Ăна ял халăхĕ диван парнеленĕ

10 Çурла, 2018

Чăваш Республикин чи лайăх старости мĕнле пурăнать?

Ял старости хăйĕн тивĕçĕсене чун ыйтнипе пурнăçлать. Ялти çивĕч ыйтусене татса пама хутшăннăшăн укçа ыйтмасть вăл, ку утăма тăван тăрăх аталанăвĕшĕн, унта пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăвать.

Культурăллăн канма пĕлеççĕ

Кивелнĕ коммуникацисене, юрăхсăра тухнă çулсене улăштарасси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, яваплă ытти ыйтăва татса парасси… — унăн тивĕçĕсен шутне асăнса та пĕтереймĕн. Çапах тĕп вырăнта — старостăн ял çыннисене пĕрлехи ĕçе хутшăнма ÿкĕте кĕртме пултармалла, пурăнакан кĕтесшĕн хăйсенех тăрăшмаллине ăнлантармалла. Паллах, ку енĕпе чи малтан хăйĕн тĕслĕх кăтартмалла, вара ыттисем те ун хыççăн туртăнаççĕ. Ун пек старостăсене ял çыннисем хаклаççĕ, хисеплеççĕ, унран сĕнÿ-канаш ыйтма та килеççĕ.

Етĕрне районĕнчи Пушнар ялĕн старостине Юрий Ильина шăпах çавăн пеккисен йышне кĕртес килет. Ăна халăх пухура 17 çул каялла старостăна суйланă та — паянхи кун та вăл çак тивĕçсене чыслăн пурнăçласа пырать. Çав хушăрах Юрий Валерьянович Чирĕккасси ял тăрăхĕн /Пушнар шăпах унăн тытăмне кĕрет/ депутачĕ те.
Чирĕккасси ял тăрăхĕнче Юрий Ильин пирки ыррине нумай каларĕç, вăл питĕ пуçаруллă пулнине, ырă чылай ĕçе пуçласа вĕçне çитернине пĕлтерчĕç. Вунă ытла çул каялла Пушнарти клуб çунса кайнă иккен, Юрий Валерьянович тăрăшнипе ял библиотеки пулнă икĕ хутлă çуртра ялти «культура центрне» сыхласа хăварма пултарнă. Халĕ çамрăксем хĕллехи вăхăтра шăпах унта пухăнаççĕ. Юрий Ильин Исампай ялĕнчи культура çурчĕн методисчĕ пулнă май Пушнарта мероприятисем ирттерет. Ял халăхĕпе пĕрле кашни уявах паллă тăваççĕ вĕсем: Çĕнĕ çул, Çăварни, Амăшĕн кунĕ… Спорт ăмăртăвĕсем те йĕркелеççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх — Çĕнĕ çулта Пушнарсем ятарласа уйăрнă вырăна пуçтарăнаççĕ, унта конкурссем, лотерея вылявĕсем /пĕтĕм билет вылянать/ ирттереççĕ. Кăшт маларах вара ачасене Хĕл Мучипе Юр пике саламлаççĕ.
«Хамăрах укçа-тенкĕ тупатпăр, пурте пĕрле пухăнса савăнатпăр», — пĕлтерчĕ канăва культурăллăн йĕркелекен староста. Пушнарсем Çимĕкре кашни çулах Ял кунне паллă тăваççĕ: спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, вырăнти тата хулари артистсен концертне пăхса савăнаççĕ, хăйсем те вĕсемпе пĕрлех юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çакă та Юрий Ильина старостăна суйласан йăлана кĕнĕ.
Ял старостин пуçарăвĕпех ялта 2011 çулта ача-пăча площадки тунă. «Унта 3 тĕрлĕ чуччу, пĕчĕк 3 каруççел, турниксем, ытти хатĕр илсе килсе вырнаçтартăмăр. Вĕсене туянма хулара пурăнакан юлташсемпе ентешсем пулăшрĕç. Халĕ çак лапамран ача-пăча татăлма пĕлмест, каникула яла хуларан канма килнисем те унта васкаççĕ. Кунĕпех шăв-шав янăраса тăрать», — кăмăллăн пĕлтерчĕ Юрий Валерьянович.

Çăл куçсене тасатасшăн

Пушнар ялĕнче 170-е яхăн кил, пĕтĕмпе 300 ытла çын пурăнать. Тахçан вĕсене шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантарнă. Староста çине тăнипе 3-4 çул каялла çак чăрмава татса пама май килнĕ. Кашни килтен укçа пуçтарнă — ялта 5 километр тăршшĕ çĕнĕ шыв пăрăхĕ хурса тухнă. «Ăна туса хута яриччен нуша нумай куртăмăр. Малтанхин насусне виçĕ хутчен улăштартăмăр. Тахçан колхозăн пулнă фермăсен шыв башнипе усă курасшăнччĕ, шел, çурхи шыв-шур ăна юрăхсăра кăларчĕ. Çавăнпа башньăна та çĕнĕрен турăмăр», — иртнине аса илчĕ Юрий Ильин.
2015 çулта Пушнарта çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕ хăпартнă. Унта та староста май килнĕ таран пулăшнă. Çĕнĕ ФАПа шыв пăрăхĕпе çăмăллăнах çыхăнтарнă. Фельдшер-акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнă, унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, район ертÿлĕхĕ хутшăннă. Савăнăçлă мероприятире ял çыннисем старостăна тăрăшса ĕçленĕшĕн диван парнеленĕ. Юрий Ильинран ыйтса пĕлтĕмĕр те — вĕсем ял халăхĕн парнипе савăнсах усă кураççĕ иккен. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.