Комментари хушас

1 Ака, 2015

Полковник та, ăсчах та

Филологи наукисен кандидачĕ, литература тĕпчевçи Николай Степанович Дедушкин доцент 1915 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшей ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ачаранах ашшĕ-амăшне кил-тĕрĕшре пулăшнă, шкулта та «5» паллăпа çеç вĕреннĕ. Ялти ытти ача пекех пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Шел, хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне ĕç патне питех çыпăçтармасть. Ăна пула çеç çын чапа тухать-çке. Ахальтен ваттисем: «Ÿркев ÿкерет, ĕç - çĕклет», - тесе каламан.

Шкулта вĕреннĕ чухне Николай Дедушкин общество ĕçне хастар хутшăннă, редколлеги йышĕнче пулнă. Çавна пулах вăл маттур, хастар, пуçаруллă çитĕннĕ. Николай нумай вуланă, литература сăнарĕсене тишкернĕ. Ун чухне телевизор, интернет, кĕсье телефонĕ пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Вăл литературăпа туслашнă, унти сюжета тишкернĕ.

1933 çулта Николай Дедушкин Хусанти педагогика техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă, ял шкулĕнче вăй хунă. Кунта вăл хăйне педагогика ĕçĕнче тĕрĕсленĕ: унăн ĕçĕ-хĕлĕнче ÿсĕмсем те, ăнăçсăр самантсем те пулнă. Тÿрĕ чунлă учитель çеç ачасен юратăвне тивĕçме пултарнине ăша хывнă: ачасене ятламалла мар, çапах пĕлĕве вĕсен чунне çитерме пĕлмелле. Вĕренекене айăплас тĕллев пулмалла мар, вĕсене кăсăклантарма, хавхалантарма тăрăшмалла, çапла майпа ĕçе юратма хăнăхтармалла. Ял шкулĕнче ăша хывнă ăсталăха вăл ĕмĕрĕпех малалла аталантарнă.

1940 çулта Николай Дедушкин Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, çавăнтах чăваш литератури вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл хăйĕн литература тата критика ĕçĕсене пуçласа пичетленĕ. Анчах çамрăк ăсчахăн пултарулăх ăнтăлăвне вăрçă вучĕ татнă. 1940 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илнĕ. 1941 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа вăл тăшманпа çапăçакан çар ретĕнче тăнă. Вăрçăра Николай Степанович взвод командирĕ, 15-мĕш çар политпайĕн аслă инструкторĕ, Байкалпа Амур леш енчи çар округĕн тата Инçет Хĕвелтухăçĕнчи çарсен политуправленийĕн ĕçченĕ пулнă. Полковник звание тивĕçнĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн тата тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата тăхăр медальпе наградăланă. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн та Николай Степанович çартах юлнă. Унта 1960-мĕш çулччен хĕсметре тăнă. Ленинградра вăл хăйĕн мăшăрне Ангелинăна тупнă. Унпа вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Паянхи кун Татьянăпа Владимир Питĕрте пурăнаççĕ, иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ.

1967-1978 çулсенче Николай Дедушкин Чăваш Ен Писательсен союзĕн правленийĕн ертÿçинче ĕçленĕ.

Вăл - çичĕ монографи, критикăлла чылай статья авторĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи литература ĕç-хĕлне тишкернĕ. Унăн тĕп ĕçĕсем: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи чăваш литератури», «Пăшалпа та, перопа та», «Кун-çул уттипе». Унсăр пуçне вăл очерксем, рецензисем, кĕске калавсем тата статьясем çырнă. 1968 çултан пуçласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш тата СССР халăхĕсен литературисен аслă преподавателĕнче ĕçленĕ. Чылай çамрăка литературăпа туслашма, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ. Унăн ырă ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрĕпех упранĕ.

Нелли ДЕДУШКИНА.

Шупашкар хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.