Archive - 26 Раштав, 2014 - Хресчен сасси
2015 çул - Хăмла çулталăкĕ
Авалхи славян йăхĕсен çулталăк календарĕпе килĕшÿллĕн çитес çул - Хăмла çулталăкĕ.
Раççейре хăмлана вуннăмĕш ĕмĕртен туса илме пуçланă. «Ăçта сăра - унта лайăх пурăнаççĕ» тенĕ. Пирĕн йăх-несĕлсем сăрана Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчех вĕретнĕ. Пысăк уявсем умĕн е утă çулнă вăхăтра ятарласа сăра хатĕрленĕ. Кашни çемьен пĕр хăйĕнни пек çеç чаплă рецепт пулнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ялта пурăнакансене хушма апат вырăнне сăра ĕçтерни те пулнă, чылайăшне вилĕмрен çăлăнса юлма пулăшнă вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна шĕвĕ çăкăрпа танлаштараççĕ.
Качăр-качăр качака...
Шухăшласа пăхар-ха, темиçе çул каялла ялсенче качака усракан йышлăччĕ-и? Карчăк-кĕрчĕк, пĕччен тăрса юлнисем килĕштеретчĕç ăна. Паян - урăхларах. Вăйпиттисен кил картинче те мăн выльăх вырăнне шур сухаллă мекекек хуçаланать. Качака сĕчĕн литрне 100 тенкĕпе хакланă чухне /ĕнен 18-21/ унпа туслашас текенсен йышĕ хушăнсах пырать.
Кану мĕнне пĕлмен
Хисеплĕ редакци! Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе сире чĕререн саламлатăп.
Эпĕ 1939 çулта февраль уйăхĕнче çуралнă. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 20 çул иртрĕ. Анчах паян кун та хам ача чухне колхозра ĕçленине пенси стажне кĕртмен. Халĕ тин çавă кирлĕ пулчĕ. Ăна мĕнле тата хăш çулсемшĕн шутласа параççĕ-ши?
Упранар, сыхланар, сипленер
Çĕнĕ çул чи хаваслă та кĕтнĕ уяв, анчах хăшĕ-пĕриншĕн вăл ырă марпа та вĕçленме пултарать. Статистика палăртнă тăрăх - шăпах декабрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен «васкавлă пулăшу» службипе травмпунктсен хĕрÿ тапхăр пуçланать, унта илсе пыракансен шучĕ виçĕ хут ÿсет.
Çынсем фейерверкпа, петардăпа е ракетăпа тĕрĕс мар усă курнипе суранланаççĕ. Апат-çимĕçпе наркăмăшланни е ÿт-пĕве тăм илтерсе яни те тĕл пулать. Çавăнпа сахалтарах ĕçме-çиме тăрăшмалла, сывлăх пирки самантлăха та манмалла мар.
Кĕтсен те, кĕтмесен те килет
Çĕнĕ çула чиркÿ вĕрентнĕ пек мĕнле кĕтсе илмелле-ши? Раштав типпи пырать-çке, эрех таврашĕ ĕçме юрамасть.
Нина Павловна, Канаш.
Игнатий /СУРАНОВ/ атте, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ.
Çемье çавăрмалли ăнăçлă çулталăк
Çитес çул лăпкă пулмалла теççĕ, анчах кĕтмен самантсем те сиксе тухма пултараççĕ.
Сурăхпа качака ырă та лăпкă чĕрчунсем, анчах вĕсем хăйсене мĕн те пулин килĕшмесен кутăнлăхне те кăтартма пултараççĕ. Хăйсен умне тĕллев лартса ун патне туртăнакан çынсене ăнăçу кĕтĕ.
Юратсан ача та пулать
Тахçанах пулса иртнĕ ку ĕç-пуç, анчах паян кун асăмран тухмасть.
Çĕнĕ пÿрт турăмăр. Кÿршĕ ялти платниксене тара тытсах. Икĕ-виçĕ эрне ир пуçласа каçчен шаккарĕç, ларса чĕлĕм те туртмарĕç. Вăл кирлĕ те, ку кирлĕ тесе те аптратмарĕç. Тем вăхăтран илемлĕ те хÿхĕм çурт хăпарса ларчĕ. Ыран ăстасемпе татăлмалла тенĕ чух арăмпа пĕрле укçа, шăмшака çемçетмешкĕн хаяртараххине хатĕрлесе хутăмăр.
Тепĕр кунне çĕнĕ пÿрте çума платниксене кичем ан пултăр тесе кÿршĕ-арша та йыхравларăмăр. Çĕнĕ пÿрт ĕçкине урам вĕçĕнче пурăнакан Ваççа та хут купăсне хĕстерсе çитрĕ.