Archive - 8 Чÿк, 2019 - Хыпар

8 Чÿк, 2019

Африка тенорĕсем чăвашла та юрлĕç

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне йышăнĕ. Вăл раштавăн 1-мĕшĕчченех пырĕ.

8 Чÿк, 2019

«Атте тепре авлансан амаçури тăватă ача çуратрĕ»

«Çак таранччен пурăнни мана пач та савăнтармасть. Епле кансĕр! Хăлха япăх илтет, куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ. Пурнăç мар ĕнтĕ ку!» — сăмах вакларĕ юлашки вунă çулта Шупашкарта кун кунлакан Екатерина Мартьянова. 104 çултискер хăлха илтменнишĕн тата куçĕ курманнишĕн тарăхать.

8 Чÿк, 2019

Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ: Повеçри сăнара хĕрхенсе пĕр михĕ çăм нуски парнелерĕç

Айгиз Баймухаметов — Раççейри наци чĕлхипе çыракан чи паллă çамрăк çыравçă. «Хыпар» Издательство çурчĕн вулаканĕсем те ăна пĕлеççĕ. «Ан пăрах, анне!», «Урам ачисем», «Юмахсăр ачалăх» хайлавĕсем «Çамрăксен хаçатĕнче» кун çути курчĕç.

8 Чÿк, 2019

Туслăх кĕреки: "Асанне, эпĕ сан пек пуласшăн"

— Эпир кунта аслă пĕлÿ илсен Красноярск хулинчен куçса килтĕмĕр. Шупашкар малтанах ют туйăнатчĕ, халĕ унтан çывăх хула çук, — аса илчĕ çамрăклăхне Тамара Александровна. — Тăватă мăнук пирĕн.

8 Чÿк, 2019

Наци проекчĕсем: Аттестаци тухнă экспертсен шучĕпе - иккĕмĕш вырăнта

Строительство сферинчи аттестацин çĕнĕ тытăмне ирттерни проектпа смета документацийĕн пахалăхне ÿстерме пулăшать.