Упранар, сыхланар, сипленер

26 Раштав, 2014

Çĕнĕ çул чи хаваслă та кĕтнĕ уяв, анчах хăшĕ-пĕриншĕн вăл ырă марпа та вĕçленме пултарать. Статистика палăртнă тăрăх - шăпах декабрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен «васкавлă пулăшу» службипе травмпунктсен хĕрÿ тапхăр пуçланать, унта илсе пыракансен шучĕ виçĕ хут ÿсет.

Çынсем фейерверкпа, петардăпа е ракетăпа тĕрĕс мар усă курнипе суранланаççĕ. Апат-çимĕçпе наркăмăшланни е ÿт-пĕве тăм илтерсе яни те тĕл пулать. Çавăнпа сахалтарах ĕçме-çиме тăрăшмалла, сывлăх пирки самантлăха та манмалла мар.

Тухтăрсем уяв сĕтелĕ хушшине выçă хырăмпа ларма сĕнмеççĕ. Кун тăршшĕнче протеинлă апат-çимĕç çырткаласах тăмалла. Ку вăл - сыр, чăх ашĕ, мăйăр. Хырăмшăн йогурт, турăх, тăпăрчă аван.

Уявччен кăшт çывăрса илни те лайăх.

Шампань эрехне ытти эрех-сăрапа хутăштармасан аванрах. Сĕтел хушшинче ытларах шыв ĕçмелле. Çакă организма шывсăрланса юласран хăтарĕ, юнри алкоголь шайне чакарĕ, наркăмăшлă япаласене кăларма пулăшĕ. Газлă шыва мар, ахальлине ĕçмелле.

Эрех-сăрапа газлă шыв пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмаççĕ. Углекислота алкоголе хăвăртрах юна сăрхăнма пулăшать, çавна май çын хăвăртрах ÿсĕрĕлет.

Спиртлă пылак напитоксем хырăмлăхай парĕшĕн питĕ сиенлĕ.

Уяв сĕтелĕнче апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатакан çимĕçсем пулмалла. Вĕсен шутне компот, морс, йÿçек улма-çырла, лимон, маринадланă помидорпа хăяр, йÿçĕтнĕ купăста кĕрет.

Мухмăра ирттерме тăварланă хăяр шывĕ пулăшать. Çавăн пекех пылпа лимон чейĕ, уçă сывлăш, лайăх çывăрса канни усăллă. Шăпах çак йĕркепе канмалла: чей, сывлăш, ыйхă.

Вăраха кайнă чирпе чирлекенсен уйрăмах сыхланмалла. Тухтăрсем патне вăхăтра каймалла. Унсăрăн пĕр-пĕр хăрушă чир аталаннине сисмесĕр юлма пулать, кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Инфекци çаклатас мар тесен иммунитета çирĕплетме тăрăшмалла, спортпа туслашмалла. Çулталăк пуçламăшĕнченех хамăра хамăр упранине нимĕн те çитмĕ.

Çитес çул кăçалхипе танлаштарсан стресс, депресси таврашĕ сахалтарах пулмалла теççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.