕшĕ Пушкăртстан хĕрне арăм тунă, теприн мăшăрĕ - мордвинсенчен. Аппăшĕсен упăшкисем - грек, казак çыннисем. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Александр Сергеевич Тесленко пирки калатăп эпĕ. Вăл чăваш пикине кăмăлланă. Ку çеç-и? Чаплă Сочи хулине чăваш ялĕпе улăштарнă. Вунпиллĕкмĕш çул арăмĕн ялĕнче, Çĕнĕ Ахпÿртре, пурăнать.
Полковник та, ăсчах та
Филологи наукисен кандидачĕ, литература тĕпчевçи Николай Степанович Дедушкин доцент 1915 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшей ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ачаранах ашшĕ-амăшне кил-тĕрĕшре пулăшнă, шкулта та «5» паллăпа çеç вĕреннĕ. Ялти ытти ача пекех пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Шел, хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне ĕç патне питех çыпăçтармасть. Ăна пула çеç çын чапа тухать-çке. Ахальтен ваттисем: «Ÿркев ÿкерет, ĕç - çĕклет», - тесе каламан.
Алĕçĕ – чун киленĕçĕ
Унăн кил-çуртне музейпе танлаштарма пулать. Çенĕкренех тĕрĕ илĕртет куçа. Пÿрте кĕнĕ май тĕлĕнмелли татах тупăнать: кашни стена тĕрĕпе тулнă, алăк каррисене, минтер пичĕсене тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ. Хĕр упраç кунĕ-кунĕпе тĕрĕ умĕнче ларни никама та тĕлĕнтермест паллах. Тен, хальхи вăхăтра тĕлĕнтерет те.