Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ: Повеçри сăнара хĕрхенсе пĕр михĕ çăм нуски парнелерĕç

8 Чÿк, 2019

Айгиз Баймухаметов — Раççейри наци чĕлхипе çыракан чи паллă çамрăк çыравçă. «Хыпар» Издательство çурчĕн вулаканĕсем те ăна пĕлеççĕ. «Ан пăрах, анне!», «Урам ачисем», «Юмахсăр ачалăх» хайлавĕсем «Çамрăксен хаçатĕнче» кун çути курчĕç. Иртнĕ эрнере Айгиз Шупашкарта пулчĕ, тĕрлĕ библиотекăра, Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче вулакансемпе курнăçрĕ. Манăн та унпа курса калаçма май пулчĕ.

— Санăн хайлавусене лăпкă кăмăлпа вулама çук. Вĕсем чуна пăлхатаççĕ, тĕп сăнара шелленĕрен куççуль тухать. Терт-нушана тÿссе ирттернĕ çын çеç çакăн пек кĕнеке çыраять.
— Малтан анне вилчĕ, унтан атте те пирĕнтен уйрăлчĕ. Эпир, 7 пĕртăван, тăлăха юлтăмăр, ача çуртне тăваттăн лекрĕмĕр. Унта пурăнакансен 90 проценчĕн ашшĕ-амăшĕ пурринчен тĕлĕнтĕм. «Вĕренсе тухсан сана тÿлевсĕр хваттер, тумтир панă», — тенине илтеттĕм. Этем — выльăх мар. Чи малтан ăна ăшăлăх кирлĕ. Ача чухне мана çакă çитмерĕ. Йывăр самант чылай пулчĕ. Халăх ача çуртĕнчи чăн пурнăçа пĕлтĕр тесе кĕнеке çыртăм. Эпĕ нихăçан та çыравçă пуласси пирки шухăшламан. Ачаранпах хама сцена çинче кураттăм. Акă эпĕ вылятăп, куракансем мана алă çупаççĕ… Ача çуртĕнче пĕрле пурăннă тантăшăм пĕррехинче: «Айгиз, эсĕ хăçан та пулсан хăвна тĕкĕрте курнă-и?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ тĕлĕнтĕм. Вăл вара: «Уру кукăр. Санран мĕнле артист пулĕ?» — терĕ. Унăн сăмахĕсем чĕрене тиврĕç. Артист карьери пирки ĕмĕтленме пăрахрăм. Эпĕ пурпĕр Ĕпхĕве çитсе университета вĕренме кĕрессе шанаттăм. Ача çуртĕнче пурăнакансене тăххăрмĕш класс хыççăн професси училищине яратчĕç. Ĕмĕтленме юрататтăм. Этем ялан ыррине шанать. Университета вĕренме кĕтĕмех.
Эсĕ таçта та вулакансемпе тĕлпулу ирттеретĕн. Чи асра юлни ăçта пулчĕ?
— Пĕррехинче Бурятири хĕрарăмсен тĕрмине илсе кайрĕç. Унта ларакансем кĕнекене вуланă. Зала кĕтĕм те шалт! тĕлĕнтĕм: 300 хĕрарăм. Хăшĕ-пĕри çап-çамрăк. Хĕрарăм — этемлĕхĕн черчен çурри. Çут çанталăк саккунне пăхăнса вĕсен çĕнĕ пурнăç парнелемелле, ача ÿстермелле. Вĕсем вара тĕксĕм стена хушшинче лараççĕ. Калаçма йывăр пулчĕ, вĕсем те аванмарланнине туйрăм. Пурăна киле çыру илтĕм. Унта «Ан пăрах, анне!» повеçе шĕкĕлченĕ хĕрарăм шухăшлавĕ улшăннине, тĕрмерен тухсан тĕпренчĕкĕсене ача çуртĕнчен илсе кайнине пĕлтернĕ, мана тав тунă. Кĕнекене вуланă хыççăн ача усрава илекен те йышлă пулнă, чылайăшĕ мана кун пирки çырса та пĕлтерчĕ. Бурятире ятарлă про-грамма пур. Вăл «Ан пăрах, анне!» ятлă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрмере ларакан хĕрарăмсене тĕрмерен тухсан ача çурчĕсенчи ывăлĕ-хĕрне çемьене илтерме хатĕрлеççĕ. Нумаях пулмасть Кăркăсстана çитсе килтĕм, Бишкекри спорт керменĕнче кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Тĕлпулăва 3 пин çын пухăннăччĕ.
