Комментари хушас

10 Çурла, 2018

Кирилл ЕРМОЛАЕВ: "Аслисем каланине яланах ăша хыватăп"

Хама ял çынни тесех шухăшлатăп

Вăтăра çитмен талпăнуллă çак çамрăк тĕрлĕ енпе ĕçлеме ĕлкĕрнĕ: менеджер пулнă, аграри предприятине ертсе пынă. Кирек ăçта пулсан та аптăраса, иккĕленсе тăмалла маррине, вĕçĕм малалла ăнтăлмаллине тĕпе хурать. Тата вăл аслисем мĕн каланине тăнлать, вĕсен шухăшне ăша хывать. Çакăн пек çын вăл Кирилл Ермолаев. Пĕрисем ăна «Брикс» тулли мар яваплă общество, Муркашри тата Етĕрнери кирпĕч завочĕсен ертÿçи евĕр пĕлеççĕ, теприсем – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пек, виççĕмĕшĕсем – хастар активист пулнипе. Çапла, Кирилл Владимирович – ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палатин ертÿçи, РФ Федераци Канашĕ çумĕнчи Çамрăк законодательсен палатин членĕ. Паян Кирилл Ермолаев – «Хыпар» хаçат хăни.

– Кирилл Владимирович, эсир çап-çамрăклах депутата суйланнă, предприяти пуçлăхĕ те, общественник та. Çакăн пек ÿсĕм вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
– Темле пысăк утăм тунă çын пек туймастăп хама. Аталанмалли тата нумай-ха.
Паянхи кунхипе çырлахасшăн мар эппин?
– Манăн ăнăçлă ертÿçĕ, вăйлă специалист пулас килет.
Хăвăра хальлĕхе ăнăçлă ертÿçĕ темен пулăттăр-и?
– Эпĕ ытла та çамрăк.
Хăвăра питех те хурланăн туйăнмасть-и?
– Çук, хурлани мар ку. Лару-тăрăва виçсе хаклама тăрăшни. Сакăр çул – ял хуçалăх предприяти-не, хальхи вăхăтра строительство енĕпе ĕçлекен предприятисене ертсе пыратăп. Строительство индустрийĕнчи опытăм хальлĕхе пĕчĕк пулин те ку отрасль питех те килĕшет, ăна тарăннăн ăнланма, çĕннине пĕлме тăрăшатăп. Кулленхи ыйтусене тишкернĕ чух аслă ĕçтешĕмсем каланине итлетĕп, ăша хыватăп.
Апла эсир çынна итлеме пĕлетĕр?
– Король епле пуласси ун çумĕнчи çынсенчен килет теççĕ. Пĕрле ĕçлекенсен ăс-тăнĕ, анлă тавра курăмĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене итлетĕп пулин те татăклă сăмаха, паллах, хам калатăп.
Паян хăвăра епле ертÿçĕ тесе хаклатăр?
– Хама хам хаклани килĕшÿллех мар. Ĕçтешĕмсем хаклаччăр.
Сирĕн офис ют çĕршывсенчи пек пулнине: мĕн пур специалист пысăк пĕр пÿлĕмре ларнине – асăрхарăмăр. Хăвăр çапла йĕркелес терĕр-и?
– Ку предприятие эпир унчченхи хуçасенчен туяннă. Вĕсен офисĕ çаплаччĕ те – пăсас темерĕмĕр. Ирĕклĕ пÿлĕмре пурте пĕрле ĕçлени меллĕрех тесе шухăшлатăп: тĕрлĕ ыйтăва пÿлĕмрен пÿлĕме хутламасăр хăвăрт татса пама май килет.
Вырсарникун, çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра Строительсен кунне паллă тăваççĕ. Сирĕн предприятисем ку отрасле хăйсен тÿпине сулмаклăн хываççĕ.
– Çапла, эпир пурнăçпа тан пыма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр граждансене кивĕ тата ишĕлекен çуртран кăлармалли федераци программине хутшăннăччĕ. Шупашкарти Магницкий урамĕнчи 10-мĕш, Париж коммуни урамĕнчи 2-мĕш, Ленин Комсомолĕн урамĕнчи 37-мĕш çуртăн 2-мĕш корпусне 5 уйăхра хута яма май килчĕ. Кунта строительство организацийĕсем тăнăç ĕçленине, паха стройматериалсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăнине палăртмалла.
