Комментари хушас

19 Раштав, 2014

Юн ушкăнне кура

Çыннăн юнĕ миçемĕш ушкăна кĕни тăрăх унăн сывлăхĕ пирки те тĕшмĕртме пулать. Психологсен шучĕпе I ушкăна кĕрекенсем вăйлă характерлă çынсем, II ушкăнрисем - ырă кăмăллă çынсем, III ушкăна лекекенсем никама пăхăнманлăхĕпе, çул çÿреме юратнипе уйрăлса тăраççĕ. IV ушкăнрисем - çăмăл характерлă пулнипе тата пултарулăхĕпе паллă.

I ушкăн - авалтан килет

Чи авал пурăннă çынсен юнĕ ку. Апат-çимĕçе тиркесе çимен вĕсем. Анчах хальхисенчен нумайăшĕ авалхи йăх-несĕлĕмĕр пек пурне те çиме пултараймасть. Хырăмлăх язви çак ушкăнри çынсен темиçе хут ытларах тĕл пулни паллă. Ыттисенчен ытларах гастрит, колит, аллерги, астма, ват хăмпи шыççи, инсульт палăрать. Ÿпре таврашĕ пĕрремĕш ушкăнри юна ĕçме юратать.

Çак ушкăнри çынсене белоклă апат, çуллă мар аш-какай, пулă çиме сĕнеççĕ. Çăкăрпа тата сĕт-турăхпа асăрхануллăрах пулмалла. Самăрăлса каясран тăтăшах хусканусем тумалла.

II ушкăн - чĕрепе асăрханмалла

Пурнăç условийĕсем улшăннипе пулнăскер вăл. Çак ушкăна кĕрекенсем ытларах усал шыçă чирĕсемпе чирлеççĕ. Пневмони, ревматизм, сахăр диабечĕ, инфаркт çулăхать.

Ытларах пахча çимĕçпе улма-çырла, пулă таврашĕ çимелле. Спортпа çине тăрсах кĕрешни усса каймасан та пултарать. Лăпкăлăх кирлĕ. Ÿтпе шухăш пĕр тĕвĕре пулни вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕрех. Йогăпа кăсăкланни пулăшмалла.

III ушкăн - пыртан ярса илет

Виççĕмĕш ушкăн климат улшăнăвĕсене пула пулнă. Çынсен пĕр вырăнтан теприне куçма тивнĕ. Пур чухне те ырă улшăнусем пулнă тееймĕн. Çак ушкăнрисен карланкăпа хăлха ыратнипе час-часах отоларинголог патне кайма тивет. Цистит, гонорея, стрептококк инфекцийĕ, пÿре шыççи, радикулит чирĕсем юратарах параççĕ вĕсене. Суран таврашĕ часах ÿт илеймесĕр тарăхтарать.

Ытларах сĕт-турăх ĕçмелле. Шывра ишни, çуран чупни, хăвăрт утни, лашапа е велосипедпа çÿрени сывлăха çирĕплетме пулăшĕ.

IV - иммунитета çирĕплетмелле

Чи çамрăк та сайра тĕл пулакан ушкăн. Кунашкал ушкăнлисен иммунитечĕ хавшак. Çавăнпах вĕсем тăтăшах шăнса пăсăлаççĕ, инфекциллĕ чирсем çаклатаççĕ. Юн пусăмĕ тăруках хăпарса кайнипе, инсультпа аптраса ÿкеççĕ. Ÿт-тир, гайморит, анеми чирĕсемпе канăçсăрланаççĕ.

Кирек мĕн те çиме юрать, анчах виçеллĕ çеç, çапах та аш-какайран ытларах пулă çимелле. Иммунитет тытăмне çирĕплетмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.