Комментари хушас

19 Раштав, 2014

Пылак юрататăп

Диабет пуçланнине ăçтан пĕлмелле? Калăпăр, эпĕ питĕ торт тата пирожнăй çиме юрататăп. Манпа кÿршĕллĕ пурăнакан хĕрарăм вара вĕсене чăтма пултараймасть, анчах вăл диабетпа чирлине пĕлтĕм.

Людмила Павлова.

Пылак çиме юратни усăллă мар паллах, анчах иккĕмĕш типлă диабет палли шутланмасть. Диабет паллисем пачах урăххисем. Пĕрремĕшĕнчен, тăтăшах шыв ĕçес килни. Ăшша пиçсе чупса килнĕ хыççăн харăсах икĕ стакан шыв ĕçме пулать, анчах çакăн хыççăн каллех ĕçес килни - хытах сисчĕвлентермелле.

Иккĕмĕшĕнчен, час-часах шăрас килни. Шыв тытăнса тăманнипе организм шывсăрланать.

Виççĕмĕшĕнчен, ÿт питĕ типĕ пулни тата кĕçĕтни, уйрăмах хул айĕнчи, пĕç хушшинчи хутламсем канăçсăрлантараççĕ.

Тăваттăмĕшĕнчен, тăтăшах ывăннине туйни. Тин çеç çывăрса тăрсан та çын хăйне ывăннăн туять. Чăннипе вара, инсулин çитменнипе мĕнпур орган апат çитменнине туять - мĕншĕн тесен инсулин кăна юнри глюкозăна пирĕн органри клеткăсене илсе пырать. Çавăнпа ĕнтĕ пуç ыратать, чĕре чăхăмлать тата ытти те.

Асăннă симптомсем чи малтанах 1-мĕш типлă диабет чухне палăраççĕ. Çын уйăх-уйăх çурăрах 10-15 кг таран чакса кайма пултарать. Тепĕр чух ачан ура çине тăрса шкула кайма та вăй юлмасть: пуçĕ çаврăнать, хырăмĕ ыратать, вĕрилентерет. Ашшĕ-амăшĕ ачине пулăшма хăтланса ытларах углевод, шоколад парать, кофе ĕçме хистет. Ку вара ахаль те йывăр лару-тăрăва пушшех те çивĕчлетет. Ача начарланма, пĕрмаях ывăнма пуçласан тÿрех тухтăр патне каймалла, юнри сахăр шайне тĕрĕслемелле.

Иккĕмĕш типлă диабет пуçланнине вара чылай чухне кая юлса çеç пĕлетпĕр. Чир майĕпен, вăрттăн аталаннипе хăрушă. Тăтăшах сывлăш пÿлĕннине туйсан, самăрăлса пырсан, юн пусăмĕ хăпарсан - сахăр шайне тĕрĕслеттермелле. Çемьере кам та пулин диабетпа чирлĕ пулсан та çийĕнчех тухтăр патне каймалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.