Archive - 12 Раштав, 2014 - Хресчен сасси

12 Раштав, 2014

Çуркунне савăнтартăр кăна

Кашни çулах Çĕрпÿсем çуркуннене шикленсе кĕтнĕ. Çĕрпÿ хулин пĕр пайне тата Виçпÿрт салине шыв илес хăрушлăх хăратнă. Унта пурăнакансен вăхăтлăха та пулин пурлăхĕпе выльăх-чĕрлĕхне урăх çĕре куçарма тивнĕ. Тинех çак нуша хыçа юлать. Çĕрпÿсем шыв-шуртан хăрама пăрахĕç: иртнĕ ытларикун кунта ейÿрен хÿтĕленмелли сооруженисен комплексĕн иккĕмĕш черечĕ хута кайнă. Ăна уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

12 Раштав, 2014

Раççей Президенчĕн Çырăвне сÿтсе яватпăр

Роза Кондратьева, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ:

- Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче экономикăпа социаллă тытăм аталанăвне пысăка хунă. Тĕп ыйтусенчен пĕри - сывă çемьепе сывă наци, экономикăри тата социаллă тытăмри тĕллевсем. Кашни çыннăн чи малтан хăйĕн ĕçне лайăх, яваплăха туйса тумалла, пуçаруçă пулмалла.

12 Раштав, 2014

«Хăвăн çăвару мар, урăххи мухтатăр»

Пушкăрт чăвашĕсен юррисене халăх çине кăлариччен театра юратакансем ăна Хорькова хушаматпа кăна пĕлнĕ. «Тăванăм ту айккинче ут çулать» юрра шăрантарма пуçласан вара Елена Шурту ячĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ.