Комментари хушас

Общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантарасси пирки калакан указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр алă пуснăччĕ. Çак программăпа иртнĕ çулах питĕ анлăн усă курма пуçларĕç, ун чухнех 100 ытла проекта пурнăçа кĕртрĕç. Кăçал вара вĕсен шучĕ икĕ хут ытла ÿсрĕ: 210-а çитрĕ. «Пуçаруллă бюджетировани» текен программăна Вăрнар районĕнче пурăнакансем те хапăлласа йышăннă.

Кирек мĕнле техника та кĕреет

Юпшик Ялтăра ялĕнче пурăнакансем кăçал асăннă программăна тĕпе хурса икĕ урамри /Малиновая тата Заречная/ çула вак чулпа хытарас тенĕ. Аçăмçырми ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх — çак проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1634,2 пин тенкĕпе танлашнă, çав шутран 980,5 пин тенкине — республика, 375,6 пин тенкине вырăнти бюджетсенчен уйăрнă. «Ял старости Александр Степанов тăрăшнипе кашни килтен 5-шер пин тенкĕ пухрĕç, çапла халăх 278 пин тенкĕ пуçтарса пачĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртмешкĕн ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, вăл питĕ лайăх ĕçленине палăртас килет», — терĕç ял тăрăхĕнче.
Ял çыннисем, паллах, питĕ савăннă. Маларах ку урамсене сĕт пуçтаракан машинăсем те кĕреймен, уйрăмах çумăрлă вăхăтра. Халĕ вара кирек мĕнле техника та кĕрсе тухма пултарать. Халăх хутшăннипе тунă çулсене утă уйăхĕнче, ял уявне паллă тунă чухне, уçнă.
Çав кун Юпшик Ялтăрара пурăнакансемшĕн пысăк та паллă тепĕр пулăмпа та асра юлнă: ун чухнех Владимирти Турă Амăшĕн турăшĕн часавайне уçнă, сăвапланă. Ку часавая тумашкăн çак ялта çуралса ÿснĕ Вадим Владимиров укçа панă. Строительство ĕçĕсене ял çыннисем хутшăннă. Унта инçех мар шыва кĕмелли вырăн та хăтланă.
Пĕрлехи çакнашкал ĕçсем ялсене илемлетме, унта пурăнакансен туслăхне çирĕплетме пулăшаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене манма юрамасть

Хорнсор ялĕнче пурăнакансем «пуçаруллă бюджетировани» программăна хутшăнса Çĕнтерÿ паркĕ тунă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене халалласа стела вырнаçтарнă. Малалла вулас...

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Аçăмçырми ял тăрăхĕн сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.