Çÿп-çап купи çĕршыва хуплама çитет

"Кăçал Раççейри çÿп-çап куписем йышăнакан лаптăксен калăпăшĕ Швейцари территори чухлĕ пулса кайнă", - пĕлтерет Россельхознадзор. Çакă - тахçан пулăхлă çĕр пулнă 4 миллиона яхăн гектар. Чи хăрушши, çулсерен 90 млрд тонна яхăн çÿп-çап пухăнать, çитменнине хушăнсах пырать вăл.

Муниципалитетсем хăйсен территорийĕнчен кирлĕ мар япаласене ятарлă вырăна кайса тăкма васкамаççĕ. Çапла çÿп-çап ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çине лекет. Ятарлă ведомство пĕр çĕрте темиçе çулхи купасемпе "кĕрешнĕ" вăхăтра тепĕр çĕрте урăххи ÿссе те ларать.

Инспекторсен куçĕ тĕлне пулнă кашни купа айĕнчи çĕр тенĕ пекех пахалăхне çухатнă. Тăпрара йывăр металсем, канцерогенсем тата сиенлĕ бактерисем тупăнаççĕ. Чăннипе, çакнашкал лаптăкри çĕрĕн пулăхлăхне тавăрма май çукпа пĕрех.

Акă нумаях пулмасть Чăваш Енре Патăрьел районĕнчи пĕр кооператива шăпах тăпрана сиен кÿнĕшĕн явап тыттарма тивнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхăн тислĕкне тăкнине пула ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрте йывăр металсен /цинк, хура тăхлан/ тата сиенлĕ бактерисен калăпăшĕ нормăран палăрмаллах иртсе кайнă.

Шел те, кунашкал тĕслĕх республикăра час-часах тĕл пулать. Сăмахран, пĕлтĕр 21 çÿп-çап купи тупса палăртнă. Паллах, унти çĕре лабораторире тĕпченĕ. 407 пробăран 38-шĕн пулăхлăхлĕ чакни кăна мар, унта хими хăрушă япалисем нумаййи çиеле тухнă.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсен пĕлтĕр Куславкка, Канаш, Патăрьел, Улатăр, Комсомольски, Етĕрне, Муркаш, Тăвай, Элĕк, Шупашкар, Вăрнар районĕсенче çакнашкал йĕркесĕрлĕхпе кĕрешме тивнĕ.

Çÿп-çап куписем çывăхри ялсемшĕн хăрушă пулнине Канаш районĕнчи тĕслĕх те çирĕплетет. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре шар кăтартни пирки республикăн ШĔМĕ пĕлтернĕччĕ. Инспекторсем Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнчи саккунсăр карьерпа çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатма çула тухнă. Пулăхлă сийе вырăнтан тапратни тата тĕп туни - хирĕçлеймĕн, куç умĕнче. Çакăншăн яваплă обществăна Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексăн харăсах икĕ статйипе айăпламасăр май килмен.

100 кубла метр пулăхлă сий пĕтни кăна мар, тăм кăларнă хыççăн юлнă тарăн шăтăксене çÿп-çап пăрахмалли вырăна çавăрни сисчĕвлентерчĕ. Ара, ăпăр-тапăр йăсăрланса выртать. Йĕри-тавра вара - йывăçсем. Кунта "хĕрлĕ автан" ташлама пултарассине вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕн ĕçченĕсем ăнланмаççĕ мар. Тĕрĕслевпе пулнă кун та пушар машинине чĕнсе илчĕç.

Ку хутĕнче инкеке сирнĕ тейĕпĕр, анчах та тепĕр чух сыхласа çитереймесен?.. Яланхи ыйту: кам айăплă?..

 

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

управлени ĕçченĕ.

Надежда Васильева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.