Андриян Николаевпа спорт çăлтăрĕсем чăваш халăхне тĕнче шайне çĕклерĕç
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, Чул хулари лингвистика институтне пĕтернĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкулта 30 çул ытла ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ атте П.В.Сидоров çур ĕмĕре яхăн каялла районти хăш-пĕр пухура е ытти мероприятире çапларах каланине ас тăватăп, «Эпир çамрăк чухне чăвашсем çинчен кÿршĕ çĕр-шывсенче те пĕлсех кайман. Атăл тăрăхĕнче пин çул каяллах тĕпленнĕ пирĕн йăхташсем пирки тĕнчери чылай çĕр-шывра Ардалион Игнатьев 1954 çулта кĕске дистанцисене чупассипе Европа чемпионĕ ятне çĕнсе илсен тата тепĕр икĕ çултан Австралире иртнĕ XVI Олимп вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăнсан кăна пĕлме пуçларĕç».
Елчĕк районĕнчен тухнă, пăлан пек çăмăллăн та илемлĕ чупакан спринтер хыççăн 1962 çулхи çурла уйăхĕнче тĕнче уçлăхĕнче виçĕ талăк вĕçнĕ Шуршăл кăйкăрĕ Андриян Николаев чăваш халăхĕн чапне тата çÿллĕрех шая çĕклерĕ. Космонавтика енĕпе тĕнче рекордне çĕнетнĕ пирĕн мухтавлă ентеш часах СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ пулса тăчĕ. Тепĕр ултă çултан вара çак ята бокс енĕпе XIX Олимп вăййисен чемпионĕ Валериан Соколов тивĕçрĕ. 1970 çулсенче тинех республикăра Европа чемпионачĕсене хутшăнакан, тĕнче шайне çĕкленнĕ çăмăл атлетсем, велосипедистсем, кĕрешекенсем, боксерсем, парашютистсем тухма пуçларĕç. Тăван республикăра хатĕрленĕ тĕнче спорт мастерĕсен шучĕ Мускаври XXII Олимп вăййисем /1980 çул/ пуçланиччен çирĕме çывхарчĕ.
40-50 çул каялла республикăра çуллахи спорт енĕсем кăна мар, йĕлтĕр спорчĕ, конькипе чупасси тата хоккей та лайăх аталанма пуçларĕ. Иртнĕ ĕмĕр варриччен Чăваш Енре СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă икĕ йĕлтĕрçĕ кăна пулнă, Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕ Мария Гущина /1912-1983/ тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕ хыççăн Вăрнар поселокĕнче ĕçлесе пурăннă Геннадий Иванов /1910-1983/. 1970-мĕш çулсен варриччен вара йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕн ятне республикăра 28 çын тивĕçнĕ. Вăл вăхăтра Чăваш Енре йĕлтĕрçĕсемпе çăмăл атлетсем чи пултаруллисем шутланнă.
Хĕрĕх çул каялла чи вăйлă та хастар йĕлтĕрçĕсенчен ытларахăшĕ Канашра пурăннă. Иккĕшне çеç аса илер, Владимир Воронков тата Дина Григорьева /Скворцова/. Тăван республикăра кăна мар, Пĕтĕм Союзри радиопа телевидени Владимирпа Дина тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕн хисеплĕ ятне 1970 çулта тивĕçнĕ Канашри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Я.Григорьев çинчен темиçе хут кăтартнă, чылай хаçат-журнал пысăк очерк-статья пичетленĕ. Мухтавлă çак йĕлтĕрçĕсен ячĕсене Швеци, Финлянди, Канада, Франци, Япони тата ытти çĕр-шыв çыннисем паян кунчченех пĕлеççĕ.
Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕсен Дина Федоровнăпа Владимир Яковлевич Григорьевсен çемйине республикăра спорт çемйи тесе хисеплеççĕ. Владимир Григорьев 1950-мĕш çулсенчех таврари чи вăйлă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри шутланнă, çур ĕмĕр каялла биатлон енĕпе Чăваш АССР чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Ленинградри физкультура институтне пĕтернĕ тата Совет çарĕнче хĕсметре пулнă хыççăн 60 çул каялла çамрăк лейтенант тăван хулана таврăннă. Малтанхи вăхăтра Владимир Яковлевич - ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ, 1964 çултанпа вара çĕнĕ ĕмĕр пуçланичченех çак ДЮСШ директорĕнче вăй хунă.