Кирилл Владимирович, эпир пĕлнĕ тăрăх, ача чухне сире час- часах яла янă. Апла пулсан эсир пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ…
– Каникул вăхăтĕнче асанне патне час-часах çÿренĕ. Унăн пилĕк ача, 15 мăнук, мăнукĕсен ачисем 6-ăн. Эпир йышлăн пулнăран пире хистесе ĕçлеттермен, асаннене пирĕнтен кашниех кăмăлтан пулăшнă. Пысăк йыша пĕчĕкрен хăнăхнăран манра пĕрлĕх туйăмĕ тата пулăшас тени аталаннă, хамăн çемьене тата тăванăмсене юрататăп.
Депутата суйланас шухăш епле çуралчĕ?
– Хама эпĕ ял çынни тесе шухăшлатăп. Унтисен чун ыратăвне, тĕллевĕ-ĕмĕтне лайăх ăнланатăп. Шупашкар хули çеç мар, хам çуралнă республика та аталансах пытăр, унта пурăнакансен пурнăçĕ меллĕрех пултăр тени суйлав вăхăтĕнче хамăн кандидатурăна тăратма хистерĕ.
Кирилл Владимирович, депутат тивĕçне епле йышăнатăр? Вăхăтăра самай туртса илет-çке…
– Турă панă пултарулăх пек /шÿтленĕ май ăшшăн кулчĕ Кирилл Владимирович. – Авт./. Тĕллевĕм суйлавçăсен ыйтăвне тивĕçтересси тесе шухăшлатăп. Депутат пулнă май ыр кăмăллăх акцийĕсене те вĕçĕмех хутшăнатăп, çынсене май килнĕ таран пулăшатăп.
Суйлавçăсен шанчăкне тÿрре кăларнăн туйăнать-и?
– Çапла пуласса питĕ шанас килет те, çапах та ĕçĕме суйлавçăсем хăйсем хаклаччăр.
Сирĕн сăн-питĕрте аçăр, Владимир Федорович (В.Ф.Ермолаев – Чăваш Енри паллă бизнесмен. – Авт.) кулли сисĕнет…
– Çынпа калаçнă чух ăшшăн йăл куласси пирĕн çемйипех çапла.
Сирĕн пулăшаканăр – йăмăкăр Евгения…
– Евгения маншăн сылтăм алă пекех. Вăл ĕçре те, пурнăçра та пулăшса пырать.
Кирилл Владимирович, сире çапах та тантăшăрсенчен ытларах ăннă теме пулать-и?
– Паллах, çапла. Аттем пулăшăвĕ калама çук пысăк. Аталанма майсем манăн çителĕклĕ пулнă. Çавăнпа та эпĕ хамăн атте-аннене тав тăватăп.
Пурнăçри чи пысăк тĕллев мĕн?
– Ума чикĕ лартмалла мар. Вĕçĕм аталанмалла.
– Тепĕр темиçе çултан хăвăра еплерех куратăр?
– Кирек епле ĕçре тăрăшсан та çавă киленÿ кÿтĕр, ăна юратса пурнăçламалла тата укçа ĕçлесе илме май пулмалла.
– Пирĕнтен хăшĕсем укçа- тенкĕллĕ çынсен канăвĕ те урăхла тесе шухăшлаççĕ. Пушă вăхăта еплерех ирттеретĕр?
– Пушă вăхăт пачах та çук. Мĕн пур шухăшăм ĕçпе тата çемьепе çыхăннă. Маларах спорт залне çÿреттĕм, халĕ килти тренажерпа çырлахатăп. Мăшăр сĕннипе тепĕр чухне канма каятпăр-ха, çапах унта та ĕç пиркиех шухăшлама тивет. Хальхи вăхăтра электрон почта, мессенджерсем, телефон ал айĕнчех-çке. Тепĕр майлă каласан, ĕç пирки манаймăн.
– Тантăшăрсене е хăвăртан кĕçĕнреххисене, çул юппинче тăракан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа мĕн суннă пулăттăр?
– Малалла ăнтăлма хăрамалла мар. Вăй-хала хакласа умри тĕллев патне талпăнмалла, пултарассине ĕненмелле, шикленсе хăвăра хăвăр ура хумалла мар.

Тĕплĕнрех...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.