Йăх тымарне хисеплемелле

- Пурнăçра çын йывăрлăхсăр, кăлтăксăр пурăнаймасть. Кăмăл пулсан яланах шăнаран слон та, слонран шăна та тума пулать. Ĕçрен, такăнтаракансенчен хăрамасăр малалла талпăнсан темĕнле чăрмава та парăнтарма май тупăнать. Ÿркенмелле мар çеç. Вара тĕллев те пурнăçа кĕрет. Тăрăшулăхсăр пуçне таса чунпа ырă туйăм çинчен манмалла мар. Вара пăтăрмахсем сирĕлсех пыраççĕ. Йывăрлăхĕсем вĕсем «пур» тесен пур, «çук» тесен - çук.

Мана чăвашлăх туйăмĕ çухални пăшăрхантарать. Йăхташăмăрсем пурăнакан ытти региона нумай тухса çÿренĕ май тата уçăмлăрах курăнать çакă. Тăван чĕлхепе питех калаçмаççĕ пулин те хăйсен тымарĕсене манмаççĕ вĕсем. Халăх шăпишĕн кулянаççĕ-пăшăрханаççĕ, интересленеççĕ - çав туйăмпа пурăнаççĕ. Эпир вара тĕп вырăнта - Чăваш Енре - пурăнсан та хамăр тымарсене манатпăр.

Çакна сăнатăп: ялта та тăван чĕлхе пĕтсе пырать халĕ. Çав вăхăтрах сцена çине тухма талпăнакан хула яш-кĕрĕмĕ тăрăшсах чăвашла вĕренет. Кун пеккисем пирĕн хушăра сахал мар, çакă питĕ килĕшет мана. Çамрăксен ăнтăлăвне ырламалла çеç.

Ялта тĕпленнисенчен вара тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Чăвашлăх хавшанине чылайăшĕ телекурав, радио, Интернет анлă сарăлнипе сăлтавлать. Хулара МИХсем тата анлăрах сарăлнă-çке. Ялта мĕн пулнă-ши? Ача-пăча мĕншĕн вырăсла калаçать-ши? Уйрăмах - хула çывăхĕнчисем.

Чылай ача садĕнче мероприятисене вырăсла кăна ирттернине каласа кăтартаççĕ. Килте чăвашла калаçсан та. Мĕншĕн? Уявсене чăвашла ирттерме юрамасть-им? Ăнланатăп-ха: кун пек çăмăл. Интернетра хăть те мĕнле уяв сценарине те тупма пулать. Куçарма та кирлĕ мар. Чăвашла куçарас тăк вăхăт иртет-çке.

Чылайăшĕ ывăл-хĕрне акцентран хăптарасшăн çуннипе çапла хăтланать. Ялта пурăнсан чĕлхе пурпĕр хутăшать вĕт. Хамăра, тăван чĕлхене, атте-аннене, йăх тымарне хисеплеме вĕренесчĕ. Манăн çеç мар, çакă паян пĕтĕм халăх чун ыратăвĕ.

Светлана ПЕЧНИКОВА,

юрăç

Светлана ПЕЧНИКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.