Канашри спорт шкулĕнче вĕреннĕ яшсемпе хĕрсенчен совет саманинче кăна 40 ытла çын СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. В.Я.Григорьевăн пирвайхи вĕренекенĕсем Владимир Воронковпа Дина Григорьева-Скворцова тĕнчипе паллă йĕлтĕрçĕсем пулса тăнă. 1960-мĕш çулсен вĕçĕнче спорт шкулĕнче вĕреннĕ Игорь Казиков хăй вăхăтĕнче ВЛКСМ Тĕп Комитетĕнче, Пĕтĕм Раççейри «Динамо» физкультурăпа спорт обществин пай пуçлăхĕнче тата çĕр-шыври Олимп комитечĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕнче вăй хунă. Çав çулсенче Игорь Борисович çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисене хĕллехи XVIII-XIX, çуллахи XXVI-XXVIII Олимп вăййисене хатĕрленме тата вĕсене тăватă çулта пĕрре ирттерекен тĕнчери чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче Раççей чысне тивĕçлипе хÿтĕлеме тăтăшах пулăшнă. РФ физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, «Хисеп палли» тата Туслăх орденĕсен кавалерĕ, пирĕн мухтавлă ентеш И.Б.Казиков 2010 çултанпа - Раççейри Олимп комитечĕн президенчĕн советникĕ.
Игорь Борисовичăн аслă юлташĕ Владимир Воронков алла аттестат илнĕ хыççăн ашшĕ сĕннипе тÿрех вакунсем юсакан заводра слесарьте ĕçлеме пуçланă. Каçхине ĕçрен таврăнсан вăл ачаран хăнăхнă йăлапа тепĕр сехетренех спорт шкулне васканă. Республикăри йĕлтĕрçĕсен чи сумлă тренерĕ Владимир Яковлевич хăйĕнчен вун пилĕк çул кĕçĕнрех аташне /тăзка/ кунта хăй ывăлĕпе пĕр танах юратса кĕтсе илнĕ. Çамрăк рабочин спортри çитĕнĕвĕсем тĕлĕнмелле хăвăрт ÿснĕ. 1963 çулта иртнĕ ЧАССР чемпионатĕнче В.Воронков пурне те тĕлĕнтерсе 15 çухрăмлă дистанцире хăйĕнчен чылай аслăрах спорт мастерĕсене - Карл Максимова, Владимир Бекренева, Виталий Гурянова тата Сĕнтĕрвăрринчи «Урожай» ФСО чемпионне Евгений Носова çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çитес çул пуçламăшĕнче В.Я.Григорьевăн пултаруллă вĕренекенĕ Раççей чысне Мурманск облаçĕнче Пĕтĕм Союзри «Локомотив» ФСО чемпионатĕнче хÿтĕленĕ. Кунта вун тăхăр çулти Канаш каччи виççĕмĕш пулнă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çакăн хыççăн Владимир Воронков Канаш тата Чăваш Ен чысне вунă çул хÿтĕленĕ.
Совет Союзĕн чемпионачĕн пĕрремĕш медальне вăл 1967 çулхи нарăс уйăхĕнче тивĕçнĕ. Çĕр-шывра мала тухассишĕн Ленинград облаçĕнче иртнĕ яваплă ăмăртусенче 400 ытла йĕлтĕрçĕ вăй виçнĕ. СССР Правительстви çумĕнчи Физкультурăпа спортăн патшалăх комитетĕнчен маларах пĕлтернĕ тăрăх - çак чемпионатра тĕрлĕ дистанцире малти виçĕ вырăна йышăнакан спортсмен тепĕр çулталăкран çĕр-шыв чысне хÿтĕлеме Францири Гренобль хулинче пуçланакан хĕллехи Х Олимп вăййисене кайма пултарать.
