Кану мĕнне пĕлмен

Хисеплĕ редакци! Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе сире чĕререн саламлатăп.

Эпĕ 1939 çулта февраль уйăхĕнче çуралнă. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 20 çул иртрĕ. Анчах паян кун та хам ача чухне колхозра ĕçленине пенси стажне кĕртмен. Халĕ тин çавă кирлĕ пулчĕ. Ăна мĕнле тата хăш çулсемшĕн шутласа параççĕ-ши?

Эпир, вăрçă ачисем, шкула кайичченех колхозра ĕçлеме пуçланă. 5-6 çултах пире уя пучах пуçтарма илсе тухнă. Ÿсерехпе вара çум çумланă, тырă вырнă, утă типĕтнĕ, авăн çапнă, хăмла татнă, çĕрулми пуçтарнă. Хĕлле лаша кÿлсе килĕрен чăх каяшĕ тата кĕл пухнă. Анне конюхра ĕçленĕ май эпĕ лаша кÿлсе тăварма та, утланса чупма та, выртмана илсе кайма та пултарнă. Аттесĕр ÿснĕ эпир. Кĕтсе илеймен ăна вăрçă хирĕнчен. Хĕлле те, çулла та канма вăхăт пулман. Хĕлле авăн çапса пĕтерсен, вăрăм каçсенче краççын лампи е хăйă çутипе колхоз валли вăрлăхлăх тырă суйланă. Килĕрен валеçсе паратчĕç ăна суйлама.

Колхозра каникул вăхăтĕнче çеç мар, çулталăкĕпех вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Шкултан таврăнсан сумкăсене пенĕ те анне патне лаша витине навус хырма чупнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн 1953 çулта Çĕрпÿри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Унта вĕреннĕ вăхăтра та канмалли кунсенче, каникулсенче колхозра вăй хунă. Халĕ эпĕ урăх районта пурăнатăп. Стаж çыртарма тăван яла кайса свидетельсем тупса чăрманнин усси пулать-ши?

Елизавета Кузнецова.

Çĕмĕрле районĕ, Хутар.

Редакцирен: Колхозра ĕçленĕ тапхăра тĕрлĕ документпа çирĕплетеççĕ: ĕç кĕнекипе, колхоз правленийĕ пур пек документпа усă курса хатĕрленĕ справкăпа, архивсенчен илнĕ справкăпа. Колхозникăн ĕç кĕнеки пулмасан стажа ял совечĕ хуçалăх кĕнекинчен çырса панă справкăпа çирĕплетме май пур. Çакнашкал справкăна 1965 çулччен ĕçленĕ тапхăра çирĕплетме тутараççĕ. Колхозра ĕçленĕ вăхăта документсемпе çирĕплетсен çав тапхăра пĕтĕмĕшле стажа шутланă çĕре кĕртеççĕ. Çакна та шута илмелле: пĕтĕмĕшле ĕç стажне 16 çултан пуçласа ĕçленине кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн çак çула çитсен кăна çын колхоз членĕ пулма пултарнă.

Вăл е ку сăлтавпа ĕçленине çирĕплетме нимĕнле документ та пулмасан ?калăпăр, пушар пулнипе колхозри документсем çунса кайнă% колхозра ĕçленине хăвăрпа пĕрле тăрăшнă икĕ е ытларах свидетель кăтартăвĕпе çирĕплетме май пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.