«Ан пăрах, анне!» повеçе çырас шухăш хăçан тата мĕнле çуралчĕ?
— «Башкортостан» хаçатра ĕçлеттĕм. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă хĕра-рăмсем пирки çырма хушрĕç. Кун пек чухне пур кăларăмра та пĕрешкел статьясене кун çути кăтартаççĕ. Вĕрентекен-и вăл е тухтăр-и — ăçта ĕçлени, мĕнле наградăсене тивĕçни пирки çыраççĕ. Çав кунхине аннепе сыв пуллашнă самант аса килчĕ. Арçын ача тĕлĕкĕнче вилнĕ амăшĕпе калаçнине çыртăм. Те очерк, те калав пулчĕ… Хаçатра пичетленсен редакцие çырусем купи-купипе килчĕç, шăнкăравлама пуçларĕç. Пурин те пĕр ыйту: малалли пулать-и? Халăх ыйтнипе малтан повеçĕн вĕçне, кайран пуçламăшне çыртăм.
Анне Гульнур Нургалиевна ятлăччĕ. Вăл профессипе поварччĕ. Эпĕ аннеçĕм ăçта-тăр ĕçленине астумастăп, вăл яланах пирĕнпе, ачисемпеччĕ. Кил хуçалăхне тытса пыратчĕ. Сăмах май, мана сăнпа анне пек теççĕ. Атте Гиззат Мухаррямович ятлăччĕ. Тракторист пулнăскер районти механизаторсен хушшинче паллă çынччĕ. Техникăна лайăх пĕлетчĕ. Юсайман трактор-машинăна тÿрлетме чĕнетчĕç ăна. Иккĕшĕ те усал шыççа пула вăхăтсăр вилчĕç.
Повеçре сăнланă хăш-пĕр самант çÿçентерет. Тĕп сăнара Ильяса шеллесе куçран куççуль шăпăртатса юхать. Воспитательсен тискерлĕхĕ пуçра шăнăçаймасть.
— Хайлавра пуçтах ачасем Ильяса юр çийĕн çара уран чуптараççĕ. Ун хыççăн юнлă йĕр юлать. Чупсан- чупсан Ильяс тăнне çухатать. Тĕлпулусенче çав саманта аса илеççĕ. Кашнинчех ура нихăçан та ан шăнтăр тесе çăм нуски парнелеççĕ. Пĕррехинче пĕр михĕ нуски парнелерĕç. Унта тем тĕсли, тĕрлĕрен çиппе çыхни пурччĕ. Вулакансем чунне ытлашши ан пăлхатчăр тесе шÿтлерĕм. «Халĕ эпĕ черетлĕ хайлав çыратăп, унта тĕп сăнар çурма çарамас чупать», — терĕм.
Кĕнеке тухсанах çамрăк писателĕн пуçĕнче мĕнле шухăш-кăмăл хуçаланчĕ?
— «Ан пăрах, анне!» повеçе 23 çулта чухне çыртăм. Паллах, хăпартлантăм. Мĕн тери телей вĕт! Кĕнекесене пурăна киле пушкăртла çĕнĕрен пичетлерĕç. Вĕсене вуласан иккĕленÿллĕ туйăм çуралчĕ. Хама ятласа та илтĕм. Вăхăт иртнĕçем шухăш-кăмăл улшăнать, пулăма урăх куçпа хаклама пуçларăм. Ÿсрĕм, ăслăлантăм. Тепĕр чухне унччен çырнине тÿрлетес килет.
Тÿрлетме кирлĕ мар. Тин вĕçленĕ хайлава кама вулаттаратăн?
— Ку, чăнах та, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пушкăртстанра халăх юратăвне тивĕçнĕ, хисеплĕ çыравçă нумай. Эпĕ вĕсене шанатăп, çĕнĕ хайлава чи малтан вулаттаратăп. Вăл вĕтĕ ала витĕр тухать. Сăмах ăстисен шухăшне хисеплетĕп, тÿрлететĕп. Çавăн хыççăн çеç хайлава вулакан патне çитеретĕп.
Повеçсене вырăсла, тутарла, казахла, кăркăсла — пурĕ 20 яхăн чĕлхене — куçарнă. Кăçал кĕнеке чăвашла та тухрĕ. Паянхи вулакана тыткăнлама пĕлетĕн.
— Эпĕ сюжета кăсăклă тума тăрăшатăп, ĕçе хăвăрт аталантаратăп. Пурнăçĕ те халĕ çавнашкал, этемĕн кĕнеке вуламашкăн вăхăт сахал. Тепĕр писатель хĕвел хăпарнине çеç виçĕ страница сăнлама пултарать. Хайлав калăпăшĕ мар, шухăшĕ тĕпре пултăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.