1968 çулччен ирттернĕ Олимпиадăсенче тĕрлĕ дистанцире ăмăртса Совет Союзĕн уйрăм йĕлтĕрçисенчен ылтăн медале Мускав хĕрĕ Любовь Козыревăпа /1956/ Свердловск облаçĕнчи Клавдия Боярских /1964/ кăна тивĕçнĕ. Арçынсен команди 1956 çулта эстафетăра çĕнтернĕ. Хĕллехи 10-мĕш Олимпиадăра совет йĕлтĕрçисем пĕр медаль те çĕнсе илеймен. Анчах та çакна палăртма кăмăллă: Чăваш АССРĕн ултă хут чемпионĕ, Раççей тата СССР чемпионачĕсен темиçе хут призерĕ, çĕр-шыври Хĕç-пăшаллă вăйĕсен 23 çулти кĕçĕн сержанчĕ Владимир Воронков совет йĕлтĕрçисенчен Гренобльте кашни дистанцирех чи лайăх кăтартупа палăрнă. Классикăлла дистанцире /30 çухрăм/ Олимп чемпионĕ ятне пуçласа Итали спортсменĕ Нонес Фронко çĕнсе илнĕ. Ăна тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă Норвеги тата Финлянди йĕлтĕрçисене выляса ярса Владимир тăваттăмĕш вырăна тухнă. Унăн командăри юлташĕсем А.Акентьев, В.Веденин, В.Тараканов, Ф.Симашев тĕрлĕ дистанцире 2-3-мĕш теçеткери вырăнсене кăна йышăннă.
Владимир Воронков тĕнче чемпионатĕнче пуçласа 1970 çулхи нарăс уйăхĕнче ăмăртнă. Эстафетăра Совет Союзĕн чысне унта пирĕн ентешсĕр пуçне В.Тараканов, Ф.Симашев тата В.Веденин хÿтĕленĕ. Чехословакири Штребске-Плесо хули çывăхĕнчи Çÿллĕ Татра сăрт-ту хысакĕнче вырнаçнă хĕллехи спорт центрĕнче ирттернĕ тĕнчен 28-мĕш чемпионатĕнче Совет Союзĕн туслă квартечĕ вун çичĕ çĕр-шыв командине хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Совет йĕлтĕрçисем тепĕр икĕ çултан Японири Саппоро хули таврашĕнче иртнĕ XI Олимпиадăра та палăрнă. Хальхинче пирĕн çĕр-шыв чысне эстафетăра çÿлерех асăннă В.Воронковсăр, Ф.Симашевсăр тата В.Веденинсăр пуçне Мурманск облаçĕнчи Ю.Скобов та хÿтĕленĕ. Ун чухне 40 çухрăмлă дистанцие Совет Союзĕн команди 2 сехет те 04 минут та 47,94 çеккунтра вĕçлесе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Тĕнче тата Олимп вăййисен чемпионĕ В.П.Воронков çур ĕмĕре яхăн ĕнтĕ Мускав облаçĕнче пурăнать. Владимир Петрович - Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕ. Вăл çулленех тăван республикăна килет, çамрăк йĕлтĕрçĕсене спорт ăсталăхне ÿстерме пулăшать. Канаш хулинчи спорт шкулĕ 1990 çулсенчен пуçласа олимпиец ячĕпе хисепленет. РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Я.Григорьев пуçарнипе Канашра çулленех Владимир Воронков парнисене çĕнсе илессишĕн Атăл тăрăхĕнчи йĕлтĕрçĕсем вăй виçеççĕ. Йăлана кĕнĕ кăçалхи ăмăртусем пуçланас умĕн пирĕн мухтавлă ентеш 75 çул тултарчĕ. Юбиляра çак паллă кунпа ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ăшшăн саламланă, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă, алла çыхмалли ылтăнланă сехет парнеленĕ.
