Алăран ямасть вăл купăс

Чăваш ялĕсенче пултаруллă çын сахал мар. Пĕрисем столяр-платник ĕçне пултараççĕ, теприсем кирпĕч хума ăста, кăмака та купалаççĕ, виççĕмĕшĕсем радиоэлектротехника, музыка инструменчĕсене юсама, вĕсемпе выляма ăста. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕринпе паллаштарасшăн та эпĕ.

8-мĕш класра вĕреннĕ чухне атте мана ялти лавккаран 45 тенкĕпе Шуя фабрикинче туса кăларнă купăс туянса пачĕ. Уншăн, паллах, питĕ савăнтăм, тĕрлĕ юрă-кĕвĕ выляма хăнăхрăм. Каçсерен урама тухса хĕрсене савăнтараттăм. Шупашкарти профтехучилищĕре вĕреннĕ чухне те, ялти çамрăксемпе учительсенчен йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнне ертсе пынă çулсенче те купăса алăран ямарăм.

Кун хыççăн кун иртрĕ, манăн купăс шучĕ ÿссех пычĕ. Типтерлĕ упратăп вĕсене, хушăран тăсса яратăп та чунăма уçатăп, иртнĕ çулсене аса илетĕп. Анчах темĕнле лайăх тытсассăн та унăн хăш-пĕр пайĕ юрăхсăра тухать çав. Шел те, пирĕн таврара купăс-баян юсама пĕлекен çукпа пĕрех. Малтан Шураçра вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Герасим Игнатьевич /1901-1984/ пурăнатчĕ. Хăй ĕмĕрĕнче вăл таврари музыкçăсене сахал мар пулăшнă, хăй те илемлĕ кĕвĕсем ăста каланă.

- Аттепе анне çичĕ ача çуратнă, иккĕшĕ вилнĕ, пиллĕкĕшĕ ÿссе пурнăç çулĕ çине тухнă. Пурте купăс калама вĕренчĕç. Паянхи куна эпир иккĕн çеç юлтăмăр. Степанида аппа 87 çула çитрĕ, Шупашкарта пурăнать, анчах çемьеллĕ пулаймарĕ. Тунсăх самантсенче аллине купăс тытса тăсса ярать. Аттерен эпĕ те 12-рех ăна тытма-ăсталама хăнăхрăм. Кашни вырсарникун хамăр майлаштарнă купăссене Вылпасара кайса сутаттăмăр. Ачаранах хăнăхнă ĕç кăмăла уçать. Халĕ те купăс-баяна алăран ямастăп, концертсене те хутшăнкалатăп. Паллакансем инструменчĕсем юрăхсăра тухсан тÿрех ман пата вĕçтерсе çитеççĕ. Ку таранччен эпĕ 100-150 купăс та юсанă ахăр, - каласа парать ялти ăста, 82-е çывхаракан Николай Герасимович.

Герасимовсен кирпĕч кил-çурчĕ çырма хĕрринче вырнаçнă. Çав вырăнтан тăвалла ялăн икĕ урамĕ хăпарать. Малтанах кунта йывăç пÿрт ларнă. Николай Герасимовичăн пулас мăшăрĕ Юлия Алексеева çуралса ÿснĕ унта. Комсомолка каччи Совет Çарĕнчен таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Салтакра виçĕ çул пулнă йĕкĕт яла çаврăнса çитсен икĕ юратнă чĕре малашлăха палăртаççĕ. Çемьере ачасем йышлă пирки Николайăн уйрăлса тухма тивнĕ, Юлия вара ăна хаваспах хăй патне йышăннă. Çапла чун савнисем 1959 çулхи нарăсра пĕрле пурăнма тытăннă, маттур виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Сăмах май, виççĕшĕ те, аслашшĕпе ашшĕ пекех, купăс калама ăста. Кĕçĕнни тăван килтех тымар янă.

- Юрăпа эпир 1994 çулта пĕрлешрĕмĕр. Икĕ çултан пурте пĕрле тăрăшса кирпĕч çурт лартрăмăр, каярахпа хуралтăсене çĕнетрĕмĕр, - калаçăва кăмăллăн хутшăнать Герасимовсен Тавăтри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен кинĕ Наталия Георгиевна.

Купăссен хăш-пĕр пайне пăхтармаллипе паллашрăм та Элĕк районĕнчи Шураçри Герасимовсемпе. Туслă та ĕçчен çемье тулăх пурăнать: выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, ял-йышпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Ĕç ветеранĕсем пушă вăхăтра юнашар лараççĕ те упăшки купăс калать, арăмĕ илемлĕ юрăсем шăрантарать. Çитĕнекен ăру та юлмасть аслисенчен.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Геннадий САВЕЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.