Archive - Утă 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

июля 18th

18 Утă, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» 28 № /898/ 18.07.2015

18 Утă, 2015

Йăх тымарне хисеплемелле

- Пурнăçра çын йывăрлăхсăр, кăлтăксăр пурăнаймасть. Кăмăл пулсан яланах шăнаран слон та, слонран шăна та тума пулать. Ĕçрен, такăнтаракансенчен хăрамасăр малалла талпăнсан темĕнле чăрмава та парăнтарма май тупăнать. Ÿркенмелле мар çеç. Вара тĕллев те пурнăçа кĕрет.

18 Утă, 2015

Эсĕ, робот, тимĕр тус, чунсăр мар эс - çывăх тус

Шкул çулне çитмен ачасем çÿрекен вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конференцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Раççейри чи лайăх 100 ача сачĕ йышĕнчен пиллĕкĕшĕ Шупашкарта вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри - «Çăлтăр ушкăнĕ» /7-мĕш ача сачĕ/.

18 Утă, 2015

Алăран ямасть вăл купăс

Чăваш ялĕсенче пултаруллă çын сахал мар. Пĕрисем столяр-платник ĕçне пултараççĕ, теприсем кирпĕч хума ăста, кăмака та купалаççĕ, виççĕмĕшĕсем радиоэлектротехника, музыка инструменчĕсене юсама, вĕсемпе выляма ăста. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕринпе паллаштарасшăн та эпĕ.

18 Утă, 2015

Кĕнеке çĕнтерме пулăшать

Кивĕ Тинкешри Виктория Михайлова - вулама, тĕпчеме, информаци шырама юратакан хĕр. Вăл хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслет. Çав вăхăтрах наука-практика конференцийĕсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать.

18 Утă, 2015

Харăсах - 12 арçынна

Ольга Михайловна Кÿкеçре çуралнă, кунтах пурăнать, ĕçлет. Тĕлĕнмелле çак хĕр харăсах... 12 арçынна çĕнтернĕ! Çапла-çапла. Юрĕ, йĕркипе каласа парар. Пĕрремĕш çитĕнÿ 8-мĕш класра палăрать: шкулта шахматла выляса пĕрремĕш вырăн йышăнать хĕр.

18 Утă, 2015

Çÿп-çап купи çĕршыва хуплама çитет

"Кăçал Раççейри çÿп-çап куписем йышăнакан лаптăксен калăпăшĕ Швейцари территори чухлĕ пулса кайнă", - пĕлтерет Россельхознадзор. Çакă - тахçан пулăхлă çĕр пулнă 4 миллиона яхăн гектар. Чи хăрушши, çулсерен 90 млрд тонна яхăн çÿп-çап пухăнать, çитменнине хушăнсах пырать вăл.

Муниципалитетсем хăйсен территорийĕнчен кирлĕ мар япаласене ятарлă вырăна кайса тăкма васкамаççĕ. Çапла çÿп-çап ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çине лекет. Ятарлă ведомство пĕр çĕрте темиçе çулхи купасемпе "кĕрешнĕ" вăхăтра тепĕр çĕрте урăххи ÿссе те ларать.

18 Утă, 2015

Чăвашла туй кĕрлеттерме йывăр-шим?

Тантăшăм мĕн пĕчĕкрен туй юррисем юрататчĕ. Пĕррехинче вĕсен мунчи çунма тытăннă, вăл вара лаша урапи çине хăпарса тăнă та пĕчченех "туй тăвать". Такмак каласа тăпăртатса ташлакан хĕрпĕрчи çинчен анкартинче çĕрулми лартакансем те куç илеймеççĕ. "Туй курса" тĕтĕм тухнине вĕсем те çийĕнчех асăрхаман. Телее, тин çеç хыпса илнĕскерне хăвăртах сÿнтерчĕç. Ман тантăшăм çулăм чарăнсанах такмак калама пуçларĕ. Ялти пĕр туя та курмасăр хăвармастчĕ тусăм. Шăматкун çитессе кăна кĕтсе тăратчĕ. Кÿршĕ ачисене çавăтатчĕ те купăс сасси илтĕнекен урама вĕçтеретчĕ.

18 Утă, 2015

Пирĕшти вырăнĕнчех...

Çуллахи ăшă ир. Куçĕ уçăлманнине пăхмасăр тăваттăри Кирилл вырăн çинчен тăрса картишне тухнă. Хĕвел çÿле хăпарса çитеймен-ха. Йĕри-тавра вара кайăксем юрлани, автансем авăтни, кĕтĕве тухнă ĕнесем макăрни илтĕнет. Çулла ялтах лайăх çав!

Йĕри-тавра пăхса çаврăннă арçын ача. Ашшĕпе-амăшĕ курăнмасть - эппин, ĕçе кайма ĕлкĕрнĕ. Ытти чухне çемье Канаш хулинче пурăнать-ха. Каникула вара Яковлевсем хуларан 14 çухрăмра вырнаçнă Шаккăл ялĕнче ирттереççĕ.

18 Утă, 2015

Хура телей, е Мĕншĕн хурланать шур хурăн çырмара?

Юрий Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» произведение куççульсĕр вулама пулать-ши? Кирек кама та йĕртет пулĕ вăл. Вăрçă вăхăтĕнче нуши-тертне ытла та çамрăклах нумай курнă хĕр хулĕ сусăрланнипе хĕне кайса вилет. Пурнăçран кĕçех уйрăлассине пĕлсех тăрать йывăр чирлĕскер.

Pages