Çара уран утсан та пыл хурчĕ сăхмасть
Паян, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пыл сăпасне паллă тăватпăр. Çавăн пекех халăхра ăна Маковей /асап тÿсекен Маковеевсемпе çыхăннă/, Шыв сăпасĕ теççĕ. Çак кун ялсенче пусăсене хĕле хатĕрлеççĕ, вĕсене лайăх тасатаççĕ. Пĕрремĕш Сăпасран вĕлле хурчĕсем хĕл валли пыл пуçтарма пуçлаççĕ. «Пыл сăпасĕччен кăçал пухнă пыла çиме юрамасть», — теççĕ ваттисем. Çĕнĕ пыла чиркÿре сăвапланă хыççăн кăна астивмелле-мĕн. Сăмахăм паян Сăпас пирки кăна мар-ха. Алена Узбековăн «Российская Газета» хаçатра пичетленнĕ «Вĕçсе пĕтерчĕç» статйи шухăша ячĕ.