Archive - Хыпар

сентября 5th, 2014

5 Авăн, 2014

Çaмарта хуппине пaрахма ан васкaр

Нумайăшĕ тĕпелте çăмартана çĕмĕрнĕ чухне унăн хуппин усăлăхĕ пирки шухăшласах та каймасть пулĕ. Кирлине - çатмана, хуппине - çÿпĕ витрине. Анчах ас тăвăр, çăмарта хуппи çÿпĕ мар. Ăна тĕрлĕ çĕрте усă курма пулать. Вăл тĕрлĕ микроэлементпа пуян.

Пахчара тăпрана пулăхлатасси

Çăмарта хуппине пуçтарса пырăр, типĕтĕр, вĕтетĕр те çĕре чавас умĕн сапалăр. Пĕр тăваткал метра 100 çăмарта хуппи сапма юрать. Помидор, хăяр, çĕр улми пулмалли вырăнсемшĕн уйрăмах лайăх.

Пÿлĕмри чечексемшĕн те аван

сентября 4th

4 Авăн, 2014

"Сывлăх", 35 /800/ №, 04. 09. 2014

о Градусник çĕмĕрĕлчĕ пулсан...
о Хăяр лосьонĕ аван.
о Бронхитран - сарă илепер.
о Авăн уйăхĕнче мĕн кĕтет?
о Сухана ырласа пĕтерме çук.
о Ыратакан çурăма сăтăрма.
о Арпус хуппине типĕтĕр.

4 Авăн, 2014

ГРАДУСНИК ÇĔМĔРĔЛЧĔ...

1. Чÿречесене уçмалла, алăксене хупмалла. Ачасене, чĕр чунсене пÿртрен илсе тухмалла.

2. Сывлав органĕсене хÿтĕлеме çăварпа сăмсана шывпа йĕпетнĕ марля çыхăпа хупламалла, алăсене резина перчетке тăхăнмалла.

3. Ртутĕн пĕчĕк шарикĕсене пластырьпе е скотчпа пухмалла. Хушăка лекнисене шприцпа е резина грушăпа /вĕсене те кайран кăларса пăрахмалла/ сăрăхтарса илмелле.

4. Пухнă ртуте çурри таран шыв тултарнă банкăна е пластик кĕленчене ямалла. Банкăна тÿрех хупăлчапа çăтă хупмалла, кĕленчене - пăкăпа.

4 Авăн, 2014

АЧА ПĔРРЕМĔШ КЛАСА КАЯТЬ

Çемьере пысăк уяв: вĕсен тĕпренчĕкĕ пĕрремĕш класа каять. Ачашăн та, ашшĕ-амăшĕшĕн те питĕ яваплă тапхăр пуçланчĕ. Халĕ ачан чылай япалана хăйĕн татса пама хăнăхас пулать.

4 Авăн, 2014

"Хыпар", № 172, 2014, сентябрь, 4, четверг.

В республике 9-11 ноября проводится спортивный форум "Россия - спортивная держава". В этой мероприятии примут участие десятки тысяч человек. Корреспондент Роза Власова призывает заранее подготовиться к этому значимому событию. Сделать все возможное, чтобы показать, что Чувашия действительно дружна со спортом.

4 Авăн, 2014

"Хыпар", № 172, 2014, авăн, 4, кĕçнерни кун

"Ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ", - тет Роза Власова корреспондент. Çак шухăша вăл республикăра юпан 9-11-мĕшĕсенче иртекен "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумпа çыхăнтарса палăртать. Çак спорт уявне тĕрлĕ регионтан килекен пин-пин хăна хутшăнасси куç кĕрет.

4 Авăн, 2014

Анастасия Тарасовăн - "кĕмĕл"

Çурла уйăхĕн 29-31-мĕшĕсенче Китайри Гаосюн хулинче сумо /Японире пуçланса кайнă кĕрешÿ тĕсĕ/ енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Унта 28 çĕр-шыври 240 спортсмен вăй виçнĕ.

Pages