Студентсем пурнăç уттинчен юлмаççĕ

25 Авăн, 2014

Кросс спортпа туслă пулма хавхалантарать

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем Шупашкар заливĕ хĕррине тухса спортпа туслă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Унта «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума халалласа çăмăл атлетика кросĕ иртрĕ.

Аслă шкулăн спорт уявĕ савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Студентсемпе вĕрентекенсене, кроса хутшăнакансене вĕренÿ учрежденийĕн ректорĕ Андрей Александров саламларĕ. «Чупасси - спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕ. Форум çывхарнă май эпир те кросс тупăшăвне ирттерме шухăшларăмăр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пире спортпа туслă пулма хавхалантарать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал хушать. Форум чи хăтлă хулара иртни те ахальтен мар: Шупашкарта спорта аталантарма, çынсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма майсем çителĕклех. Çавăнпа пурнăç уттинчен ан юлăр, пур çĕрте те хастар та пултаруллă пулăр», - терĕ Андрей Юрьевич.

Чупăва тухакансене Шупашкар хула администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Александр Малов та ăнăçу сунчĕ. Чылай çул каялла Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне сĕтелçи теннис енĕпе республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕскер спорт уявĕ çамрăклăха аса илтернине палăртрĕ, çĕнтерÿ патне пур вăйран талпăнма чĕнсе каларĕ.

ЧПУн физкультурăпа спорт кафедрин пуçлăхĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Авенир Ермолаев пĕлтернĕ тăрăх - кросс турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ, ăна 2007 çултах пуçарнă. «Паянхи ăмăрту вара уйрăмах массăлăхпа палăрчĕ. Çакнашкал пысăк уява вара тахçанах кĕтнĕ. Форума халалласа зарядка, футболпа волейбол турнирĕсем ирттертĕмĕр. Çывăх кунсенче преподавательсем ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн вăй виçĕç, «Ректорпа - зарядкăна» акци те студентсемшĕн усăллă пуласса шанатпăр», - терĕ Авенир Хрисанфович. ЧПУ ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсем республика ăмăртăвĕсенче те хастар. Нумаях пулмасть «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ эстафетăра ЧПУ команди ветерансен ушкăнĕнче - пĕрремĕш, хĕрсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Нацисен кросне 1500 ытла çын тухнă. Аслă шкул спортсменĕсем вара тĕрлĕ шайри турнирсенче çĕр-шыв чысне тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ.

Чи малтан старта пĕрремĕш курсра пĕлÿ илекенсем тухрĕç. 300 яхăн каччăпа хĕр чи лайăх чупакан ятне çĕнсе илессишĕн 500-1000 метрлă дистанцисенче вăй виçрĕç. Аслă курссенче вĕренекенсемпе преподавательсем те уйрăммăн ăмăртрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле залив тавра чупса çаврăнчĕç.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.