Комментари хушас

18 Утă, 2015

Чăвашла туй кĕрлеттерме йывăр-шим?

Тантăшăм мĕн пĕчĕкрен туй юррисем юрататчĕ. Пĕррехинче вĕсен мунчи çунма тытăннă, вăл вара лаша урапи çине хăпарса тăнă та пĕчченех "туй тăвать". Такмак каласа тăпăртатса ташлакан хĕрпĕрчи çинчен анкартинче çĕрулми лартакансем те куç илеймеççĕ. "Туй курса" тĕтĕм тухнине вĕсем те çийĕнчех асăрхаман. Телее, тин çеç хыпса илнĕскерне хăвăртах сÿнтерчĕç. Ман тантăшăм çулăм чарăнсанах такмак калама пуçларĕ. Ялти пĕр туя та курмасăр хăвармастчĕ тусăм. Шăматкун çитессе кăна кĕтсе тăратчĕ. Кÿршĕ ачисене çавăтатчĕ те купăс сасси илтĕнекен урама вĕçтеретчĕ. Тăлăх хĕрача ял çине тухса çÿресе пăртак йăпанас тенĕ пуль çав. Туй юррисене хăй те питĕ ăста шăрантаратчĕ. Шел те, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса кураймарĕç, кукамăшĕ çитĕнтерчĕ пĕчĕкскерсене. Вут-кăварĕ вĕсен килĕнче пĕрре мар тухрĕ. Пĕррехинче тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайрĕç, хăрушă пушарта амăшĕ те çăлăнса юлаймарĕ. Ашшĕ пĕр-ик çултан шыва путса вилчĕ. Ĕçкĕ никама та ырă тумасть çав. Лара-тăра пĕлмен, ултă мăнукне пĕчченех ура çине тăратнă кукамăшĕ тантăшăма туйлах, ĕлĕкхи чăваш йăли-йĕркине пăхăнса качча пачĕ. Хушпуллă инкесем такмак каласа кунĕпех сикрĕç. Шеп те турĕç çав туйне Федоровка енчи чăвашсем. Качча тухакан хĕр тусăм епле чăтса ларчĕ-ши? Пушкăртра туй пĕр килте кăна иртместчĕ, иртен пуçласа каçчен хĕрĕн чи çывăх тăванĕсем патне кĕрсе тухма тăрăшатчĕ. Кашни эрнерех туй кĕртме лекни пĕрре мар пулнă. Парне, пил укçи панисĕр пуçне сĕтел тулли ĕçме-çиме хатĕрлекенччĕ. Ялта тăван нумай та, пăрăнса юлма лайăх мар, кашниех хăйĕн ачи пирки шухăшлать. Ывăл-хĕре авлантарма, качча пама пурин те вăхăт çитет. Пĕр килти туй кăна илемлĕ мар, тăвансем патне кайса пил илсе тухмаллах. Ял тăрăх кунĕпех ташласа-юрласа çÿрекен чăваш çи-пуçĕллĕ инке-арăмсем çинчен куçа илме çукчĕ.

Тăрăхласа юрланă такмаксем халĕ те асрах-ха.

"Путĕр-путĕр путене,

Паккус урлă каçаймасть,

Пирĕн йысна кукша пуç,

Алăк урлă каçаймасть", - нумай пулмасть кăна-ха çапларах шăрантаратчĕç хĕр енчи тăванĕсем. Кĕрÿ çыннине, пуса каччисене кампа кăна танлаштармастчĕç-ши? Анчах та нимĕнле усаллăх, курайманлăх çук унта. Такмакшăн чăркăшакан пулман. Пĕр-пĕринчен тăрăхлама хăнăхнă - çавă çеç. Йăли çавнашкал. Пĕрмай мухтасан, ырласан çĕнĕ çынна тата çамрăк упăшкана куç та ÿкме пултарĕ. Туй маткисем сăра ярса памасан та ÿпкелешсе юрлатчĕç: çăварĕ типнĕ имĕш вĕсен, хăта-тăхлачă хăна пăхма пĕлмест-мĕн. Ĕçессишĕн мар, йĕкĕлтешсе, шахвăртса, пăртак чĕпĕткелесе илмелле-çке. Унта та - туй илемĕ. Качча тухакан пикене тата мĕн кăна каласа хурламастчĕç-ши? Чĕре çывăхне илсе йĕрекен те пурччĕ. Пулас кин савмалăх та, пăхмалăх та çук-мĕн. Ĕçлеес те çук ĕнтĕ. Пĕр кĕвенте шыв та йăтса килеймĕ, витри тÿнсе кайĕ... Чиперккене тем те пĕр каласа вăрçтаркаланă хыççăн туй арăмĕсем тепĕр майлă çаптарма пуçлатчĕç. Ара, йăлт хăртса пĕтернĕ хыççăн хĕр ытла та пуçне усса ларать-çке. Туй юрри самантрах улшăнатчĕ. Хĕрĕ чăмăр питлĕ, çырла пек те хĕвел пек, ылтăнран та ылтăн. Шур пĕркенчĕк айĕнчи пике те йăл-йăл çиçме пуçлать.