40-50 çул каялла çуллахи сезонта Шупашкарта тата Çĕмĕрлере, Вăрмар, Патăрьел, Комсомольски, Çĕмĕрле тата ытти хăш-пĕр районта велосипедпа чупасси вăй илнĕ. ХХ Олимп вăййисем пуçланиччен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă Валерий Ярдысăр пуçне СССР спорт мастерĕн ятне тата вунă çын тивĕçнĕ: ЧППИ доценчĕ Герольд Илларионов, Çĕмĕрле хулинчи Павел Макаров, Муркаш районĕнчи Владимир Шалтыков, Елчĕк районĕнчи Луиза Дмитриева, Шупашкарти тĕрлĕ предприятире ĕçленĕ тата аслă шкулсенче вĕреннĕ Зоя Тимофеева, Зоя Ефремова, Нина Иванова, Светлана Иванова, Галина Трофимова тата паллă тренер Владимир Краснов.
В.Красновпа В.Ярды республикăри физкультурăпа спорт аталанăвĕн историйĕнче питĕ тарăн йĕр хăварчĕç. 1970 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕ. Аслă Британири Лестер хули. Унта велосипед спорчĕ енĕпе тĕнче чемпионачĕ пуçланнă. 100 километрлă дистанци стартне вăтăра яхăн çĕр-шыв команди тухнă. Велосипедистсенчен чылайăшне сăртлă трасса çеç мар, начар çанталăк та шиклентернĕ. Шăпа тăрăх Совет Союзĕн команди маларах старт йышăннă. Çавна май XIX Олимп вăййисен чемпионĕсем пулнă голландецсем тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче палăрнă Итали, Аслă Британи, Бельги, Польша, Чехословаки велосипедисчĕсем вĕçĕмсĕрех пирĕн команда мĕнле хăвăртлăхпа пынине пĕлнĕ. Англири ăмăртусем мĕнле вĕçленни çинчен Валерий Ярды ВЛКСМ республика комитетĕнче йĕркеленĕ пĕр тĕл пулура çапларах каласа панăччĕ:
- Финиша çитме вунă çухрăма яхăн юлсан эпир чехсене 13 çеккунт выляса янине пĕлтĕмĕр. Шăп çавăн чухне ĕнтĕ пирĕн тĕп тренер, Олимп вăййисен чемпионĕ Виктор Капитонов, мегафонпа кăшкăрса эпир мала тухма пултарассине пĕлтерчĕ. Ăçтан тухрĕ-ши çавăн чухлĕ вăй - эпир чăннипех те çĕнтертĕмĕр.
Чул хулари Валерий Лихачевран, Омскри Владимир Соколовран, Борис Шухов кабардинецран тата Çĕмĕрле районĕн каччинчен тăнă команда финиша çитеспе 28 çеккунт выляса илнĕ. Çапла майпа совет велосипедисчĕсем пуçласа тĕнче чемпионĕ ятне тивĕçнĕ. СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ В.А.Капитонов хатĕрленĕ туслă команда 1972 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Германири Мюнхен хулинче Олимп вăййисен чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Ун чухне 102,8 километрлă дистанцире иккĕмĕш вырăн йышăннă Польша квартечĕ пирĕн велосипедистсене çур минута яхăн выляса янă.
Иртнĕ кăларăмсенче эпир бокс енĕпе XIX Олимп вăййисен чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ Валериан Соколов çинчен тĕплĕн каласа патăмăр. Ăна Европа тата тĕнче чемпионачĕсене хутшăнма тÿр килмен. Чăвашсен пирвайхи Олимп чемпионĕнчен çичĕ çул кĕçĕнрех ун çывăх юлташĕ, Валериан пекех ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтернĕ, Муркаш районĕнчен тухнă Валерий Львов 1978 çулта Белградра тĕнче чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Шел те, çăмăл виçеллĕ боксера тĕрлĕ сăлтава пула Олимп вăййисене хутшăнма май килмен.
1992 çулчченех пирĕн республикăри спортсменсенчен тĕнче тата Олимпиада чемпионĕсен ылтăн медалĕсене тивĕçнĕ икĕ çын кăна пулнă: Валерий Ярды велосипедистпа Владимир Воронков йĕлтĕрçĕ. Чăваш халăх хаçачĕн «Хыпарăн» çитес эрнери кăларăмĕсенче эпир Олимп тÿпине хăпарнă, тĕнче тата Европа чемпионĕ ятне темиçе хутчен çĕнсе илнĕ ентешсем çинчен тĕплĕнрех каласа парăпăр.
Петр СИДОРОВ
Комментари хушас