Комментари хушас

26 Раштав, 2014

Çемье çавăрмалли ăнăçлă çулталăк

Çитес çул лăпкă пулмалла теççĕ, анчах кĕтмен самантсем те сиксе тухма пултараççĕ.

Сурăхпа качака ырă та лăпкă чĕрчунсем, анчах вĕсем хăйсене мĕн те пулин килĕшмесен кутăнлăхне те кăтартма пултараççĕ. Хăйсен умне тĕллев лартса ун патне туртăнакан çынсене ăнăçу кĕтĕ.

Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче ытларах ешĕл çимĕç, сĕт-турăх, сыр, тăпăрчă, улма-çырла пулмалла. Сурăх - курăк çиекен выльăх. Унăн кăмăлне салатпа улма-çырлапа çавăрмалла. Паллах, сурăх-така ашĕнчен хатĕрленĕ шашлăк е çамрăк качака какайĕпе хатĕрленĕ рагу пăсланса лармалла мар. Сĕтел çине лартакан савăт-сапа хушшинче йывăçран тунисем пулсан аванрах. Кăвак е симĕс тĕслĕ сĕтел çитти суйласа илмелле. Сурăх çулталăкĕнче чи ăнăçлă парне вăл - çăмран çыхнă япала. Хĕрарăмсене савăнтарас тесен йывăçран хатĕрленĕ шăрçа-сулă таврашĕ, йывăç савăт-сапа парнеле- мелле.

Пÿлĕме кăвак е симĕс хăюпа, шарпа илемлетме сĕнеççĕ.

Сурăхпа качака - хăракан выльăхсем, çавăнпа вĕсене пысăк та шавлă ушкăн хăратма пултарать. 2015 çула çемьепе е чи çывăх çынсемпе кĕтсе илнине нимĕн те çитмĕ. Çитес çул символĕ - йывăç. Çемье çавăрса «тымар ямалли», ачасем çуратмалли ăнăçлă çулталăк.

Качака ?Сурăх% çулĕнче çуралнисем: 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015...

Качака ĕмĕтленме юратать, çавăнпах вăл поэтсене, художниксене, музыкантсене, пултарулăх ĕçĕнче тăрăшакансене хÿтĕлĕ. Çулталăкăн тĕп паллисем - тăрăшуллă та тимлĕ пулни, ĕмĕтленме юратни. Пĕр вырăнта ним тумасăр кăна ларас марччĕ. Пурнăçламалли ĕçе никама каламасăр лăпкă тумалла.

Ырă чунлă Качака ырă шухăш-кăмăлпа тăвакан ĕçре пулăшса пырĕ. Ăслă та тÿрĕ кăмăллăскер кашнине тивĕçлипе хаклĕ.

Пурлăхпа укçа тĕлĕшĕнчен çитес çул мĕнле пулĕ-ши? Харпăр хăй ĕçне пуçăнакансене, тен, йывăртарах килĕ. Качака бизнесран аякра тăракан чĕрчун-çке. Çапах та хăвăр укçăрпа пĕлсе усă курсан Качака ăна перекетлеме пулăшнисĕр пуçне ăна нумайлатма та пулăшĕ.

Хĕрарăмсене уява çÿçе кăтралатса кĕтсе илме сĕнеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.