Хушпусăр, ятарлă çи-пуçсăр туя кайман. Тумĕ тата епле капăрччĕ. Килте хушпу çуккисем камран та пулин çавах тупатчĕç. Ара, туй вăйĕ, хăвачĕ миçе туй арăмĕ ятарлă тумтир тăхăнса пынипе çыхăннă-çке. Мĕн чухлĕ ытларах - çавăн чухлĕ лайăхрах, пуянрах. Туй арăмĕн ăнсăртран татăлса ÿкнĕ тенкишĕн епле хĕпĕртеттĕмĕр. Вĕсене ятарласа пуçтараканччĕ вĕт-шакăр.

Хĕр туприне сутни те асрах. Пире, ача-пăчана, минтер çине пĕрре мар лартнă. "Йыснунтан сирень тĕслине ыйт", - тăпăртатса тăраççĕ кинемисем. Паллах, ыйтайман, вăтаннă пĕчĕкскерсем. 25 тенкĕлĕххи пулнă-ха ĕнтĕ вăл - сирень тĕсли. Пысăк укçа шутланнă ун чухне.

Шел, питĕ шел, ялта халь туй юрри илтеймĕн. Манăçа кăларман, пĕлеççĕ, анчах та юрламаççĕ. Чылайăшĕн кермен пек пысăк çурт пулин те унта туй халăхĕ валли вырăн çук. Авланакан, качча каякан ывăл-хĕре амăшĕ тăван килте мар, кафе-ресторанта пил парать. Меллĕ ĕнтĕ, тĕпелте тăпăртатмалла мар. Хăнасемпе пĕрле сĕтел хушшине вырнаç та ĕçсе-çисе, кам мĕн чухлĕ укçа панине сăнаса çеç лар. Халь туйра парне тыттарнине никам та юратмасть, укçа памалла çамрăксене. Кĕрÿ е хĕр çумĕ тÿрех шутласа пынине те пĕрре мар курнă. Пĕлĕшĕм каласа кăтартни асран та тухмасть. Тăванĕсем, шур пĕркенчĕклĕ хĕр туй саланас умĕн тăрук каччине çухатнă. Шыраççĕ - ниçта та çук. Лешĕ чăтса тăрайман-мĕн, хăвăртрах никам чăрмантарман çĕре - кафе путвалне - укçа шутлама аннă. Тăкакĕ саплашăннă-и, çук-и - çавна хăвăртрах пĕлмелле. Халь туй мĕнле иртни пирки ыйтсан тÿрех мĕн чухлĕ нухрат пуçтарăнни тата мĕн ĕçсе çини пирки калаçу пуçараççĕ. Юрласа-ташласа савăнни пирки пĕр сăмах илтеймĕн. Кафе-ресторанта та чăвашла туйсем ирттерме пулать. Унта туй юрри юрлама кам чарать-ши? Туй тумĕпе пыма кам та пулин чăрмантарать-и тата?

Чăваш çи-пуçĕ, тухйи ялти кашни ватă çыннăнах пур. Арча тĕпĕнче упранать вăл паян. Пурри те аван, вăл пирĕн пуянлăх - çавăншăн савăнмалли кăна юлать-ши? Тен, пурăна-киле кирлĕ те пулĕ. Чăваш чунĕллĕ ачасем çитĕнĕç те аслашшĕ-асламăшĕн йăли-йĕркине манăçа кăларас мар тесе çĕнĕрен чăвашла туйсем кĕрлеттерме тытăнĕç. Ыррин, лайăххин чикки çук теççĕ...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.