2015 çул - Хăмла çулталăкĕ

Авалхи славян йăхĕсен çулталăк календарĕпе килĕшÿллĕн çитес çул - Хăмла çулталăкĕ.

Раççейре хăмлана вуннăмĕш ĕмĕртен туса илме пуçланă. «Ăçта сăра - унта лайăх пурăнаççĕ» тенĕ. Пирĕн йăх-несĕлсем сăрана Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчех вĕретнĕ. Пысăк уявсем умĕн е утă çулнă вăхăтра ятарласа сăра хатĕрленĕ. Кашни çемьен пĕр хăйĕнни пек çеç чаплă рецепт пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ялта пурăнакансене хушма апат вырăнне сăра ĕçтерни те пулнă, чылайăшне вилĕмрен çăлăнса юлма пулăшнă вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна шĕвĕ çăкăрпа танлаштараççĕ.

Халăха хăмла агротехникине 1926 çултан вĕрентме пуçланă. Чăваш АССРĕн çĕрĕç комиссариачĕ çине тăнипе пирвайхи хăмла пахчине Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче 2 гектар çĕр çинче йĕркеленĕ.

30-мĕш çулсенче хăмлана планпах хатĕрленĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьское ялĕнче хăмла тирпейлекен пункт ĕçе тытăннă.

1950-1970 çулсенче хăмла пахчисем вăйлă аталаннă. 80-мĕш çулсенче ăна чылай хуçалăхра çитĕнтернĕ. 1991-2001 çулсенче Раççейре туса илекен хăмла плантацийĕсен 66,8 проценчĕ Чăваш Республикинче пулнă. Çав тапхăрта Раççейре туса илнĕ хăмлан 80 процентне Чăвашра çитĕнтернĕ. Кашни килте тенĕ пек ÿснĕ вăл. Ĕçчен арăм тупма чăваш хăмла татнă çĕре кайма, кам мĕнле ĕçленине пăхма сĕннĕ.

Хăмла пучахне пахалăхĕшĕн хаклаççĕ. Унта 200 ытла компонент: сăра тума кирлĕ эфир çăвĕсемпе йÿçексем. Медицинăра та анлă усă кураççĕ унпа. Калăпăр, валокордина хăмларан тăваççĕ. «Симĕс ылтăнпа» тултарнă минтер çине выртсан темиçе минутранах йывăрлăхсем çинчен манатăн.

Шупашкар хули - Раççейри хăмлаçăсен ассоциацийĕн штабĕ.

«Раççей хăмлин 80 процентне эпир çитĕнтернĕ», - тет хăй вăхăтĕнче «Чувашхмельпром» ертÿçинче тăрăшнă Петр Васильевич Ивантаев. - Пирĕн пĕрлешÿре 35 совхоз, 5 фабрика пулнă. Раççейĕпе чи пысăкки. Çулталăкне 3 пин тонна хăмла çитĕнтереттĕмĕр. Чăннипех те чăваш ылтăнĕччĕ вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна республика гербĕнче те сăнланă».

Раççее ют çĕршывра туса илнĕ хăмла йăтăнса килме тытăнсан чăваш хăмлин сумĕ çухалчĕ. Хамăр тар тăкса çитĕнтерни ниçта вырнаçайманран плантацисем майĕпен юрăхсăра тухса пычĕç.

Хальхи вăхăтра Раççейре хăмлана Чăвашра, Мари тата Алтай республикисенче кăна туса илеççĕ. 2006 çулччен вара ăна Белгород, Брянск, Воронеж, Курск, Пенза облаçĕсенче те çитĕнтернĕ. Статистикăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр çĕршывĕпе пĕтĕмпе 0,33 пин тонна хăмла туса илнĕ. Гектарти вăтам тухăç 12,1 центнерпа танлашнă. Чăваш хăмлин пуласлăхĕ пур-и? Патшалăх пулăшсан пулĕ. Раççей Ялхуçалăх министерстви кăçал 33,1 гектар çинче хăмла пахчи хывнине пĕлтерет, вăл шутран Чăваш Енре - 20,6 гектар, Мари Элта - 2, Алтайра - 10,5 гектар.

Елена НИКОЛАЕВА.

Елена Николаева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.