«Раççей - спорт çĕр-шывĕ»

2 Юпа, 2014

ГТО хастарĕсем валли - ятарлă портал

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" пĕтĕм тĕнчери форум умĕн Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн интернет порталĕ ĕçлеме пуçланă.

1 Юпа, 2014

Спорт вăй-хал парать, туслăха вăйлатать

Чăваш Енри культурăпа искусство учрежденийĕсенче ĕçлекенсен спартакиади юлашки вăхăтри паллă пулăмсен шутне кĕчĕ. Республика шайĕнчи спорт мероприятийĕ Кÿкеçри «Улăп» комплексра иртрĕ. Ăна «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум умĕн ятарласа ГТО нормисене пама хатĕрленсе йĕркеленĕ.

30 Авăн, 2014

Спортпа туслă çын пур йывăрлăха çĕнтерет

70 пин ытла çын ГТО нормативĕсене пурнăçланă

Шăмат кун Шупашкарта пурăнакан пин-пин çын стадионсемпе лапамсене тухнă: хулара "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" фестиваль иртнĕ.

20 Авăн, 2014

Андриян Николаевпа спорт çăлтăрĕсем чăваш халăхне тĕнче шайне çĕклерĕç

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, Чул хулари лингвистика институтне пĕтернĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкулта 30 çул ытла ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ атте П.В.Сидоров çур ĕмĕре яхăн каялла районти хăш-пĕр пухура е ытти мероприятире çапларах каланине ас тăватăп, «Эпир çамрăк чухне чăвашсем çинчен кÿршĕ ç