Archive - 19 Раштав, 2014 - Хресчен сасси
Çĕрсĕр хăвармĕç. Ĕрчевлĕ те хунавлă пулар
Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтересси Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Камсене параççĕ-ха ăна? Йĕрки мĕнлерех? Саккуна йышăннăранпа, 2011 çултанпа, мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ? Çак ыйтусене ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин хуравлать.
- 2014 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче Михаил Игнатьев саккуна хăш-пĕр улшăну кĕртрĕ. Çĕр илме черете тăнă йышлă ачаллă çемье хушма хуçалăх тытса пымалли лаптăка хăй суйласа илме пултарать.
Юн ушкăнне кура
Çыннăн юнĕ миçемĕш ушкăна кĕни тăрăх унăн сывлăхĕ пирки те тĕшмĕртме пулать. Психологсен шучĕпе I ушкăна кĕрекенсем вăйлă характерлă çынсем, II ушкăнрисем - ырă кăмăллă çынсем, III ушкăна лекекенсем никама пăхăнманлăхĕпе, çул çÿреме юратнипе уйрăлса тăраççĕ. IV ушкăнрисем - çăмăл характерлă пулнипе тата пултарулăхĕпе паллă.
I ушкăн - авалтан килет
Пылак юрататăп
Диабет пуçланнине ăçтан пĕлмелле? Калăпăр, эпĕ питĕ торт тата пирожнăй çиме юрататăп. Манпа кÿршĕллĕ пурăнакан хĕрарăм вара вĕсене чăтма пултараймасть, анчах вăл диабетпа чирлине пĕлтĕм.
Людмила Павлова.
Пылак çиме юратни усăллă мар паллах, анчах иккĕмĕш типлă диабет палли шутланмасть. Диабет паллисем пачах урăххисем. Пĕрремĕшĕнчен, тăтăшах шыв ĕçес килни. Ăшша пиçсе чупса килнĕ хыççăн харăсах икĕ стакан шыв ĕçме пулать, анчах çакăн хыççăн каллех ĕçес килни - хытах сисчĕвлентермелле.